Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?»

«Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?»

Ял-йыш, тус-тăван пĕрле пуçтарăнсан, ушкăнри вăя сулăмлатса пысăк та пархатарлă ĕçсем çавăрттарма майлă. Сулмаклă утăмсен çирĕплĕхĕ ялти кашни çын пĕр шухăшлă пулнинче. Хăвăлçырмасем, пуçласа ял уявне ирттернĕ май, хăйсен аптраманлăхĕпе палăрнă та.

Çав кун, Çимĕк праçникĕнче, Хăвăлçырмасем ял кун-çулĕн пĕрремĕш страницине «çырчĕç» – стела уçрĕç. Аякранах илемлĕн курăнаканскер, яла, атте-аннене ялан асра тытма чĕнет, кашнинче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать вăл. Вырăнти «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăн ĕç тăвакан директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Галкин пуçаруллă, ял çыннисем харсăр пулнăран çĕкленнĕ укăлча палăкĕ. Ăна уçнă май Юрий Васильевич Герольд Парамонов, Андрей Шкапов, Алексей Волков ĕçченсен ячĕсене те уйрăммăн палăртрĕ. Çавăнтах педагогика ĕçĕн ветеранĕ Исония Волкова хăйĕн сăввине янратрĕ:

Юрататăп сана, тăван ялăм,
Ыр сунатăп сана, тăван ялăм,
Хисеплетĕп сана, тăван ялăм,
Мухтанатăп санпа, тăван ялăм…

Çак йĕркесен тĕп шухăшĕ шкул лапамĕнче малалла тăсăлнă уявра та пайăррăн палăрса тăчĕ. 300 çулхи ял, унăн пархатарлă ывăл-хĕрĕсем çинчен çырнă кĕнеке /авторĕ Илья Левый/ пурри çитĕнÿ мар-и? Юратусăр çырăнманах вăл. Пĕрремĕш хут «Хăвăлçырма» мухтав юррине ял çыннисем шăрантарни камра уçă мăнкăмăллăх çуратмĕ? Авторĕсем – Илья Левыйпа Сергей Краснов сăмах, кĕвĕ тĕлĕшĕнчен кирлĕ пахалăх шайне лартнă ăна.

Ял праçникĕ хăй тавра вырăнта тĕпленнисене çеç мар, ытти ял-хулара ĕçпе пурнăç биографине ÿсĕмлетекенсене те пĕр чăмăра пуçтарнă. Вĕсем тăван ялне манмаççĕ, май пур таран пулăшма ăнтăлаççĕ. Чи хастаррисене – Сергей Николаевич Волкова, Александр Петрович Капитонова, Юрий Васильевич Краснова Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин «Хăвăлçырма ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» хăю çакса ячĕ, çирĕплетÿ хутне пачĕ. Чăваш наци конгресĕн президиум пайташĕсем Зоя Яковлевăпа Юлия Анисимова чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тÿпе хывнăшăн Илья Левый пенсионера, Зинаида Михеевăпа Геннадий Ловкин вĕрентекенсене организацин Хисеп хучĕпе чысларĕç. Уявра савăнăçлă самантсем чылай пулчĕç. 50 çул ытла килĕштерсе пурăнакан 9 мăшăра, нумай ачаллă çавăн чухлех çемьене, ал ĕç ăстисене парнесемпе сумлани те кăмăллă.

Хăвăлçырма ялĕнчен Аслă Аттелĕх вăрçине 132 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 74-шĕ каялла килнĕ, 58-шĕ вăрçă хирĕнче вилсе юлнă е хыпарсăр çухалнă. Паттăрсене асăнса памятник умне «хĕрÿ точкăсенче» пулнă ветерансем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Сăмах май, палăк уяв тĕлне çĕнĕрен çуталса сăнланнă. Ăна çак ялта çуралса ÿснĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ пулса ĕçлекен Леонард Левый тăрăшнипе тунă: брусчатка сарнă, картлашкана, стелăна, юхăнса кайнă салтак кÿлепине тĕпрен юсанă.

– Мĕн хистерĕ сире çак ĕçе пуçăнма? – çăмăл килменнине кура юриех кăсăклантăм.

– Астăвăм. Вăрçă ветеранĕсем умĕнче хамăр ĕмĕрех парăмра пулни. Çав вăхăтрах вĕсемшĕн мăнаçланни, вĕсене сума суни, хисеплени, – терĕ Леонард Васильевич.

Тепĕр сăлтавне те палăртса хăвармаллах. Унăн асаттĕшĕпе икĕ пĕр тăванĕ те Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă. Плита çинче ытти ентешĕсемпе пĕрле вĕсен ячĕсем те ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Çакна шута илсен чунри туртăм, хистев те канăç паман пулинех.

Пуçаруçă пархатарлă ĕçре пулăшу аллине панисене те ырăпа палăртать. Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов /Тип Тимеш/, Аслă Елчĕкри Вадим Чернов /мăшăрĕ – Елена Журавлева, Хăвăлçырма/ уйрăм предприниматель – çавсен йышĕнчен.

Пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕç вăл чир пекех – çĕнни патне ялан туртать. Икĕ юлташăн – Леонард Левыйпа Юрий Галкинăн пĕр шухăш: çитес çул ял халăхĕпе пĕрле масарсен çурчĕсене тата картисене çĕнетесшĕн.

Ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Зинаида Михеева, культура çурчĕн заведующийĕ Вера Галкина, ветерансен совечĕн председателĕ Исония Волкова тата лара-тăра пĕлмен ытти хастарсен теветкеллĕхне пула халăх уявĕ тĕрлĕ мероприятипе пуян пулчĕ. Артистсене те ютран йыхравламан вĕсем, мĕншĕн тесен пултаруллисем хăйсенех пур. Валентина Волкова, Тамара Боброва, Татьяна Ставинская, Владимир Мешков, Марина Демьянова, Эдуардпа Дарья Степановсем, Екатерина Федорова юррисемпе ташшисем пăхса ытармалăх…

«Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?». Ираида Вдовина юрланă йĕркесем пуçа килнĕ май, хуравне çапларах тĕвĕлес килет: «Хăвăлçырма ялне кĕрсен вăйă юрри лайăх». Чăваш çи-пуçлĕ хĕрсемпе каччăсем карталанса умлă-хыçлă вăйă çаврăмĕ кăшăлани, аваллăх юррисемпе чун-чĕрене хускатни мĕнешкел çепĕçлĕх, мăнаçлăх! Шкул ачисем вăл йышра пулни те шанăçа вăйра хăварать.

Шел, районта урăх нихăш ялта та вăййа тухмаççĕ. Хăвăлçырмасем, эсир ку енĕпе утрав пекех. Ан парăр сÿнме илеме, вăл куçтăр ламран лама…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code