Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх Канашĕн – юбилей

Патшалăх Канашĕн – юбилей

Кăçал Чăваш Ен парламенчĕшĕн чăннипех те пĕлтерĕшлĕ çулталăк: ЧР Патшалăх Канашне туса хунăранпа 25 çул çитрĕ.

Парламент суйлавçăсен интересĕсене тĕпе хурса çĕршывшăн, республикăшăн йывăр вăхăтра ĕçлеме пуçланă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Чăваш Енри депутатсем граждансен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлеме, регионăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама, экономикине аталантарма май паракан саккунсен çирĕп никĕсне туса хума пултарнă.

Чăваш халăх историйĕнчи паллă пулăма халалласа тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова уçнă. Вăл парламент ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, умри тĕллевсене палăртнă.

Уявра йышлăн тухса калаçнă, саламлакансем те нумаййăн пулнă. Республикăн патшалăх тытăмне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнисене, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене наградăсемпе чысланă.

Чăваш Ен парламенчĕшĕн юбилей умĕнхи тепĕр пулăм вăл – Киров облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕпе пĕрле ĕçлеме килĕшÿ туни.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code