Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Лагерьти манăçми кунсем

Лагерьти манăçми кунсем

Савăк та тулли кăмăллă ачасен сассисем инçетренех илтĕнеççĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул территорийĕнче. Пĕрисем спорт площадкинче тĕрлĕ ăмăртусенче туптанаççĕ, иккĕмĕшĕсем шашка-шахматла выляççĕ, виççĕмĕшсем тренинг-диспутра тупăшаççĕ, тăваттăмĕшĕсем класра сăрăпа ÿкереççĕ…

Лагере çÿрекен пуçламăш классенчи ачасем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хывнă укçа-тенкĕпе туса лартнă кану площадкинчен татăлмаççĕ. Çуллахи каникул пуçланман та тейĕн – вĕри çанталăкран пытанса ачасем классенче вăйăсем выляççĕ. Шашка, шахмат вăййисене алла илменнисем валли ятарлă мастер-классем ирттереççĕ. Шашкăлла вылякансем – виçĕ класс пĕтернĕ, «Кока-кола» отрядри В.Скворцов паян юлташĕсенчен чи маттурри пулчĕ. Н.Архиповпа Д.Патшин та тавçăруллисен йышне кĕчĕç.

Ачасем хăйсене лагерьте килĕшнине пытармаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн кăмăлĕ пирки калама та кирлĕ мар пулĕ, вĕсем ывăл-хĕрĕсенчен те савăнăçлăрах пулĕ. Тĕпренчĕкĕсем 21 кун шкулти лагере çÿренĕ чухне /8 сехет те 30 минутран пуçласа 14 сехет те 30 минутчен/ воспитательсен аллинче, тутă пулнине, сывлăхшăн усăллă каннине лайăх ăнланаççĕ. Ара, пуçламăш классенче пĕлÿ илекенсем темшĕн хула çумĕнчи лагерьсене каясшăнах çунмаççĕ. Килтех, ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех, лайăх та хăтлă вĕсене.

Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен «Романтики» лагерьте 229 ача сывлăха çирĕплетет. Вĕсенчен 189-шĕ район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ, 40-шĕ халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă çÿреççĕ. Кашни ачана куллен апатлантарма 92-шер тенкĕ уйăрнă. Çавна май вĕсене куллен икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Унсăр пуçне пылак çимĕç, улма-çырла, сĕтеклĕ хутăшсем параççĕ. Лагерь ачисене паха та усăллă продуктсемпе тивĕçтерес енĕпе Надежда Герасимова уйрăм предприниматель яваплă. Вăл куллен чĕрĕ улма-çырла, ытти аш-какай продукчĕсем кÿрсе килет. Кухня ĕçченĕсем – С.Шапошникова, Е.Безрученко, Л.Столбова вара ачасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлас тесе хăйсен ăсталăхне шеллемеççĕ.

7-14 çулхи вĕренекенсене 10 отряда пайланă. Воспитательсем хăйсен класс ертÿçисемех, çавăнпа та ачасемпе педагогсем хушшинчи çыхăну çывăх та туслă.

«Романтиксем» çирĕп кун йĕркипе канаççĕ. Ирхине сакăр сехет иртсен шкул территорине пуçтарăнса физзарядка тунă хыççăнах ирхи апата лараççĕ. Унтан кăнтăрлахи апатчен отрядсем кулленхи плансемпе ĕçлеççĕ, кружоксемпе секцисенче тăрăшаççĕ, вăйăсем выляççĕ. Апат хыççăн уçă сывлăшпа киленеççĕ, хăйсен интересĕсене кура каллех тĕрлĕ вăйăсенче киленĕç тупаççĕ. Лагерьти кашни кунхи мероприятинчех сывлăха çирĕплетекен ăмăртусем, конкурссем иртеççĕ, калаçу-диспутсенче шурă халатлă ĕçченсемпе пĕрле воспитательсем тĕрлĕ темăсене, калăпăр, паянхи çамрăксем хушшинчи çивĕч ыйтăва /наркомани, пирус туртни, эрех ĕçни/ та хускатаççĕ. Хамăр районти паллă, историллĕ вырăнсене экскурсипе çитсе килессине те ырă йăлана кĕртнине палăртаççĕ. Бассейнра шăмпăлтатма май пулманни кăна ачасен кăмăлне кăштах сÿрĕклетет.

– Пирĕн тĕп тĕллев – ачасен канăвне усăллă ирттересси. Çавăнпа та лагерьти кунсем вĕсен асĕнче юлччăр тесе тимлетпĕр. Воспитательсем ăста педагогсем, хăйсен отрячĕ хаваслă кантăр тесе пултарулăхне шеллемеççĕ. Кашни отрядăн девизĕ, юратнă юрри пур. Столовăйне утнă май ачасем хăйсем кăмăллине уççăн янраттараççĕ, – пĕлтерет лагерь начальникĕ А.Максимова.

ХАКЛАВ

А.АЛЮКИНА, «Улыбка» отряд:

– Лагерьте кунсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Усăллă канатпăр, сывлăха çирĕплететпĕр. Поварсем питĕ тутлă, чĕлхе çăтса ямалла техĕмлĕ апат пĕçерсе çитереççĕ. Килте кун пек тутлă çимĕçсем часах лекмеççĕ. Кашни кунах савăк кăмăлпа каятăп лагере.

Н.АРХИПОВА, «Лучики» отряд:

– Мана та лагерьте питĕ килĕшет. Культурăпа спорт мероприятийĕсĕр пуçне пултарулăх конкурсĕсем те иртеççĕ, экскурсисем йĕркелеççĕ.

А.АФАНАСЬЕВА, «Дружба» отряд:

– Лагерьти кашни кун тĕрлĕ мероприятипе пуян. Питĕ килĕшет пире. Апачĕ те тутлă. Унсăр пуçне пылак çимĕç, улма-çырла куллен çиетпĕр.

Э.СМИРНОВА.
В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: шашка вăййине кăмăллакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code