Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван кĕтес çырлан туйăнать…

Тăван кĕтес çырлан туйăнать…

Пирĕн тăрăхра пултаруллă та сатур, тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ, тăван кĕтесе аталантарма ăнтăлаççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксем яла юлас туртăм та палăрма пуçларĕ.

Районта 14-30 çулсенчи 2600 ытла çамрăк пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ шкулсенче вĕренеççĕ, районти тĕрлĕ учрежденисемпе организацисенче, ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче вăй хураççĕ. Пытарма кирлĕ мар, хулăн укçа шыраса инçете ĕçе çÿрекенсем те сахаллăн мар. Вĕсемшĕн те тăван тăрăх чи юратнă кĕтес пулса тăрать. Кунтах пурăнаççĕ вĕсем, çемье çавăраççĕ…

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика Канашне янă Çырура ял çĕрĕнчи вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура тата спорт сферисенче конкурентлă специалистсем пулма, ял хуçалăх продукцийĕн тухăçлă производствине йĕркелеме ĕмĕтленекен çамрăксем çине уйрăмах тимлĕн пăхмаллине, çамрăк çынсем ялта пурăнма кăсăк, тупăшлă тата хăтлă пулнине çирĕппĕн туйса тăмаллине палăртнă. Республикăра тĕрлĕ сферăра тăрăшуллă яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа вĕренÿре, ĕçре хавхалантарас, пултарулăхра пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Калăпăр, ЧР Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине пирĕн районта вĕренекен, ĕçлекен 151 çамрăк тивĕçнĕ. Кăçалхисем – Венера Чернова районти тĕп больницăра медицина сестринче, Татьяна Кузнецова «Урожай» ОООра тĕп бухгалтерта, Дмитрий Паймин «Агрофирма «Нива» ОООра механизаторта ĕçлеççĕ, ыттисем шкулта пĕлÿ пухаççĕ. Кашнийĕшĕ хăйсене шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, общество ĕçĕсене хастар хутшăнать.

Сăмах май каласа хăварас, çитес çул çак ятарлă стипендие илес текенсен паянах кăçал хăвăр мĕнле ырă ĕç тунине, мĕнпе палăрнине тишкерсе тухмалла, документсене тăратас пирки шухăшламалла.

Хăй ĕçĕнче ăсталăхпа палăракан, малашлăха çивĕч куçпа пăхакан çамрăксем районта сахал мар. Акă, вĕренÿ тытăмнех илер. Шкулсенче çамрăк педагогсен хавхаланăвĕ лайăх курăнать. Вĕсен канашне Елчĕк шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Марина Журавлева ертсе пырать. Çак шкултах ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Сергеева, акă, «Çулталăкри вĕрентекен» конкурсра çĕнтерсе республикăра район чысне хÿтĕлерĕ, лауреат дипломне тивĕçрĕ. Çавăн пекех Аслă Таяпари Кристина Васильева, Елчĕкри Екатерина Боброва, Валентина Казначеева, Марина Кудрявцева, Çĕнĕ Пăвари Павел Архипов, «Улăп» ФОКри Александр Купташкин тата ытти педагогсем ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ, кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тесе тимлеççĕ. Тĕрлĕ шайри пуçлăхăн çăмăл мар тиевне, 30 çул тултаричченех, туртса пыракансем те пур пирĕн туслă йышра. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ Диана Турхан, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров кĕске вăхăт хушшинчех коллективпа, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупни ыттисене мăнаçлăх кÿрет. Апла пулсан, пултараççĕ çамрăксем, вĕсене шанаççĕ.

Районти тĕп больницăри çамрăксен канашĕ хамăр республикăра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче палăрчĕ. ЧР Пуçлăхĕн иртнĕ çулхи стипендиачĕ Наталья Михайловская стоматолог тухтăр çĕршыври çамрăксен форумне хутшăнса хăйĕн курăмлă ĕçĕсемпе палăрчĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа района килнĕ çамрăк тухтăрсен йышĕ те çÿллен ÿссе пырать.

Район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывакан «ДПМК «Яльчикское» ОООри çамрăксем, вĕсем кашни ялти, кашни урамри çул-йĕр яка та тикĕс пултăр тесе тимлекенсем, ырă ята тивĕçлĕ. Андрей Борисов тĕп инженер, çул-йĕр мастерĕ Алексей Чернов, автомашинăсен водителĕсем Алексей Питаков, Николай Степанов, Александр Агеев аслă, ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн нумай шутласа тăман, тăван енре ĕçлеме пуçланă.

– Ĕç вырăнĕ пулсан, шалу лайăх тÿлесен мĕншĕн ялтах пурăнас мар? Халĕ кунта хуларинчен кая мар пурăнатпăр: килте ăшă, шыв пÿртех кĕрет, таса марри юхса тухать, ванна, туалет пур. Ырлăх вĕт, – теççĕ каччăсем.

Районти полици уйрăмĕ пултаруллă яш-кĕрĕмпе пуянланни куç кĕрет. Шкул ачисемпе яш-кĕрĕм каçхи вăхăта мĕнле ирттернипе тăтăшах интересленнĕ май яваплă службăсемпе пĕрле «Единая Российăн» çамрăк гвардийĕн» вырăнти канашĕн членĕсем пĕрлехи рейдран юлмаççĕ. Уйрăмах Алексей Борисов, Димитрий Печков полици сотрудникĕсене палăртса хăварас килет. Юлашки вăхăтра культурăра арлă-арăмлă тăрăшакан Дарья тата Эдуард Степановсем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнлани лайăх палăрать.

Елчĕк пикисемпе пăхаттирĕсем спортра та харсăр. Александр Мижеровăн, Дмитрий Петроградскин, Николай Траншкинăн, Ирина Плотникован, Аня Медведеван спортри малашлăхĕсем пысăк.

Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансене, спортсменсене тĕрлĕ ăмăрту-вăйăсенче Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшу панине те аса илмесĕр иртеймĕн.

Яла юлса ĕçлекен çамрăк мăшăрсене, специалистсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май чылай çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ.

Çамрăксем пур чухне ял вучахĕ сÿнместех. Хамăр çуралса ÿснĕ, кунтах хунав янă тăван кĕтес çырлан туйăнать. Пирĕн тĕп тĕллев – ячĕшĕн мар, пурăнас тесех пурăнасси. Ума тĕллев лартсан ăна чăна çавăрасси. Таçтан такам килсе туса парасса кĕтсе ларар мар, чи малтан хамăра шанмалла. Такăнса ÿксен тăмалла та малалла чупмалла…

Уяв ячĕпе, туссем!

Марина ВАСТУЛОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: районта ĕçлекен çамрăксен пĕр ушкăнĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code