Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕхе ÿстерер

Тимлĕхе ÿстерер

Çуллахи каникул кунĕсем аслисене яваплăха ÿстерме хистеççĕ: кун каçа ача мĕнпе аппаланнине, вăл пушă вăхăта мĕнле ирттернине асăрхаса тăмалла.

Хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем сахал мар пурнăçра: çул-йĕр çинче техника хатĕрĕ йышлă, информаци хутлăхĕнче ачасен психикине япăх витĕм кÿме пултаракан материалсем пайтах. Шăрăх вăхăтра хăйсен тĕллĕн шыва кĕме каясран е вутпа вылясран та асăрхасах тăмалла вĕсене. Уйрăмах Интернет уçлăхĕнче мĕн тума юрани е юраманни пирки çирĕп пĕлмелле кĕçĕннисен. Çак тема вăл çулран-çул çивĕчленсе пырать. Соцсетьсенче, сайтсенче палламан çынсемпе çырăнни тата хутшăнăва кĕни, япала туянни, юрă-кĕвĕ е вăйă çыртарса илни хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ачасен пĕлмелле, çавăнпа аслисен маларах асăннă пур тĕслĕхпе те ăнлантару калаçăвĕсем йĕркелемелле.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code