Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Банк сотрудникĕсем теççĕ те…

Банк сотрудникĕсем теççĕ те…

Юлашки вăхăтра усал шухăшлă çынсем банк сотрудникĕсем тесе улталанă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çавна май асăрхаттаратпăр: счет çинчен укçа-тенкĕ куçарма карта реквизичĕсене, парольсене ыйтсан никама та пĕлтермелле мар. Граждансем банк представителĕсемпе калаçатпăр тесе шăнкăравлакана кашни кăтартăва пĕлтереççĕ, çавна май ултавçăсене хăйсен счечĕ çине кĕме майсем туса параççĕ. Унтан вара пĕр пуссăр тăрса юлаççĕ.

Çавăн пекех «ВКонтакте», «Одноклассники» тата ытти социаллă сетьсенче суя аккаунтсемпе /пĕр кунлăх аккаунтсем/ усă курса улталанă тĕслĕхсем йышланнă. Ултавçăсем, маларах пичетленнĕ пĕлтерÿсем тăрăх, унта çырса е шăнкăравласа тавар /пурăнмалли çурт-йĕр тата ытти/ туянас кăмăллине пĕлтереççĕ те укçа-тенкĕ куçарма банк карттин номерне, СМС пĕлтерÿре парольне ыйтаççĕ те хуçан банк карттинчи укçана сăптăрса илеççĕ.

Çакăн евĕр телефон шăнкăравĕсем пулсан ан улталанăр, тимлĕхе ан çухатăр. Счет çинчи укçа-тенкĕне пĕлес, тĕрлĕ операцисем тăвас тесен кредит учрежденийĕсене çитмелле. Асра тытăр, банкăн чăн-чăн сотрудникĕсем сирĕнтен пароль та, банк реквизичĕсене те ыйтмаççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code