Воскресенье, Август 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтпа тан утать

Вăхăтпа тан утать

Зоя Аркадьевна Яковлева /Сапожникова/ – телережиссер, журналист, публицист, Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсен професси ăстийĕ.

Аслă Таяпа ялĕнче çуралнăскерĕн пултарулăх çулĕ чăваш телевиденийĕнчен пуçланнă. 1993-2011 çулсенче режиссерта ĕçлесе унăн ылтăн фондне чылай видеоматериалпа пуянлатса хăварнă.

Наци телерадиокомпанине йĕркеленĕ тапхăрта вăл унта пĕрремĕш режиссерсенчен пĕри пулнă, паянхи вăхăта тивĕçтерекен, куракансем кăмăллакан «Ылтăн çÿпçерен», «Туслăх йывăçĕ», «Кил ăшши», «Аван-и?», «Çапла пултăр», «70 те 7» тата ытти чăвашла телекăларăмсене хатĕрленĕ.

Зоя Аркадьевнăн ĕçĕсем Пĕтĕм тĕнче, Раççей, регион шайĕнче иртекен конкурссенче тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. «Чăваш Енĕн хисеплĕ çыннисем» /2003/, Ольга Егорова спортсменка /2004/ çинчен ÿкернĕ фильмсем Пĕтĕм тĕнчери конкурссенче лауреат ятне çĕнсе илнĕ. 2005, 2014 çулсенче Раççей шайĕнче çĕнтерÿпе палăрнă. 2014 çулта Тюменьте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте «Çĕпĕр характерлă чăвашсем» документлă фильмшăн «Хăй наци культурине юратса ĕçлекен» диплома тивĕçнĕ. «Вилĕмсĕрлăхе çĕнтерсе» ĕçĕ /2017/ Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивальте «Чи лайăх документлă фильм» ята илме тивĕç пулнă. Вăл хатĕрленĕ «Шуракăш» автор радиопрограмми республикăра чи лайăххи шутланать. Хальхи вăхăтра вăл ЮТВ каналта тата Чăваш наци телерадиовĕнче «Лар, аннеçĕм, юнашар» телепроекта, «ЧНК хыпарлать» передачăсене йĕркелесе пырать.

2014 çултанпа Зоя Яковлева – Чăваш наци конгресĕн пресс-службин ертÿçи. Вăл тăрăшнипе пĕтĕм чăваш хутлăхĕнче çĕнĕ хыпарсене вăхăтлă пĕлсе тăраççĕ. Унăн фото тата видеоматериалĕсемпе хамăр республикăри тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсем, халăхсен культурине, йăли-йĕркине тишкерекен ăслăлăх учрежденийĕсем усă кураççĕ.

Юлашки çулсенче чăваш хастарĕсемпе пĕрле Елчĕк хĕрĕ Мускав, Питĕр, Красноярск, Иркутск, Томск, Крым Республикинчи тата Беларуç çĕршывĕнчи ентешсем патне пĕрре мар çитсе килсе вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен статьясем çырса, телерадиорепортажсемпе фильмсем хатĕрлесе тĕнчене çутатса панă.

З.Яковлева – ЧНК «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн тĕп редакторĕ. Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, республикăри журналистсен, кинематографистсен пĕрлешĕвĕсен правленийĕн, ЧНК президиумĕн членĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тата Раççейри тĕрлĕ регионсен ертÿçисен Тав çырăвĕсене панă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code