Суббота, Декабрь 7, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренÿ отличници

Вĕренÿ отличници

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекен Кристина Волкова – вĕренÿ отличници. Иртнĕ олимпиадăсенче 6 предметпа малти вырăнсенче пулнисĕр пуçне шкул тулашĕнчи мероприятисенче те пысăк çитĕнÿсем турĕ вăл.

Елчĕкре иртнĕ «Елчĕк ен пики» конкурсăн çĕнтерÿçи пулчĕ, Г.Н.Волков ячĕпе район шайĕпе иртнĕ илемлĕ вулав конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Спортра та хастар: район шайĕнче йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерчĕ. Галина Николаева вĕрентекен ертсе пынипе республика шайĕнчи конкурссенче те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Ку вĕренÿ çулĕнче халăхсем хушшинче иртнĕ чĕлхесен фестивалĕнче çĕнтерсе вĕренекенсемпе тата студентсемпе пĕрле Хусанти олимпиадăсене хутшăнма тивĕçрĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри аслă вĕренÿ заведенийĕсем ирттерекен олимпиадăсенче тупăшма та, наукăпа практика конференцийĕсем тĕлне тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеме те вăхăт çитерет.

Н.ЛЕВАЯ.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Кристина Г.Николаева вĕрентекенпе.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code