Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн тери телей – эсĕ çумра пулни

Мĕн тери телей – эсĕ çумра пулни

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Çак уявăн символĕ черченкĕ салтак тÿми пулнăран зала кăна мар, хăнасене те çак чечексем илем кÿчĕç.

Чи кăмăллă та ăшă çак уява пирĕн çĕршывра 2008 çултан паллă тума пуçланă. Уявĕ çамрăк пулсан та православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсем çинчен калакан легендăна лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем ĕмĕртен юратупа шанчăклăх, çемье телейĕн управçисем шутланаççĕ. Мăшăрлă пурнăçăн тасалăхĕн идеалĕ пулса тăнă çветтуйсен историйĕпе Канаш епархийĕн 4-мĕш округĕн Елчĕк районĕнчи благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей паллаштарчĕ. Вăл тĕнче юрату çинче тытăнса тăнине, ÿт юратăвĕ мар, чун-чĕре юратăвĕ ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлнине палăртрĕ.

Çемье – обществăн уйрăлми пайĕ. Патшалăх тăнăçлăхĕ çемьесем епле пурăннинчен нумай килет. Районта ачисене çĕршыва юрăхлă çитĕнтернисем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, çамрăксемшĕн пур енĕпе те тĕслĕх пулса тăракан мăшăрсем сахал мар. Кăçал анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕре яхăн пĕрле килĕштерсе утакан мăшăрсем – Курнавăшри Петр Алексеевичпа Зоя Васильевна Ефимовсем, Тăрăмри Михаил Автономовичпа Надежда Ивановна Баймушкинсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçрĕç. Районта тĕрлĕ яваплă ĕçре тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, ачисене вĕрентсе кăларса тивĕçлĕ воспитани парса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă, пенсире пулсассăн та паян та ахаль ларайман, асанне-асатте, кукаçи-кукамай ятсене илтсе мăнукĕсене те утьăкка сиктернĕ сумлă мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин медальсем парса чыс турĕ, сумлă мăшăрсем район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.

Нумай çулсем хушшинче те пĕр-пĕрин патне ăшă туйăма çухатман мăшăрсем ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç.

Залра ларакан нумай ачаллă çамрăк çемьесем обществăн хисеплĕ медальне илме тивĕçнĕ, 48, 46 çул çемье карапне чыслăн тытса пыракан кĕмĕл тĕс çапнă мăшăрсем çине, вĕсен юратăвĕ çулран-çул тата вăйланса, хĕрÿленсе пынине чун-чĕрипе туйни сисĕнчĕ. Шанас килет, вăхăт иртнĕçемĕн паянхи çамрăк мăшăрсен таса юратăвĕ хĕмленсе те çуталса пырĕ. Пÿрт тулли ача-пăчана ура çине çирĕп тăратас, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерес тесен вара чи малтан хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Çемье телейĕ никамран та мар, хăйсенчен çеç килнине Ефимовсемпе Баймушкинсем çине пăхсан тÿрех ăнланса илетĕн. Пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни, каçарма пĕлни, хĕрарăм яланах тылра çирĕп тăни – çемье çирĕплĕхĕн чи хаклă паллисем.

Районта 18 çула çитмен 3 е ытларах ача çитĕнтерекен 272 çемье, вĕсенче 874 ача çитĕнет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи май уйăхĕнчи хушăвĕпе 2018-2027 çулсене Ачалăх вунăçуллăхĕ тесе йышăннăран çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсем вăя кĕреççĕ. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесене тата пысăк тимлĕх пуласси куç кĕрет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнчи 63-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе республикăра нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем параççĕ. Çак документсене камсене тата вăл çемьесене мĕнле çăмăллăхсем пани çинчен район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ирина Аникина чарăнса тăчĕ. Уявра савăнăçлă лару-тăрура Анатри Тимешри Алисăпа Александр Гавриловсем,Тĕмерти Наталийăпа Николай Салминсем, Аслă Елчĕкри Надеждăпа Александр Черновсем, Максимпа Вероника Петровсем Николай Миллинран нумай ачаллă çемьесем пулнине ĕнентерекен удостоверенисем илчĕç.

Елчĕкри Алексейпе Наталия Арбузовсемшĕн вара çак кун уявсен уявĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Нумай ачаллă çемьен удостоверенине илнĕ май вĕсем тата Амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕç. Акчелĕнчи Дмитрийпа Екатерина Смирновсем те иккĕмĕш ачине алла илнĕ. Вĕсем те Амăшĕн сертификатне илме тивĕç пулчĕç.

Уява пухăннă çамрăк çемьесем тăван енре тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Хăвăлçырмари Алексейпе Алина Галкинсем фермер хуçалăхĕ йĕркелеме мехел çитернĕ. Ĕçчен те туслă çемьере виçĕ ывăл çитĕнет. Елчĕкри Александрпа Светлана Филипповсем те виçĕ ачана пурнăç пилленĕ. Хăйсем çуралса ÿснĕ енре тарăн тымар янăшăн хĕпĕртет телейлĕ мăшăр. Çĕнĕ Эйпеçри Александрпа Любовь Журавлевсем те виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Çак виçĕ çемье «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн харпăр хăйĕн хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрса панине ĕнентерекен сертификатлă пулчĕç. Ăна хальлĕхе районти 211 çемье тивĕçнĕ.

Çемьесен ячĕпе Аслă Елчĕкри чиркÿ настоятелĕ Максим атте сăмах илчĕ, вăл мăшăрсен чи пĕлтерĕшлĕ тивĕçĕ пĕр-пĕрне хисеплесси тата ачасене тĕрĕс воспитани парасси пулнине, çемьесене çакăн пек чыс туни ĕмĕр асра юлассине палăртрĕ.

Уява пухăннисене районти культура ĕçченĕсен савăк юррисем те савăнăç парнелерĕç. Чун-чĕре ырăлăхпа тулать: мĕн тери телей эсĕ çумра пулни тесе пĕр-пĕрин çине ăшшăн, ытараймасăр пăхаççĕ мăшăрсем. Ашшĕ-амăшĕ, ывăл-хĕрĕ çемьерен хаклă мул çуккине туйса тулли кăмăлпа часавая кĕрсе çуртасем çутрĕç, инçетри ялсенчен килнисем Тĕп лапамри капăрлăхсемпе паллашрĕç.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: уявра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code