Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ ФАПсем çĕкленеççĕ

Ял çыннисен сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрас енĕпе республикăра курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Çак тĕллевпе районта тата икĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума пуçăннă. Вырăскассипе Çуткÿл тата Таяпа Энтри ялĕсенче пурăнакансем хальхи йышши медучрежденире пахалăхлă, паянхи пурнăç ыйтакан стандартсемпе, пулăшу илме пултарĕç. Çав вăхăтрах фельдшерсен ĕç условийĕ те лайăхланĕ.

Вырăскассинчи ФАПа «Стройкомфорт» строительство организацийĕ, Таяпа Энтринчине «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество рабочийĕсем пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра иккĕшĕнче те никĕс хывас ĕç пырать.

Чи лайăххисен шутĕнче

Шупашкарта «Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

«Чи лайăх нумай функциллĕ центр» номинацире Елчĕксем каллех çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, НФЦ директорне Людмила Викторовăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн I степень дипломĕпе чысланă.

Анна Гаврушова специалист «Нумай функциллĕ центрăн чи лайăх универсаллă специалисчĕ» номинацире тупăшнă, тăваттăмĕш вырăна тухнă.

2015, 2016, 2018 çулсенче те Елчĕкри НФЦ чи лайăххисен йышне кĕнĕччĕ.

Алексей Енейкин – лауреат

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене патшалăх премийĕсене парас хушăва алă пуснă.

Литература, культура тата искусство сферинчи лауреатсен йышĕнче «Чăвашкино» студийĕн режиссер-сценарисчĕ Алексей Енейкин та пур. Патреккел çамрăкĕ «Иван Яковлев çамрăксен чĕринче» документлă фильмшăн тивĕçнĕ.

Палăк уçаççĕ

Июлĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче «хĕрÿ точкăсене» хутшăннă ветерансен кунне паллă тăваççĕ.

Çĕршывра çак кун хальлĕхе официаллă статус илеймен-ха, çапах та вăл çулсерен хăйĕн пĕлтерĕшне ÿстерсе пырать. Çак кун çар тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ çынсене асăнаççĕ.

Çапăçу хирĕнче пуçне хунă ентешĕмĕрсене халалласа Елчĕкри тĕп лапамра тунтикун палăк уçаççĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Елчĕксем пĕрремĕш вырăнта

Районти шкул ачисем ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе республикăри фестивале хутшăннă.

Вăл Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшура тăватă команда хушшинче Елчĕксем пирвайхи тапхăрта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Командăна С.Теллин, М.Волкова, А.Казаков, К.Вишнев /Елчĕк/, А.Кудряшов, В.Чернова /Аслă Елчĕк/ паха очкосем кÿнĕ. А.Павлова, В.Галкина /Кĕçĕн Таяпа/, К.Кузнецов /Аслă Таяпа/, тренерĕ – М.Скворцов, Д.Жуков /Тĕмер/ тренерĕ – О.Муравьев фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнаççĕ. Вăл июлĕн 16-17-мĕшĕсенче Çĕрпÿре иртет.

П.СМИРНОВ.

Ыр кăмăллăх фончĕ

йĕркеленĕ сăваплă ĕç малаллах пырать.

Республикăри «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хальлĕхе 5041989,94 тенкĕ пуçтарăннă. Вăл шутран Елчĕксем пухмача 153651 тенкĕ хывнă.

Аса илтеретпĕр, марафонра пуçтарăннă укçа-тенкĕпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене пулăшаççĕ, ача-пăча валли çĕнĕ спорт инвентарĕсем, теттесем туянаççĕ тата ытти те.

Кăтартусем савăнтармаççĕ

ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăтартусем мĕнпур енĕпе савăнтармаççĕ.

Хальлĕхе 25 ача çуралнă, 15 туй кĕрленĕ. Вăл шутран июнь уйăхĕнче ултă мăшăра регистрациленĕ. Июльте çемье çавăрма шухăш тытнисем, электронлă çыру янисем, ултă мăшăр. Çав вăхăтрах уйрăлакансем йышлăн – 19 çемье арканнă.

Шухăшлаттаракан пулăм шутĕнче çавăн пекех – çынсем пурнăçран йышлăн уйрăлни. Районта 157 çын вилнĕ.

Кĕске вăхăтра

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул çурчĕн çи виттине улăштарассипе «Партнер» сахал яваплă общество строителĕсем ĕçлени пирки хыпарланăччĕ ĕнтĕ.

Халĕ вара пĕтĕмлетÿ тума та кăмăллă: ăстасем планпа палăртнине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă. 1520 тăваткал метр çурт тăррине çĕнетме республика /1 миллион та 545075 тенкĕ/ тата район /293 пин те 277 тенкĕ/ бюджечĕсенчен уйăрнă нухрата туллин ĕçе кĕртнĕ.

Çывăх кунсенче шкул столовăйне юсама пикенĕç.

Ăсататпăр салтака сире…

Арçыннăн таса тивĕçĕ – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Ĕнел ялĕнчи Петр Галкина тус-юлташĕсемпе тăванĕсем культура çуртне пуçтарăнса савăнăçлă лару-тăрура Раççей çарне ăсатнă. Хăй вăхăтĕнче салтак тивĕçне Германире пурнăçланă В.Николаевпа Г.Остроумов пулас хÿтĕлевçĕне такăр çул суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code