Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявра та ĕç кĕтет

Уявра та ĕç кĕтет

Çăва тухсан çĕр ĕçченĕ пĕтĕм канлĕхе çухатать: кану, уяв кунĕсем çинчен шухăшлама вăхăчĕ те çук унăн. Паянхи Акатуй кунĕ те вĕсем уй-хирте тимлеççĕ, нумай çул ÿсекен курăксене çулма, утă хатĕрлеме хутшăнаççĕ.

Çак ĕçсене ырана хăварма юрамасть – каю шăтма пултарать. Халĕ нумай çул ÿсекен курăксене çулмалли чи лайăх вăхăт. Çанталăкĕ – уяр, çулса пăрахнă паккусри курăка типшĕрме çил-хĕвелĕ те çителĕклех. Çут çанталăк паракан ырлăхпа усă курса çак ĕçе шутлă кунсенче – кая юлмасăр пурнăçлама ĕлкĕрсен апат никĕсĕ çирĕп, пахалăхлă пуласран иккĕленмелле пулмĕ. Çакна асра тытса Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç кунĕнчи кашни самантпа тухăçлă усă курма кирлине мала хураççĕ. Халĕ кунта шăпах утăлăх уйăрнă лаптăкри нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт. КСУ-1 йышши техникăпа уй-хирте хуçаланакан Петр Патшин механизатор та:

– Уяв çинчен шухăшлама вăхăт çук, малтан шанса панă ĕçе тÿрре кăлармалла, – терĕ. Çак сăмахсене хирĕçлеймĕн.

Пресс-подборщикпа утă пуçтарма тухакан Виталий Долгов механизатор та ĕçе пикенме хатĕр – паккуссенчи курăк типшĕрессе çеç кĕтмелле. Олег Патшинпа Алексей Татмин хатĕр утта хиртен турттарассишĕн яваплă пулĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code