Вторник, 29 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрханăр, ачасем!

Асăрханăр, ачасем!

Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсен пуçарăвĕпе майăн 23-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен республикăра, çав шутран пирĕн районта та “Асăрханăр, ачасем” профилактика операцийĕ иртет.

Çулла ача-пăча пушă вăхăтне ытларах урамра ирттерет. Нумайăшĕ велосипедпа ярăнма кăмăллать. Тимлĕх пирки маннăран е çул-йĕр правилисене уяманран çак тапхăрта вĕсем хутшăннипе пулакан инкексен шучĕ те ÿсет. Маларах асăннă акцие шăпах ачасене çуллахи каникулсен вăхăтĕнче тимлĕ те асăрхануллă пулма хăнăхтарас тата инкекрен упрас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Июнĕн 4-мĕшĕнче ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн инспекторĕсем Елчĕк шкулĕ çумĕнчи «Романтика» сывату лагерьне çÿрекенсемпе курнăçса калаçу ирттерчĕç, вĕсене çул-йĕр çинче мĕнле тытмалли пирки ăнлантарчĕç, инкексенчен сыхланмалли пирки каларĕç.

Пурнăç – чи хаклă пуянлăх. Çавăнпа та ку енĕпе ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла. Ачасене ача садне, шкула леçнĕ чухне çул çинче пурнăçшăн хăрушă пулма пултаракан вырăнсене кăтартар, çул урлă каçнă чухне тимлĕ пулмаллине ăнлантарар. Çавăн пекех вĕсене транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларасран асăрхар, автомашинăсен, мотоциклсен е скутерсен уççисене вĕсен куçĕ тĕлне хурар мар. Кĕçĕннисене автомашинăра лартса çÿренĕ чухне те сыхлăх йĕркисене пăхăнас пулать: ятарлă креслăсемпе усă курмалла.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ, полицин кĕçĕн лейтенанчĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: ачасем çул урлă каçаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code