Пятница, Август 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен – фильм

Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен – фильм

Кинотеатрсенче «Несокрушимый» истори фильмне анлăн кăтартаççĕ. Куракансем сеанс хыççăн залран совет танкисчĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса тухаççĕ. Тĕп герой прототипĕ – Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коновалов.

Чăн-чăн паттăр – Семен Васильевич Тутарстанри Тури Услон районĕнчи Ямпулат ялĕнчен, чăваш. КВ-1 танк командирĕ С.Коновалов 1942 çулхи июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче, историе кĕрсе юлнă паттăрлăх кăтартнă чухне, 21 çулта пулнă.

Ростов облаçĕнчи Садки хуторĕ патĕнчи çапăçу хыççăн Хĕвел анăç фрончĕн 9-мĕш армийĕн танксен 15-мĕш бригадин взвод командирĕн Коноваловăн, Козыренцев механик-водителĕн тата 4 салтакăн Нижнемитякин хуторĕ патĕнче танка чарса тăма тивнĕ. Снаряд лекнĕрен çĕмĕрĕлнĕ танкăн топливо хатĕрне юсасан Коновалов стрелок пĕр йăнăшсăр тĕлленĕрен тан мар çапăçура тăшманăн 16 танкне, 8 машинине, 2 бронетранспортерне вут хыптарнă.

1942 çулта Семен Коновалова Совет Союзĕн Геройĕн ятне тата Ленин орденне, ыттисене вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденне пама документсене фронт штабне çитернĕ. Анчах та наградăсем хуçисене тÿрех «шыраса тупайман». Сăлтавĕ – паттăрсем чĕрĕ юлнă текен хыпара пĕлнипе çыхăннă.

Коновалов ушкăнĕ чăн та сывă юлнă, каярах та пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Ентешĕмĕрĕн пысăк паттăрлăхĕ пирки «Несокрушимый» фильма курсан тĕплĕнрех паллашма пулать. Ăна Интернет урлă та курма май пур.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code