Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илеме чунпа туять

Илеме чунпа туять

Тимĕре «чун кĕртес» – ăна алăпа туптаса, эрешлесе илемлетес ĕç /художественная ковка/ – авалтан сыхланса юлнă мел хальхи вăхăтри пысăк технологисен ĕмĕрĕнче те пĕлтерĕшлĕ анчах мар, сумлă, чаплă та шутланать. Ĕçĕ вара ансат мар. Çак ăсталăха алла илес тесен Исемпел ялĕнче пурăнакан Евгений Васильев пек – илеме чунпа туйма, курма пĕлекен, пысăк тавра курăмлă, йывăрлăхсенчен хăраман, хăюллă çын пулмалла. Тимĕрпе ĕçлес пултарулăх çак çамрăкăн чунне-юнне кĕрсе вырнаçнă мар-и?

Икĕ çула яхăн каялла, шăпах районăн 90 çулхи юбилейĕ тĕлне, тимĕртен эрешлесе тунă юмахри чаплă каретăна, пысăк урапаллă ретро-велосипеда, Тинĕс-çар флотĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă яш-кĕрĕме сума суса лартнă карап-палăка та шăпах уйрăм предпринимателĕн «Версаль» мастерскойĕнче чун панă. Юратса тата чĕре ăшшине парса ăсталанă, илемĕпе тыткăнлакан çак япаласене района килекен мĕн чухлĕ хăна курса хакламарĕ пулĕ! Вĕсем – ыттисенчен расна, уйрăм /эксклюзивлă/ изделисем шутланаççĕ, сварка тума пĕлекен кашни çын тытса тумалли ĕç те мар. Ун валли çыпăçуллă алăсем, çакăнтан та ытларах, тен, Турă панă пултарулăх кирлĕ. Ыт ахальтен, пултараслăхне шанман, ĕненмен пулсан Хусан хулинче ветеринари академине пĕтернĕ, Елчĕкри ветстанцие выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă Евгений Васильев предприниматель ĕçне кÿлĕнмен пулнă пулĕччĕ, паллах.

– Санри пултарулăх – тимĕре «итлеттерме» пĕлни камран? – тесе ыйтсан:

– Кукаçирен – Кавал ялĕнче пурăннă Александр Александрович Александровран, – тесе хуравлать Евгений.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден кавалерĕ, «Хастарлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тивĕçнĕ, вăрçăччен те, мирлĕ пурнăçра тăван хуçалăхра вăй хунă Александр Александров ялти пĕрремĕш механизатор, ăста платник, тимĕрçĕ, пĕр сăмахпа, «ылтăн» алăллă çын пулнипе ырă ят çĕнсе илнĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă ашшĕ, Александр Григорьевич та – хисеплĕ механизатор, алла тытсан тума пĕлмен ĕçĕ пулман. Пултарулăх – юнра, йăхран-йăха куçать.

Елчĕкри Юбилей урамĕнчи 17-мĕш çуртра вырнаçнă, тимĕре алăпа туптаса йăлара усă куракан изделисене эрешлесе ăсталакан, çавăн пекех тĕрлĕ металл конструкцийĕсене хатĕрлекен тата сварка ĕçĕсене пурнăçлакан уйрăм предпринимателĕн мастерскойĕнче халĕ ĕç çав тери тăкăс. Çынсем пурте хăйсем мĕн тума шутланине çуллахи вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕресшĕн. Çакна кура тимĕр ăстисен нумай чухне кану кунĕсем пирки те манма тивет.

– Чи кирли – клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси, – тет Евгений Александрович.

Кирек хăш изделие пĕрре «Версаль» мастерскойра саккас парса тутарнă çын тепĕр хутĕнче те кунтах килет, е пĕлĕш-юлташĕсене хăй хыççăн ертсе килет. Мĕншĕн тесен кунта мĕн пур ĕçе пысăк пахалăхпа, эстетика тĕлĕшĕпе илсен те килĕшÿллĕ пурнăçлама пĕлеççĕ. Профильрен, çаврака, тăваткал арматура тата ытти материалсемпе усă курса темĕн тĕрлĕ япала саккас пама май пур. Эрешлесе илемлетнĕ тимĕр хапха-калитке, таканкки, решетке, алăк ум тăрри, дачăра-пахчара шашлăк пĕçернĕ чухне усă куракан мангал, масар çинчи вил тăпри тавра вырнаçтаракан пахча-карта, сĕтел-сак тата ыт. те. Эрешсен тĕслĕхĕсем нумай, хăш-пĕр çын куçĕ-пуçĕ алчăраса кайнипе хăшне суйласа илмеллине пĕлмессе пултарать. Ку чухне Евгений Васильев вĕсене килĕшÿллĕ, илемлĕ пулма тивĕçлĕ эреше суйласа илме пулăшатех. Сăмах май, «Версаль» клиент-заказчикĕсем те нумайлансах пыраççĕ. Тимĕр ăстисен пысăк пахалăха тивĕçекен илемлĕ япалисене хамăр тăрăхри районсенче пурăнакансем анчах мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем шăпах Хусан, Зеленодольск хулисене пĕр харăс темиçе таканкки тата мангалсем ăсатма хатĕрленеççĕ, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Ун хыççăнах тепĕр темиçе эрешлĕ тимĕр хапха, пахча-карта ăсталама саккас йышăннă. Пĕр сăмахпа каласан, хăçан пушанассин палли те çук.

Ăсталанă хапха-картана, паллах, ыттине те хăйсемех вырăна илсе çитереççĕ, вырнаçтарса параççĕ. Альберт Алексеев сварщик тата ытти тимĕр ăстисем – Николай Сорокин, Юрий Молоствов тата Иван Александров шанчăклă, ĕçе юратса пурнăçлакан çынсем пулни паха. Евгений Александрович хăй те ĕçлекенсенчен уйрăлмасть. Вĕсен умĕнче хуçа пулнине кăтартни мĕн усси; Пĕтĕм ĕç технологине, пуçламăшĕнчен вĕçне çити, лайăх пĕлнĕрен, ыттисемпе тан пĕтĕм ĕçе пурнăçлама хутшăнать. Производствăна малашне те ăнăçлă, кирлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе мал ĕмĕтлĕ çамрăк çĕнĕлĕхсене алла илессипе нумай вăй хурать. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – текен каларăша асра тытакан çак çынра малашлăх пурри те уççăнах курăнать…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code