Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр çинчи ырă йĕр

Çĕр çинчи ырă йĕр

Шăпа ăна иртĕхтермен. Ашшĕне астуман – пурнăçран ир уйрăлнă. Кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ, пуçарулăхĕ, йывăрлăха хăйĕн çине илесси – аслашшĕнчен. Сăпайлăхпа тараватлăхĕ – амăшĕнчен. Ĕçченлĕхĕ хăй çуралса ÿснĕ Кивĕ Арланкассинчи хастар çынсемпе юнашар туптаннă.

Вăрçă пуçланнă çулхине Анатолий Димитриев 15-ре пулнă. Тепĕр икĕ çултан фронта тухса кайнă, Япони милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн Патăрьелти педагогика училищине, Поволжскри вăрман-техника институтне, каярахпа партин аслă шкулне пĕтернĕ.

Вăрман хуçалăхĕн дипломĕллĕ инженера направленипе Удмурти тăрăхне яраççĕ. Йывăçсемлĕ, çăл куçсемлĕ тавралăх чăваш ачин чун-чĕрине юратупа кĕрсе вырнаçать. Анатолий Георгиевич Вавожскри вăрман хуçалăхĕнче лесничи, директор тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн Ува райĕçтăвкомĕн председателĕнче, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул вăй хунă. Партин XXV съезчĕн делегатне Удмурт Республикин Министрсен Советĕнче те, Президиумĕн Аслă Канашĕнче те пысăк должноçсем сĕннĕ. Анчах вăл килĕшмен. «Çын хăй вырăнĕнче пулмалла», – тенĕ.

Кăмăлĕпе А.Димитриев – боец. Таса чунлă, калас тенине тÿррĕн каланă. Хăйĕнчен çирĕп ыйтнăскер ĕçпе çыхăннă ыйтусенче никама та çăмăллăх, канăç паман.

1971-1991 çулсенче Удмурт Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă май, Анатолий Георгиевич Ува поселокĕпе районĕшĕн курăмлă ĕç нумай тунă. Кунта маларах, вăл райĕçтăвком пуçлăхĕнче тимленĕ 60-мĕш çулсенчех ялсене асфальт çулпа çыхăнтарнă, халăх çут çанталăк газĕпе усă курма пуçланă, район центрĕнче культура керменĕпе спорт комплексĕ, картина галерейи, музей, музыка тата ÿнер шкулĕсем, санатори хута янă.1977-1978 çулсенче мана, çамрăк специалиста, Ижевскран 60 çухрăмра вырнаçнă Увана час-часах çÿреме тиветчĕ. Хуларан тухсанах çăрăлчăк çулпа каймаллаччĕ, Ува районĕн чиккине çитсен вара – асфальт. Çĕнетнĕ çулсем ытти районсенче те питĕ сахалччĕ.

Отставкăри полковник тăватă кĕнеке пичетлесе кăларма та май çитернĕ. «Ува районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пĕрремĕш тивĕçнĕскере Октябрь революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хисеп Палли /икĕ хутчен/, Аслă Отечественнăй вăрçă /I степень/ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Шел, ентешĕн чĕри 2007 çулта тапма чарăннă.

А.ИГОЛКИН-АРЛАНОВСКИЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code