Суббота, Май 30, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç çулĕпе 55 çул пĕрле

Пурнăç çулĕпе 55 çул пĕрле

Владимир Васильевич Филиппов 1939 çулта Тăрăм ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ – Василий учительте, шкул директорĕнче ĕçленĕ.

Çемье ачаран пуян пулнă, çавна пулах мĕн пĕчĕкрен ĕçченлĕхпе палăрнă Филипповсем. Тăрăм шкулне пĕтернĕ хыççăн колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçлать Владимир. Ачаранах лаша кÿлме вĕреннĕ: улăм, тырă турттарнă. Мĕн салтака кайиччен янаварсем патĕнче вăй хунă. Салтак тивĕçне Венгринче пурнăçланă – 3 çул та 6 уйăхран тăван яла таврăннă та тÿрех Патăрьелĕнчи педучилищĕне музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Патреккел йĕкĕчĕпе – Геннадий Борисовпа пĕрле вĕренеççĕ вĕсем, пĕр пÿлĕмре пурăнаççĕ. Воля тете /ялта çапла чĕнеççĕ ăна/ училище пĕтерсен Анатри Тимеш ялĕнче клуб заведующийĕнче тăрăшать. Ĕçе яваплăха туйса, юратса пурнăçлать. Кунта 3 çул ĕçленĕ хыççăн ялти шкула завхоза ĕçлеме вырнаçать. Вăл вăхăтра шкула вутăпа хутса ăшăтнă. Вăрмана вутă тиеме чылай кайнă ĕçрен хăраманскер, шкулти ĕçченсене те вутăпа тивĕçтермелле пулнă. Мĕн ачаран купăс калама юратнăран хăйне культура тытăмĕнчех курать музыкант – Тăрăмри клуб заведующийĕнче ĕçлеме шансан хаваспах çĕнĕ ĕçе кÿлĕнет.

– Ун чухне ял-ял тăрăх концертпа çÿреттĕмĕр, спектакль лартма лашасемпе кайнă. Çитмен ял юлман та пуль районта. Концертпа Шупашкара та çитнĕ эпир, – аса илет культура ĕçченĕ.

Ял халăхĕ К.Ивановăн «Нарспи», Ф.Павловăн «Ялта», Н.Айзманăн «Кама саватăп, çавна каятăп» хайлавĕсемпе спектакльсем выляни халĕ те асрах-ха. Сăнарсене ĕнентерÿллĕн выляма пултарнă Владимир Васильевич. Спектакле пынă 4 çулти ывăлĕ Славик ашшĕ Нарспи умĕнче чăпăрккапа шартлаттарма пуçласан сиксе тăрса: «Ан çап, ан хĕне, атте», – тесе пĕтĕм зал илтмелле кăшкăрнине халăх час-часах аса илетчĕ.

Ытти рольсене ялти тата таврари ялсенчи Надежда Данилова, Василий Васильев, Иван Филиппов, Людмила Мясникова, Ольга Чернова, Галина Полиевтова, Елизавета Левая, Михаил Федотов, Владимир Трофимов, Владимир Емельянов, Надежда Баймушкина, Наталья Колсанова, Тамара Игнатьева тата ыттисем те вылянă, хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтарнă.

Владимир Васильевич ал ĕç ăсти те. Мĕн чухлĕ стенд хатĕрлемен-ши вăл хăйĕн пурнăçĕнче; Декорацисене те вăлах ăсталанă. Тепĕр юратнă ĕçĕ унăн сăн ÿкерчĕк-сем тăвасси пулнă. Çавăн пекех тимĕрçĕ, платник ĕçĕсенчен те ютшăнман. Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи те пулнă вăл.

Владимир пĕр ял хĕрĕпе – яштака та çырла пек чипер хĕрпе Галина Журавлевăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. 55 çул ытла утăмлаççĕ вĕсем пурнăç çулĕпе. Галя аппа Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе зоотехник специальноçне алла илнĕ, «Рассвет» хуçалăхра тĕп зоотехникра ĕçленĕ. «30 çул иртсе кайнине те сисмерĕм, 5 председательпе – И.Мясниковпа, М.Федотовпа, М.Баймушкинпа, А.Аверкинпа, В.Кирилловпа ĕçлеме тÿр килчĕ мана. Пуринчен те ырă сăмах анчах илтнĕ», – тет вăл кăмăллăн. Кин пулнă май пăянамăшĕпе 35 çул килĕшÿре пурăннă. Вăл качча пынă вăхăтра çуртра 3 ватă пулнă: хунямăшĕпе амăшĕ, хуняшшĕ. «Пирĕн ачасене юратса пăхса ÿстерчĕç, тавах вĕсене уншăн. Эпир ирхине выльăхсене пăхнă та тÿрех ĕçе васканă», – калаçăвне малалла тăсать хĕрарăм. Мăшăр пархатарлă ĕçшĕн тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ.

Аслă ăрура пулсан та çамрăк çын пекех вăр-вар та ĕçчен вĕсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ 5 ачана пурнăç парнеленĕ Филипповсем. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕ-амăшне хывнă – ĕçчен те правур. 3 хĕрĕ педагог профессине суйласа илнĕ: пĕри телейне тăван ялта тупнă, иккĕшĕ çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. Слава ывăлĕ Мускав хулинче тăрăшать. Вăл кун-çулне ял хĕрĕпе çыхăнтарнă. Темиçе хутчен те хĕрÿ точкăсенче пулнă Слава. Майор званипе тивĕçлĕ канăва тухнă çар çынни, пархатарлă службăшăн тивĕçнĕ наградисем пайтах. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей энергетик профессине алла илнĕ, тăван килĕнче пурăнать, мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтереççĕ.

Л.ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code