Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пурлăха упрар

Пурлăха упрар

Мопедсемпе, велосипедсемпе ытларах шкул ачисем ярăнма кăмăллаççĕ. Çул-йĕр правилисене пĕлменни, транспорт хатĕрĕпе çÿрес енĕпе опыт пухайманни, ÿсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманни вĕсене час-часах йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет.

Çул çитмен ачасем асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çÿренĕ чух асăрханусăр пулнăран аварине лексе йывăр сусăрланнă тĕслĕх çулсеренех пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ачисене транспорт хатĕрĕсем туянса панă чух асăрхануллă пулма, кĕçĕннисене çул-йĕр правилисемпе паллаштарма ыйтас килет.

Пурлăха упрассишĕн те яваплă пулар. Транспорт хатĕрĕсене лавккана е ытти çурта кĕнĕ чух çăрапа картасенчен, ятарлă вырăнсенчен çаклатса хăварăр е паллакансене асăрхаса тăма ыйтăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code