Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре – Пĕрремĕш канал

Чăваш Енре – Пĕрремĕш канал

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Шупашкарта вун-вун мероприяти йĕркеленĕ. Чи пĕлтерĕшли – çак кун республикăн тĕп хулинче ыр кăмăллăх акцине ирттерессине йăлана кĕртнĕ Раççейри Пĕрремĕш канал хăнара пулни. Уяв кунĕ çулсерен тĕрлĕ региона çитнĕ май вăл амăшлăх тата ачалăх ыйтăвĕсене татса парассинче паха опыт пухнисен ĕç-хĕлĕпе ыттисене палаштарассине те тĕп тĕллев шутне кĕртет. Кăçал ку чыса Чăваш Енĕн тĕп хули Шупашкар тивĕçнĕ.

Пĕрремĕш канал пуçарăвĕпе Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ «Пĕрремĕш пул» акцие /17-мĕш хут иртет вăл/ савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Раççейри паллă телеертÿçĕсем, актерсем, продюсерсем, спортсменсем хутшăннă. Ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн Федераци Атăлçи тăрăхĕнчи полпречĕн çумĕ Олег Машковцев, Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕн советникĕ Александр Ильин, Константин Эрнст ятĕнчен Леонид Якубович телеертÿçĕ саламланă.

Ун хыççăн Владимир Вишневский поэт Шупашкар хулине халалланă сăввине вуланă. Ачасене чысласси чи савăнăçлă самант пулнă. 12-ри Владимир Владимиров «Поле чудес» телешоуна хутшăнма ирĕк паракан сертификата тивĕçнĕ. Юрра маçтăр Анастасия Филимоновăпа Владимир Левкин куракансене юррисемпе савăнтарнă. 8 çулхи Артем Судукова Артем Дзюба футболист алă пуснă мечĕке панă, спортсмен видео урлă салам та янă. Пĕрремĕш канал Шупашкарти ача-пăча клиника больницине тĕрлĕ хатĕр туянма 1 млн тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.

7 ачаллă Пальновсем çывăх вăхăтра çĕнĕ хваттерсене куçĕç: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене 3 хваттер çăрине панă. Чи пысăк парне Чăваш Енри шкул ачисем валли пулнă: Михаил Васильевичпа «Çăлтăрсем» 27 пĕлÿ çурчĕн директорне çĕнĕ автобус çăрисене парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code