Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инкекрен упрар

Инкекрен упрар

Ачасем – пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, Турă панă парне. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çуратса тивĕçлĕ пăхса ÿстерме ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем çине питĕ пысăк яваплăх илеççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ачасем тулаш сăлтавсене пула çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пысăкки пирки пăшăрханса каларĕ, профилактика субъекчĕсен çак сăлтавсене сирес тĕлĕшпе пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллине палăртрĕ.

Сывă, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ача тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлни – уйрăмах ача-пăча тухтăрĕсене пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Шел пулин те, радио-телевидени, хаçат-журнал урлă çакăн евĕр тĕслĕхсем пирки час-часах илтетпĕр. Ача кирек хăш ÿсĕмре те хÿтлĕхсĕр. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплă пулнипе пĕрлех тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, кĕçĕннисене яланах хÿтĕлеме пултармалла, вĕсем ăнланма пуçласан тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине асăрхаттарса профилактика калаçăвĕсем йĕркелемелле.

Юлашки çулсенче амăшĕсем ачисене ĕмĕртнĕ вăхăтра кăкăрĕпе пусарса вĕлернĕ тĕслĕхсем час-час тĕл пулма пуçларĕç. Çавăнпа та амăшĕсене çакăн пек сĕнÿ – ачана çитернĕ хыççăн хăйĕн кравачĕ çине куçарса хумалла. Тепĕр хăрушă пулăм – ачана салтăнтарнă е тумлантарнă, шыва кĕртнĕ чух саманта та пулин çынсăр хăварни, çавна пула вăл ÿксе аманни е пурнăçран уйрăлни. Пепкене асăрхаса тăма çул çитмен ачасене шанма юраманни пирки те асрах тытар.

Пĕчĕкскерсене утма пуçличченех урамри çанталăкпа е ытти япалапа чÿрече ани çине тăратса паллаштарни те вырăнсăр, унта вуçех те хăпарма хăнăхтармалла мар вĕсене. Чÿрече вылямалли вырăн маррине те ăнлантармалла. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче республикăра та, çĕршывра та ачасем чÿречерен ÿксе вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулчĕç. Ытларах чухне инкек ачасем пÿлĕме шăна-пăван вĕçсе кĕресрен упракан сеткăсем çине таяннăран /ăна тытса тăракан хатĕр пÿрнепе кăштах тĕксенех катăлать/ пулать, çавăнпа та уçăлакан чÿречесен тыткăçне вăхăтлăх илсе хумалла, вĕсене ачасем илеймен вырăнта упрамалла. Мультфильмсем çинчи тата чăн пурнăç пĕр-пĕринчен уйрăлса тăни пирки те калаçусем ирттермелле. Çыннăн юмахри паттăрсенни евĕр çунатсем çуккине, унăн сывлăшра е юхан шывсем тăрăх утса çÿрес пултарулăх çуккине кĕçĕн çулсенчи чылай ача ăнланмасса та пултарать.

Умра – çуллахи каникул кунĕсем. Ирĕкре юлнă ача-пăча пушă вăхăтне еплерех ирттернипе ашшĕ-амăшĕн интересленсех тăмалла. Çул-йĕр çинче, шыв хĕрринче /унта вĕсен аслисемсĕр кайма юраманнине пĕлмелле/, пахчара е ытти вырăнта вырнаçтарнă бассейнсен, шыв савăчĕсен çывăхĕнче, автомашинăра /12 çул тултариччен ятарлă кресло çинче анчах лартма юрать/ хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантармалла. Автомашина салонĕнчен ачана сылтăм енчен анчах тухма ирĕк памалла.

Çуллахи вăхăтра хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне яла пурăнма янă тĕслĕх те нумай. Никам та сыхлăх, хăрушлăх пирки шухăшламасть ку чухне. Вăхăтлăха ачасăр пурăнма хăнăхнă аслă ăрури çынсем ĕçекен эмелсем, шăшисемпе йĕке хÿресене пĕтерме лартнă им-çамсем, колорадо нăррисене вĕлермелли тата ытти тĕрлĕ шĕвексем вара ача инкек тÿссен анчах куç тĕлне пулаççĕ. Енчен те ача эмел е çакăн евĕр шĕвексем ĕçнине сисрĕр пулсан ăна тÿрех больницăна илсе каймалла е васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле, вăл ĕçнĕ савăта та пĕрле илмелле. «Нимех те пулмĕ-ха, иртĕ-ха», – темелле мар ку чухне. Нумай им-çам 24-48 сехетрен анчах сиен кÿме пуçлать. Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр, кирек ăçта илсе кайсан та вĕсен докуменчĕсене пĕрле илĕр – çакă ачасем сусăрлансан е чирлесе ÿксен республика шайĕнчи медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтнă чух тухтăрсен умне пысăк чăрмав кăларса тăратасран упрать.

Ĕç ăшне путнă ялти тăванĕсем хула ачисене ашшĕ-амăшĕ пек çирĕп сăнаса е асăрхаса тăраймасса та пултараççĕ. Хулара ялан куç умĕнче пулнăскерсем яллă вырăнта хăйсене ирĕклĕ тытма тата сыхлăх пирки манма пултараççĕ. Сыхлăх ыйтакан лару-тăру вара питĕ нумай. Пахча хĕррисенче, улăх-çаранра ÿсекен наркăмăшлă ÿсен-тăрансем, вĕсен вăррисем пирки те каласа кăтартмалла. Шыв вĕретекен савăтсем е приборсем çывăхĕнче, вĕри мунчара асăрхануллă пулмаллине ăнлантармалла. Пирус туртнин, наркотик е ытти наркăмăшлă хутăшсемпе усă курнин сиенĕ пирки вĕренекенсене шкул ĕçченĕсем, тивĕçлĕ органсен представителĕсем ăнлантарсах тăраççĕ пулсан та, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕхне самантлăха та çухатмалла мар. Ача пушă вăхăтне ăçта, кампа, мĕнлерех ирттернипе интересленсех тăмалла.

Умра – шăрăх кунсем. Вĕсемпе пĕрлех – çуллахи уявсем: Акатуй, Çимĕк тата ытти те. Кĕçĕн çулхи ачасене хĕвел питĕнче /кÿмере пулсан та/ çÿретесрен асăрханăр. Ку тĕслĕхре ÿт температури ÿссе кайма, шăрăх çамрăк организма пысăк сиен кÿме пултарать. Вĕсене хăйсене анчах шыв хĕррине кайма ирĕк памалла мар, шыв хĕрри вылямалли вырăн маррине те каламалла. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне илсе çÿресе ишме вĕрентни те усăллă.

Ачасене электричество приборĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле, кĕçĕнреххисене шăрпăк тытасран асăрхаттармалла. Аслатиллĕ çумăрсен вăхăтĕнче карас телефонĕсемпе е электричество приборĕсемпе усă курма юраманнине асăрхаттармалла.

Юлашки çулсенче хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхнĕрен, çавна май вĕсем кĕçĕннисене тивĕçлĕ воспитани парайманран иккĕмĕшĕсем хур тÿснĕ тĕслĕхсем ÿссех пыраççĕ. Сĕтел çинче ларакан эрех-сăрана ачасем те тутанса пăхнăран наркăмăшланнă, çавна май больницăна лекнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Хисеплĕ Елчĕк халăхĕ, ачасен пурнăçне сиенлеме пултаракан сăлтавсене сăнар, курар. Енчен те вĕсене ÿсĕр ашшĕ-амăшĕ е ытти çын çавăтса пынине, инкек-синкеке лекнине курсан сÿрĕк пулар мар: медицина вĕренÿ е социаллă ĕçченсене, тивĕçлĕ службăсене пĕлтерер.
Ашшĕ-амăшĕшĕн чи хакли – ачисем, вĕсен пурнăçĕ тата сывлăхĕ. Епле пулсан та хÿтлĕхре упрар вĕсене.

В.ГОРШКОВА,
Елчĕкри тĕп больницăри райпедиатр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code