Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нимелле çĕкленчĕ палăк…

Нимелле çĕкленчĕ палăк…

Иртнĕ кунсенче Раççейре «хĕрÿ точкăсене» хутшăннă ветерансен кунне паллă тунă май район центрĕнче палăк уçрĕç.

Ăна Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусенче пуçĕсене хунă ентешсене халалланă. БМД умне вырнаçтарнă мрамор плитасем çинче – ултă сăн ÿкерчĕк. Вĕсене хупланă чаршава икĕ паттăрăн пиччĕшĕсем – Александр Патшинпа Алексей Григорьев сирчĕç. Тахçанах асатте-кукаçи пулмаллискерсем, кунта вĕсем яланах çирĕмре. Хитре те маттур. Варринче тата уйрăм плита. Унта «Время выбрало нас» тесе çырса хунă.

Çапла, вăхăт вĕсене суйласа илнĕ. Совет, Раççей салтакĕ присягăна парăнса хăйĕн тивĕçне кирек ăçта та чыслăн пурнăçланă, пурнăçлать те: Венгри, Чехословаки, Никарагуа, Ангола, Таджикистан, Абхази, Сири…

Палăка уçнă май пуçтарăннă пысăк йыш умĕпе Афганистанри Совет Союзĕн йышлă мар контингенчĕн 40-мĕш армин штандарчĕпе ĕнерхи салтаксем стройпа утса иртеççĕ. Иккĕленÿ çук: кашнинчех вăл мăнаçлану, хăйне евĕр уйрăм çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм вăратрех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассинче çак палăк пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ветерансене малашне те пĕр-пĕринпе туслăхра çыхăнса ĕçлеме сĕнчĕ.

«Хĕрÿ точкăсенче» пулнă ветерансен районти канашĕн ертÿçи Петр Анисимов памятнике кĕске вăхăтра хатĕрлесе вырнаçтарма хутшăннисене – Борис Албарцев, Николай Петров, Юрий Скворцов, Юрий Краснов, Сергей Бобин, Петр Долгов афганецсене, Канашри «Слава» предприяти директорне Вячеслав Григорьева тата ыттисене тав турĕ, ниме ĕçĕнче палăрнисене тата обществăри хастарсене республикăри «Афганистан вăрçин инваличĕсем» обществăлла организаци председателĕпе Геннадий Матвеевпа пĕрле медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Хăшĕ-пĕри куççульне те тытса чараймарĕ çав самантра. Тен, иртнĕ йывăр кунĕсем аса килчĕç пулĕ. Районшăн историллĕ пулăма тÿпе хывнă «Рассвет», «Яманчурино» хуçалăхсен ертÿçисене Юрий Мясниковпа Владимир Рахмуллина та уйрăммăн палăртрĕç вĕсем.

Елчĕкри «Ритуал» предприяти директорĕ, патриотла ĕçсен активисчĕ Леонид Григорьев, Анатолий Ефимов-Хмыт çыравçă шучĕпе «палăка уçни «хĕрÿ точкăсене» хутшăннă ветерансен пĕршухăшлăхне, вăйне çирĕплетекен паллă».

Елчĕкри вăтам шкулти Ирина Идутова вĕрентекен ертсе пыракан ачасем, централизациленĕ клубсен системин ĕçченĕсем юрă-сăвăпа, ташăпа саламларĕç. Пĕр самантлăх шăплăхра тÿпене шурă шарсем çĕкленчĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хурăнчĕç…

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code