Среда, Август 21, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Сарăмсăр инкек. Асăрханар унран

Сарăмсăр инкек. Асăрханар унран

Июнĕн 23-мĕшĕнче ирхине 5 сехет те 15 минутра Муркаш районĕнче сарăмсăр инкек пулнă.

Хирте ĕçлекен утă тиенĕ, тюксене çыхса çирĕплетмен трактор прицепĕ çине ларма юраманни, çак вăхăтра вăл техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине сĕмсĕррĕн пăсни çинчен ăнланса та ĕлкĕреймен пулас. Асăрхануллă, тимлĕ пулманран 1986 çулта çуралнă çамрăк çын йывăр сурансене пула прицеп çинчен ÿкнĕ вырăнтах вилнĕ.

Чăваш Республикинчи Гостехнадзор управленийĕ трактор прицепĕсемпе усă курнă чухне суранланассине асăрхаттарас, çапла майпа çынсене инкек-синкекрен сыхлас, унпа пĕрлех, юсавсăр ял хуçалăх техникине тупса палăртас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕ ĕç йĕркелесе ирттерет пулин те, инкексемпе тĕл пулма тиветех. Çавна май çуллахи хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче автомашинăсен, тракторсемпе прицепсен хуçисене, ытти çынсене те техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма, асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Çакăн пирки аслисен ача-пăчана та ăнлантарса парасчĕ.

В.МЕКШЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code