Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕм ял хутшăнчĕ

Пĕтĕм ял хутшăнчĕ

Кăçалхи Çимĕк тĕлне Тĕмер ялĕнче пуçару бюджечĕ программа пулăшнипе масар çинче çурт тăваççĕ, территорие анлăлатаççĕ.

– Çак ĕçсене пурнăçлама 980 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутран 40 процентне халăх пуçтарнă, ыттине бюджетран панă. Масар çинчи çурт хатĕр ĕнтĕ. Подряд ĕçĕсене пурнăçлакан О.Мясников уйрăм предприниматель кĕçех тимĕр картана тытса пĕтерет, – пĕлтерет Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин.

Анчах çак ĕçсемпе кăна лăпланмаççĕ кăçал Тĕмерсем. Ялти актив – ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин, «Труд» ЯХПК председателĕ Валерий Германов, ялти шкул директорĕ – районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Александр Муллин, чăннипех ялти ырă ĕçсен пуçаруçи Николай Муллин /халĕ Красноармейски районĕн прокурорĕ/, ял старости Петр Крылов, Алексей Аверкин ĕç ветеранĕ – ял çыннисене, хулара, ытти тăрăхра пурăнакан ентешсене шăматкунпа вырсарникун ял масарĕнчи ватăлнă йывăçсене касса илсе тухма, унти ăпăр-тапăра пуçтарма тухмашкăн хутшăнма чĕнсе каланă. Çакăн çинчен пĕлтерÿсем çырса çапнă, социаллă сетьсен страницисенче хыпарланă. Тĕмерсем хăйсен ялне епле юратнине, пурнăçран уйрăлса кайнă тăванĕсене сума сунине аван çирĕплетсе панă. Пĕрремĕш кунне масар çине ĕçлеме 240 çын тухнă, вырсарникун – 100 ытларах. Çавăн пекех ЯХПКн 2 автомашини, 5 тракторĕ, Николайпа Сергей Салминсем, Петр Крылов хăйсен автомашинисемпе тата тракторĕпе хутшăннă.

Масар çинче иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсем вĕçĕнче лартнă ăвăссемпе тирексем чылай ÿсеççĕ. Ватăлнă йывăçсем халь касмасан масар территорине шала тăрса юлаççĕ, малашне ÿксе вил тăприсене аркатма пултараççĕ. Хăрса ÿкнĕ йывăçсем те сахал мар. Çавăнпа халăхăн пысăк ушкăнĕ вĕсене асăрханса касса, ăпăр-тапăра пуçтарса, масар çинчен кивĕ çурта салатса палăртнă вырăнсене турттарассипе ĕçлерĕ. Арçынсен ытти ушкăнĕсем тимĕр хапха ăсталарĕç, мал енне тытнă тимĕр бетон юпасене кăларса, картисене сÿтсе çырма енне çĕнĕрен тытрĕç.

Масар çинчи ĕçсене ватти-вĕтти хутшăнчĕ тесе калани тĕрĕс те пулĕ. Тĕмер чиркĕвĕн пачăшки Петр атте пил панипе 70 çултан иртнĕ Вениаминпа Николай Матросовсем, Михаил Козлов, Петр Козлов, Алексей Аверкин аслă ăрурисемпе юнашар вĕренекенсем, механизаторсемпе дояркăсем, хуласемпе ялсенчен ятарласа килнĕ ентешсем тăрăшса ĕçлерĕç. «Труд» ЯХПК ертÿçи В.Германов уйăрнă аш-какайпа апат-çимĕçрен Эльза Германова, Инесса Воронова, Наталия Матросова, Зоя Никитина поварсем вĕри апатпа сăйларĕç. С.Солин ял-йыша пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

Виçĕ кун утакан çынна пĕр кунта хăваласа çитес çук, тенĕ ватăсем. Пуçтарăнса кайнă ытти ĕçсене те виçĕ кунта вĕçлеме çук. Бюджет пуçарăвĕпе тунă çурт çара, аслăлатнă масар территорине йĕри-тавра карта тытса çавăрма та укçа çитмест. Малашне масарăн виçĕ енне хыр, чăрăш йывăççисем лартса хăварасшăн тата ытти те. Мĕн шутланине мар, мĕн пурнăçланине туса пĕтерсен çырма ыйтрĕç ентешсем. Укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан та халăхран тепĕр хут пуçтарас шухăшлă мар ялти пуçаруçăсем. Мĕн тумаллине пĕлсе тăракансем ăна хăйсен кăмăлĕпе параççĕ. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Мускавра тĕпленнĕ Н.В.Платонов ентеш нимене ятарласа килнĕ. Унччен те пархатарлă ĕç валли 10 пин тенкĕ куçарса панăскер, хальхинче те çавăн чухлех тăкакланă. Ун пек ентешсем ытларах пуласса шанаççĕ ялта.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code