Пятница, Декабрь 6, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Мăйăрăн тĕшши пултăр

Мăйăрăн тĕшши пултăр

– çакăн пек шухăш çуралчĕ районти право йĕркине профилактикăлас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ хыççăн. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – комисси председателĕн заместителĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унăн ĕçне Елчĕк район прокурорĕ Сергей Фирсов хутшăнчĕ.

Ларура пăхса тухнă ыйтусем – çемьесенчи пуçтахсемпе, тĕрмерен ирĕке тухнисемпе, тулайра вăхăтлăх ĕçлекенсемпе куллен ĕçлесе пырасси тĕп вырăнта пулчĕç. Тема тĕлĕшĕнчен ĕçлĕ калаçу тата анлăрахчĕ-ха, анчах маларах палăртнисем пĕлтерĕшĕпе те, çивĕчлĕхĕпе те тăтăш çиелте пулчĕç. Çакă Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен доклачĕсенче те уççăн курăнчĕ. Вăл отчетсене ĕненес-шанас пулсан – питĕ йĕркеллĕ: профилактика канашĕсен ларăвĕсене кашни уйăхра ирттереççĕ, ĕç планĕсене çирĕплетнĕ, айăпа кĕнисемпе калаçу йĕркелеççĕ.

Район прокурорĕн çирĕплетĕвĕ вара урăхларах пулчĕ: «Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче профилактика совечĕсен ларăвне çулталăкра пĕр хутчен ирттернĕ тĕслĕхсем те пур. Ĕç планĕсене вырăнти условисемпе килĕшÿллĕн йышăнман, иртнĕ çулхисенчен штампланă çеç».

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, уйрăм асăрхав субъекчĕсем профилактика мероприятийĕсене ирттермеççĕ теме çук. Çапах та ку тĕлĕшпе документацие чăнлăха тивĕçтерÿллĕ тата вăхăтлă йĕркелесе пыни кирлĕ. Эппин, çырнине пурнăçа кĕртмелле. Ĕçĕн тухăçлăхĕпе усăлăхĕ пулмалла.

Районта кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен йышĕ ÿснĕ. Вĕсене хамăрпа юнашар пурăнакансемех тăваççĕ. Тăнăçсăр çемьесенчи хирĕç тăруллă лару-тăрăва пула синкерлĕх сахал сиксе тухать-им? Çĕнĕлĕх мар: ялсенчи çамрăк хĕрарăмсемех ушкăнпа ĕçке ярăнни, аякран хулăн укçапа /е унсăр/ таврăнакан хăш-пĕр арçынсен урмăшĕ вăй илчĕ. Пĕрремĕшсем «ирĕклĕхре» пулнăран, теприсем – тĕрлĕ сăлтавран. Ют регионсенче ĕçлекенсен шучĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕпе кăна 160 яхăн та. Районĕпе?

Тĕрмерен таврăннисене шута илсен профилактика пĕлтерĕшĕ пушшех ÿсме кирлĕ. Хăшĕсем, лерен килнисем, тен, сăмах витĕмне ăша хывмаççĕ тĕр, апла тăк воспитанин чи лайăх меслечĕпе усă курмалла – ĕçе явăçтармалла, тăтăшах контрольлемелле.

Район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси йĕркеленипе каникул тапхăрĕнче асăрхав субъекчĕсен представителĕсем ялсене каçхи рейда тухаççĕ. 3-мĕш эрне ĕнтĕ. Çамрăксен канăвĕ, ăнăçсăр çемьесенчи ĕç-пуç, суту-илÿ йĕрки, производство объекчĕсенчи сыхлăх – тĕрлĕ ыйтупа интересленеççĕ комисси членĕсем. Çапах та, Леонард Левый палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсен представителĕсем чылай чухне çак ушкăнсемпе рейдсене хутшăнассинчен пăрăнса юлаççĕ. Вырăнсенче профилактика ĕçне хăй еккипе кăна яни мар-ши çакă? Ушкăнра вăй пулнине те шута илесчĕ.

Ларура наркотик пирки те калаçу пулчĕ. Ку енĕпе Елчĕк тăрăхĕ лăпкăлăхра тейĕпĕр. Апла пулин те, сыхлăх нихăçан та ытлашши мар. Ют çĕрте ĕçлесе килекенсенченех кĕтсе илме пулмĕ-и хаяр çимĕçе? Е пахчасенче мăкăнь ÿстерни? Ăна ятарласа çитĕнтермесен те хуçине айăплав кĕтет.

Çивĕч ыйтусем тăрăх ятарлă йышăнусем палăртрĕç. Вĕсене кулленхи курăмлă ĕçсемпе çирĕплетессинче профилактика канашĕсемпе пĕрле пĕтĕм обществăлла организаци тачă çыхăнса тимлени кирлĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code