Среда, Август 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçе тухăçлă йĕркелемелле, халăха ĕçпе тивĕçтермелле

Ĕçе тухăçлă йĕркелемелле, халăха ĕçпе тивĕçтермелле

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче Чулхулара пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Тухăçлăх 360» форума хутшăннă. Унта «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли ыйтусене пăхса тухнă.

Тавлашу лапамĕсенче регионсенче наци проекчĕсене епле пурнăçлани пирки каласа кăтартнă, чи лайăх новаторла ĕçсене презентациленĕ. Кĕпĕрнаттăрсен пĕр ушкăнĕпе пĕрле Чулхулари промышленность предприятине çитсе курнă май Михаил Игнатьев Чăваш Енри ертÿçĕсем чи лайăх практикăсемпе паллашма тивĕçлĕ пулнине, патшалăх пулăшăвне вăйлатса пымаллине, ĕç тухăçлăхне ÿстерни предпринимательсене кăна мар, патшалăх органĕсенче ĕçлекенсене те кирлĕ пулнине палăртнă.

Сăмах май, Чăваш Республики «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» программăна чи малтан пурнăçа кĕртме тытăннă регионсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра 3 проект пурнăçланать. «Тухăçлăх лидерĕсем» программăпа килĕшÿллĕн 100 ытла çын хушма пĕлÿ илмелле.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code