Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕтĕм çулăмсăр тухмасть

Тĕтĕм çулăмсăр тухмасть

Россельхознадзорăн Тĕп аппаратĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕр саккунĕсене пăснипе çыхăннă çырусен шучĕ 2018 çулта 20 процент ÿснĕ. Федерацин çак службине патшалăх влаçĕн ытти органĕсем, уйрăм тата юридици сăпатĕнчи çынсем янă 6471 çыру-çăхавран 3 пин ытла тĕслĕхĕнче йĕркене пăсни çирĕпленнĕ.

Чăваш Ене илес пулсан: Россельхознадзорăн республикăри управленине çум курăк ешерекен çĕрсем пирки çыраççĕ. Паха тăпраллă лаптăксем çине çÿп-çап тата стройматериалсен юлашкийĕсене пăрахни, çу кунĕсенче кайăк-кĕшĕк каяшĕ тата тислĕк тăкни пирки пĕлтереççĕ. Çĕрĕн çиелти сийне вырăнтан хускатни /хырса илни/ те çынсене хумхантарать.

Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕнчен килнĕ çыру Патăрьел районне çитерчĕ. Килпетсĕр ÿкерчĕк тухса тăчĕ куç умне: полиэтилен тата кантăк кĕленчесем, кирпĕч ванчăкĕсем, чÿрече рамисем, хăма-пĕрене çунăкĕсем, выльăх шăм-шакĕ… Сахал-и, нумай-и – кирлĕ мар япаласем пăрахса тултарнă лаптăк – 0,5262 гектар.

Ку анчах-и; Çак лаптăка «ункăна» илнĕ. Тĕрĕсрех каласан йĕри-тавралла çĕре 50-60 см тарăнăш чавса тухнă. Инçех мар – 2 метр çÿллĕш пулăхлă сий купи. Тăма та уйрăммăн пĕр вырăна тăкнă. Пĕлсе пĕтер – çĕрпе кам мĕн тăвас шутлă пулнине хăть мĕнле тавçăрса ил. Тăпрана сутса услам илес шутлă пулнă теме çук – паха çĕр купара. Çавăнтах чăрăш-хыр хунавĕсем тÿпенелле кармашнине курсан савăнтăм та, тĕлĕнтĕм те. Вĕсене нумаях пулмасть лартса хăварни куç кĕрет.

Çĕпĕр язвипе чирлĕ выльăха пытарнă вырăн патне те пырса тухрăмăр лаптăка пăхса çаврăннă май. Юрать-ха, ăна типтерлĕ пăхса тăраççĕ, йĕри-тавралла карта тытнă.

Ыйту çине ыйту. Ĕç-пуçа уçăмлатнă май çакна пĕлме май килчĕ: «ункăна» ятарласа тунă иккен, çынсем çавăнта урăх çÿп-çап ан пăрахчăр тесе. Шутласан Ыхраçырми ялĕ те çывăхра мар ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра ялсенче контейнерсем вырнаçтарасси пирки пур тĕрлĕн калаççĕ тата.

Паян унти çÿп-çапа пуçтарнă темелле. Темиçе çул хушшинче пăрахса тултарнă таса мара çавăнтан илсе тухма самай вăй хума тата тăкакланма тивнĕ. Ял халăхĕ пĕрле пухăнса ĕçе пикеннĕ. Тăкакĕ вара вырăнти фермер çине тиеннĕ.

Çĕре чавса тăкнăшăн административлă майпа явап тыттармасăр та май килмен. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре хăвна кирлĕ пек чавса тăкма никамăн та ирĕк çук. Саккун пуриншĕн те пĕрре: вăл çĕр çинче е тыр-пул ÿстермелле, е пахча çимĕç лартса çитĕнтермелле!

Çÿп-çап пирки калаçăва малалла тăснă май, Муркаш районĕнчен те стройкăран юлнă ăпăр-тапăр пăрахса тултарни пирки пĕлтерчĕç. Чăн та çапла иккен. Анчах явап тыттарма май килмен. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче мар, ял территорине кĕрекен çĕр çинче стройматериал юлашкийĕ-сем йăваланса выртнă. Россельхознадзор ял хуçалăх çĕрĕпе мĕнле усă курнине сăнаса-тĕрĕслесе тăрать. Çырăва Росреестра ярса панă.

Ыйту Россельхознадзор полномочийĕсемпе çыхăнманран сахал мар çырăва ытти ведомствăсене ярса пама тивет. Пĕлтĕр 79 çырăва ытти ведомствăсене уçăмлатма ярса панă. Нумай чухне çыру йĕрĕпе кайсан çĕр саккунĕсене пăхăнманни куç умне тухса тăрать. Ытларах чухне – çум курăклă лаптăксем. Кунашкал лаптăксем пирки район администрацийĕсенчен те çырсах тăраççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕлтĕр кăна 33 çыру çитрĕ. Кăçалхи çырусем тăрăх та юр кайсанах ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code