Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Наци проекчĕсем çынсен куçĕсемпе»

«Наци проекчĕсем çынсен куçĕсемпе»

сервис йĕркелеме палăртнă «Единая Россия» парти.

Июлĕн 5-мĕшĕнче Мускавра парти конференцийĕн пленарлă ларăвĕ иртнĕ. Унта парти председателĕ Дмитрий Медведев премьер-министр тухса калаçнă.

Вăл «Единая Россия» наци проекчĕсем приоритетлă пулнине тата парти членĕсене вĕсене пурнăçа кĕртни çинчен граждансене тивĕçлипе хыпарламаллине чĕнсе каланă.

– Çĕршыв малалла аталанас тĕллевпе мĕн тунине çынсен пĕлмелле. Эпĕ сире çак енĕпе активлăха ÿстерме чĕнетĕп, – тенĕ вăл.

Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов конференцие пĕтĕмлетсе парти форумĕн йышăнăвне ырланине палăртнă.

Конференци ĕçне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ, партин Генеральнăй канашĕн членĕ Николай Миллин та хутшăннă. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин лартнă задачăсем мĕнле пурнăçланни мĕнпур çыннăн куçĕ умĕнче пулакан сервис уçассине ырласа йышăннă.

«Наци проекчĕсем çынсен куçĕсемпе» интернет-портал шăпах наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине пĕлме май парать те. Вăл кĕркунне хута кайĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code