Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тăмра калакансем – иккĕмĕшсем

Тăмра калакансем – иккĕмĕшсем

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш ен тĕсĕсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çулсерен иртекен конкурса Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алена Аршинован пуçарулăхĕпе йĕркеленĕ. Кăçал унта çĕршыври 302 ял-хуларан 5229 заявка тăратнă. Çак кунсенче икĕ тапхăрпа иртнĕ конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Вĕсен йышĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнчи тăмра калакансем /С.Вастулова, Т.Ткаченко, В.Шпилева/ «Вокалпа инструмент пултарулăхĕ» номинацире II степень лауреачĕсем пулса тăнă. Хĕр ачасен пултарулăхне аталантарма З.Павлова преподаватель нумай тăрăшнă.

Çавăн пекех С.Карамаликова преподаватель чăваш ташшипе хушма пĕлÿ парас енĕпе ятарлă ĕç тăратса палăрнă. «Вдохновение» ташă ушкăнĕ финала тухнă, вăл та диплома тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code