Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Мана пурнăç парнеле!»

«Мана пурнăç парнеле!»

Июлĕн 9-15-мĕшĕсенче районти тĕп больницăра «Мана пурнăç парнеле!» акци иртет.

Унăн тĕп тĕллевĕ – аборт тăвакансен йышне чакарасси. Ăна çулсеренех Пертпа Феврония çветтуйсене аса илсе паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ хыççăн йĕркелеççĕ.

Акци вăхăтĕнче хĕрарăмсен консультацийĕнче тĕрлĕ занятисем иртеççĕ, унта çамрăк ашшĕ-амăшне йыхравлаççĕ. Пулас ашшĕ-амăшне лекцисем интереслентереççех. Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва акушер-гинекологсемсĕр пуçне психологпа юрист хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code