Пятница, Август 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём России

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём России

Хаклă ентешĕмĕрсем!

 Сире Раҫҫей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв ăс-хакăл пĕрлĕхне тата Тăван ҫĕршывăмăрăн наци нумай­евĕрлĕхне сăнарлать.

Раҫҫей – тĕнче цивилизацийĕнче уйрăм вырăнта тăракан авалхи кун-ҫулла, хăйне евĕрлĕ культурăллă аслă ҫĕршыв. Вăл вĕҫсĕр-хĕрсĕр ҫĕрĕсен анлăхĕпе, калама ҫук пысăк пуянлăхĕпе, ҫут ҫанталăкăн тĕлĕн­мелле илемĕпе паллă.

Кунта нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе пурнăҫ тытăмĕ типтерлĕн сыхланса упранать та­та ăруран ăрăва йĕркеллĕн куҫса пырать.

Эпир Тăван ҫĕршыва чунтан юрататпăр! Хăш халăх ҫынни пулни­не, мĕнле тĕне ĕненнине е политикăри шухăшлавне пăхмасăр, кашни Раҫҫей ҫыннин тивĕҫĕ – наци тĕллевĕсене пурнăҫлассишĕн, Раҫҫей патшалăхĕн ырлăхĕпе аталанăвĕшĕн, тăнăҫлăхпа ҫирĕплĕхе тĕрекле­тессишĕн ырми-канми тăрăшасси.

Пĕрлехи вăйпа эпир, ĕҫчен те ҫирĕп тĕллевлĕ тата яваплă пулнă май, Тăван ҫĕршыв чапĕпе мухтавлăхне малалла ÿстерсе пырасса, ум­ри тĕллевсене туллин пурнăҫлама пултарасса, ҫĕршывăмăршăн лайăх малашлăх йĕркелессе ҫирĕппĕн шанса тăратăп!

Сире ҫирĕп сывлăх, мĕнпур ырă ĕҫре ăнăҫусем, хастар кăмăл-ту­йăм, савăнăҫ, ырлăхпа телей сунатăп!

 

Чăваш Республики  Пуҫлăхĕ                                         Михаил Игнатьев

 

 

Дорогие соотечественники!

 Поздравляю вас с Днем России!

Этот праздник олицетворяет духовное единство и национальное многообразие нашей Родины.

Россия  –  великая страна с древней историей, самобытной культурой, занимающая особое место в мировой цивилизации. Она обладает бескрайней территорией, несметными богатствами, необычайной природной красотой.

Здесь бережно сохраняются и передаются из поколения в поколение традиции, обычаи и жизненный уклад многочисленных народов, на протяжении многих веков живущих в дружбе и согласии.

Мы любим Отчизну! Долг каждого россиянина, независимо от его национальности, вероисповедания или политических взглядов, – приложить максимум усилий для достижения национальных целей, процветания и благополучия российского государства, укрепления мира и стабильности.

Уверен, что совместными усилиями, проявляя трудолюбие, целеустремленность и ответственность, мы приумножим славу и величие Отечества, сумеем реализовать намеченные планы, обеспечим нашей стране достойное будущее!

Желаю вам здоровья, удачи во всех добрых делах, оптимизма, радости, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                                             Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code