Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Теветкеллĕ. Пуçаруллă. Сумлă

Теветкеллĕ. Пуçаруллă. Сумлă

Ĕнелте пурăнакан Людмила Ильинична Владимирова тивĕçлĕ канăва тухнăранпа самаях вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулсан та йывăр ачалăхĕпе çамрăклăхĕ те, тĕрлĕ ĕçре хăйне тĕрĕслени те, чăтăмлăхĕпе пултарулăхне кура час-часах ырă сăмаха, тав хучĕсемпе сумлă наградăсене тивĕçни те куç умĕнчех.

«Аттерен вăрттăн»

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялти кашни çемьере тенĕ пекех пилĕк-ултă е ытларах та ача çуралнă. Вăл вăхăтра, пурне те лайăх çитĕнтерме-тăхăнтарма, пăхса ÿстерме çăмăлах пулман пулин те, йыш хутшăннишĕн никам та кулянман. Анчах икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ çемьере тăваттăмĕш ачи те хĕр, Люся, çурални ашшĕ-амăшĕн кăмăлне кăштах хуçнă пулас. Тепĕр чухне вăл йĕрмĕшнине е чĕчĕ ĕмесшĕн пулнине юриех асăрхаманçи пулнă пирки те сăмах юлнă кÿршĕ-аршăра.

– Ун вырăнне эпĕ ыттисенчен те хăвăртрах аталаннă, пĕчĕккĕллех ĕçе хутшăннă, чи чăтăмлисенчен пĕри пулса тăнă, – çамрăк чухнехи теветкеллĕхĕпех палăртать паянхи сумлă ĕç ветеранĕ, ултă теçетке урлă каçнă пулсан та, вашават та вăр-варскер. – Тăваттă-пиллĕкре чухнех килти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă. Кăшт ÿсерехпе, аслисемпе пĕрле, хирти культурăсене çум курăкран тасатма, пахча çимĕç бригадинче калчасене шăварма хутшăннă.

Ашшĕне, фронтран иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă Илья Ильича çине-çинех аса илет Люся. Вăл, çапăçу хирĕнче коммунистсен ретне тăнăскер, кирек ăçта та çирĕп йĕркелĕхĕпе тата чун тасалăхĕпе палăрнă. Чылай хушă колхозăн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнă май, хуçалăх ертÿçисенчен те, ытти çынсенчен те пĕрлехи пурлăха упрама, мĕн пуррине, туса илнине е тăкакланине тĕп-тĕрĕс шута илме ыйтнă. Пĕтĕмпех «ĕç ăшне» путнăран унăн килти çинчен шутлама вăхăчĕ те çитмен пулĕ. Тепĕр чухне аслăк çинче выльăх апачĕ хĕсĕкрех пулнине те сиссе юлайман, теççĕ.

– Каярах, аттене районти Статистика управленине ĕçе илчĕç. Ăна патшалăх уйăрса панă «Москвич» машинипе тете ирхине леçсе хăваратчĕ те каçхине кайса илетчĕ. Шăпах вăл килте çук чухне эпир хирти улăм хушăкĕнчен михĕпе е пĕчĕк çунашкапа улăм илсе таврăнаттăмăр. Пĕррехинче çакна тавçăрса илнĕ аттерен чут çеç пиçиххи лекмерĕ пире. Юрать-ха, аннепе сĕм суккăр асанне /3 ывăлĕ вăрçăра пуç хунă хыççăн йĕре-йĕре курми пулнăччĕ вăл/ хута кĕчĕç…

– Паян ун пеккине асăрхакан та çук-тăр…

– Çапларах пулĕ те, анчах атте-анне тÿрĕлĕхĕ пирĕн çине те çирĕпленсе юлнă. Акă, самаях çуллансан, хамăн ачасем çуралсан, çемьепе яла таврăнтăмăр. Вара мĕн пенсие тухичченех суту-илÿ системинче ĕçлерĕм. Райпо саланас умĕн аллă ытла магазинри пĕтĕм пурлăха шанчăклисен йышĕнчи икĕ çын /манпа Альбина Никифорова/ çине явапласа хăварчĕç. Кайран çавсенчи таварпа ытти пурлăха урăх хуçасене актпа патăмăр.

– Сирĕн ĕç стажĕ вăтăр çул ытлашшипех. Çав вăхăтрах хăш-пĕр çĕрте ĕçлени шута кĕменни çинчен те систертĕр…

Чĕрçи çинчи ачапа – экзамена

– Ара, вĕреннĕ чухнехи каникулсенче колхоза ĕçе çÿренĕ вăхăтра кам пенси çинчен шутлатăр;.. Ăна анне е атте аслăрах ачисем çине çыртарнă. Çемьеллĕ пулса ача çуратсан та виçĕ-тăватă уйăхран ытла килте ларнине астумастăп. Кирлĕ профессие те техникумра е институтра мар, тĕрлĕ курссенче пулса производство вĕрентĕвĕнче алла илнĕ.

Ашшĕ, хăй обществăлла ĕçе чунтан парăннă, вичкĕн туйăмлă арçын пулнăран, ачисене те вăр-вар та сисĕмлĕ, хастар та тавçăруллă пулма хистенĕ. Çавна кура Люся хĕрĕ те малтан октябреноксен ретне тăнă, унтан пионера кĕнĕ. Вун улттă тултарнă-тултарманах ăна колхоз ферминчи пĕр ушкăн ĕнене пăхма тата сума шаннă. Темиçе çул аслисемпе пĕр тан тăрăшнă пике, тетĕшĕпе тантăшĕсем Мускав патĕнче чукун çул хывнă çĕрте ĕçлеме чĕнсен, хирĕçлеймест: фермăри ĕнесене аслăрах çынна парса хăварать те, алла укçа тытса курас тĕллевпе, хăй халĕччен ялтан аякка тухса çÿремен пулсан та, тĕп хулана каять. Унтах чăн-чăн рабочи пулса тăрать, пултаруллă ĕçченсен йышне кĕрет. Каярахпа, ашшĕ вилнĕ хыççăн, амăшĕ хистенипе, Шупашкара таврăнать, комсомолла ударлă стройка шутланнă агрегат заводĕнче ĕçлеме пуçлать. Мускав таврашĕнчи çул-йĕр тунă çĕрте палăрнă çамрăксем тăван енре те хăйсен пуçарулăхĕпе палăраççĕ. Люсьăна часах цех комсоргне суйлаççĕ, нумаях та вăхăт иртмест, КПСС ретне йышăнаççĕ. «Сирте – пысăк малашлăх» – теççĕ вĕсем теветкеллĕ хĕрĕн çирĕп характерне палăртса.

Людмила Ильиничнашăн агрегат завочĕ, Пĕтĕм Союз пĕлтерĕшлĕ стройка тата çĕршывĕпех паллă предприяти, чăн-чăн ĕç тата пурнăç шкулĕ пулса тăрать.

– Темиçе уйăх хушма пĕлÿ илнĕ хыççăн тÿрех ютран кÿрсе килнĕ метала тикĕслекен фрезер станокĕ шанса пачĕç, – аса илет ĕç ветеранĕ. – Малтанхи вăхăтра, хытă пăшăрханнă, хумханнă самантсенче, хамран-хам «Ма арçын ĕçне тытăнтăм-ши?» тесе ыйтни те пулнă. Анчах, пĕтĕм теветкеллĕхе пухса, пирвайхи вунă-çирĕм детале якатрăм та, иккĕленÿ, ирхи тĕтре пекех, таçта кайса сирĕлчĕ. «Ку шăпах манăн ĕç вĕт», – тетĕп ăшăмра. Темиçе уйăхранах ыттисем чухлĕ кăна мар, ытларах та гусеница звени якатма пуçларăм. Техника тĕрĕслевĕн комиссийĕ вĕсене пачах тиркеменни е «пахалăха тивĕçмест» тени пĕрре те пулманни татах та савăнтарма пуçларĕ.

Часах ăна, хăй пекех вăр-вар тепĕр хĕрпе пĕрле, пĕр харăсах виçĕ станокпа ĕçлеме ирĕк параççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест, ялта ÿснĕ хĕрсем хушшинче малти вырăнсене йышăнма пуçлаççĕ. Хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартакан Люсьăна ертÿçĕсем, хушма пĕлÿ илсе, тепĕр специальность илме – крановщица пулма сĕнсен те пĕр сăмахсăрах килĕшет. «Тен, ун чухнехи пионерсен тупа сăмахĕсене – «Хатĕр пул!» – тенине хирĕç «Яланах хатĕр!» тени пулчĕ пулĕ вăл», – хушса хурать Людмила Ильинична.

Кĕçех вăл вун пилĕк тонна таран узелсемпе комплектсене вырăнтан вырăна куçаракан кранпа ĕçлеме тытăнать. Каллех пур кăтартусемпе те ĕçе хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçланипе палăрать. «Манăн ята-сăна цехра кăна мар, заводри Хисеп хăми çине кĕртсен е «Коммунизмла ĕç ударникĕ», унтан «Пилĕкçуллăх ударникĕ» ятне панă хыççăн хама çунат хушнă пекех туяттăм. Ун чухне предприятире вунă пин ытла çын ĕçленине шута илсен, эпĕ чăн-чăн рабочи, пысăк сумлă специалист пулнине çирĕплетнине пĕлтернĕ вĕт ку! – хушса хурать хĕр чухнехи Кадышева, качча кайса, çемьеллĕ, тахçанах ача амăшĕ тата асанне пулса тăнă Людмила Владимирова. – Шел, килти йывăр лару-тăрăва пула çуралнă ене – мăшăр ялне таврăнса тĕпленмелле пулчĕ».

– Пăшăрханмастăр-и уншăн?

– Çук! Мĕншĕн тесен пире ĕлĕкренех «Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта» тесе ăс-тăн панă. Пирĕншĕн çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, юратса пурăнни пуринчен хаклăрахчĕ. Мăшăр кĕçĕн ывăл пулнăран, тĕп килте, пăянампа пĕрле пурăннă. Вăл 94 çул тултарсан çĕре кĕчĕ.

– Сирĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ тулли илме, техникумра е институтра вĕренсе специальность илме май килмен. Çапах та… пĕрре те çынран ÿксе юлман?..

– Шăпа çапла пулнă пулсан… Ĕçре тата общество пурнăçĕнче ыттисенчен юлас мар тесе общежитире çĕрĕ-çĕрĕпе тенĕн техника литератури вулаттăм, ăста специалистсен опытне вĕренеттĕм, çав вăхăтрах юнашартах вырнаçнă рабочисен каçхи шкулне çÿреттĕм. Ÿт-пÿре юн вĕресе тăнă вăхăт пулсан та ĕçре ывăнман мар. Çемьеленнĕ хыççăн пысăк хырăмпа парта хушшинче ларни, ыйхăллă куçсене шăла-шăла, вĕрентекенсен сăмахне çăтса ярас пек итленĕ май, конспект çырса пыни паян та манăçмасть. Çапах та вăтам пĕлÿ илтĕм-илтĕмех. Хăш-пĕр экзаменсене чĕрçи çинчи ачапа кĕрсе тытрăм пулсан та! Шел, килти тата çемьери лару-тăрăва пула, шĕкĕр хуламăрта яланлăха юлма май килмерĕ.

Ÿркев ÿкерет, ырă ĕç – вăй-хал хушать

– Пытарма кирлĕ мар, халĕ ытларах çамрăк Мускав, Питĕр, Хусан пек пысăк хуласенче тĕпленме тăрăшать. Сирĕн вара, ирĕксĕрех, мăшăрăр ялне таврăнса вырнаçма тивнĕ…

– Чăнах та, яллă вырăнта «ĕç çук» теççĕ… Ĕлĕкхи колхозсем сыхланса юлман. Хăй вăхăтĕнче Елчĕкре «кĕрлесе тăнă» предприятисем те хăйсен профильне ылмаштарнă е хупăнса ларнă. Çапах та маншăн пурнăçăмра ăнăçу саманчĕсем ытларах пулнă пек туйăнать. Ача чухне тата çамрăклах ĕç патне туртăнни пулăшса пырать пулас. Тен, çавна пулах, чылайăшĕ ĕç тупайман çĕртех, мана киле пырсах сысна фермине çавăтса кайрĕç тесен те тĕрĕсех пулать. «Эсĕ пионер чухнех ĕне сунă» тесе хавхалантарса ячĕç те хулари асфальт вырăнне «Прогресс» акционерсен пĕрлешĕвĕн выльăх-чĕрлĕх комплексне сукмак хыврăм. Унтан пĕр тăтăш çирĕм виçĕ çул суту-илÿ системинче ĕçлерĕм.

– Халĕ вара килте канма пĕлми ĕçлетĕр пулмалла: хуçалăхăр çирĕп, картиш-хуралтăрсем лайăх, пур çĕрте те йĕркеллĕ, илемлĕ…

– Тумалли, çĕнетмелли тупăнсах пырать, паллах. Толя мăшăрăм, мĕн тытнă çавна тăваканскер /строитель те, электрик те, тракторист-комбайнер та пулчĕ вăл/, пенсие çитиччен те пурăнайманни нумай хуçса хăварчĕ. Колхоз хирĕнче комбайнпа курăк çулнă çĕртех, аллă сакăр çултах, чĕри тапма чарăнчĕ те…

Шăпах Мускавра та, Шупашкарти агрегат заводĕнче те арçын специальноçĕпе ĕçлени, чăтăмлăхпа хăюлăха хăнăхса юлни пулăшса пырать паян. Оля хĕрĕм хам пекех пуçаруллă та пултаруллă пулни – чăн-чăн тĕрек. Вăл, районти хаçат редакцийĕн дизайнерĕ, çăмăл машинăпа та çÿрет, мотоблокпа та арçынсенчен кая мар ĕçлет. Çавна май килти хуçалăха чиперех тытса пыма майне тупатпăр. Мĕн ĕлĕкренех, «Ĕне – çур пурнăç», тенине çирĕп асра тытатпăр. Картишĕнчен сурăх та, хур-кăвакал та, чăх-чĕп те, тепĕр чухне сысна та татăлмасть.

– Çав вăхăтрах, хăш-пĕрисенчен «Халĕ ĕне, сысна тытни усăллă мар» тени час-часах илтĕнет.

– Тен, ĕçлеме ÿркенекенсем калаççĕ çакна? Эпир, сăмахран, кăçал, çуллахи пĕр уйăхра хамăртан ытлашши сĕте вырнаçтарнипех, ĕнене хĕл каçармалăх уттипе ытти апатне çителĕклĕ янтăлатпăр. Хамăрăн çĕр лаптăкĕсен пĕр шитне те пушă вырттармастпăр. Такамран илтсе-вĕренсе, улмуççисен айĕнчи ирĕкрех участокра çĕр улмине улăмпа витсе тăрсах тухăç илетпĕр. Садри йывăçсен тата улма-çырлан сорчĕсене çĕнетни те ĕçлеме, мăнуксене çĕнĕрен-çĕнĕ çимĕçсемпе сăйласа савăнтарма пулăшать. Кĕпе-тумтир çăвакан «Волга» йышши кивĕ машинăпа çу уçлани те ача-пăчашăн асамлăн туйăнать. Хамăр çамрăк чухне атте купăс каламасăр ялта пĕр туй та, ĕçкĕ-çикĕ те иртменнипе хавхаланса савăннă пек.

– Туятăп, сисетĕп, сирĕн канлĕх çинчен шутлама та вăхăт çук, телевизор умĕнче ларса сериалсем курса киленме те…

– Çавăн пек пултăрччĕ малашне те. Вĕçĕмсĕр ĕç, ача-пăчапа мăнуксемшĕн куллен мĕн те пулин ыррине тусан эпĕ хама чи телейли тесе шутлатăп.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Агрегат заводĕнчи протяжной станок çинче ĕçленĕ вăхăтри сăн ÿкерчĕк /1977 ç./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code