Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление Главы республики с Днем Российской печати

Поздравление Главы республики с Днем Российской печати

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Раççей почтин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Нумай ĕмĕре тăсăлакан кун-çуллă почта çыхăнăвĕ, хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса, тухăçлă, пуриншĕн те юрăхлă тата шанчăклă çыхăну мелĕ пулса тăрать.

Эсир хăвăр ĕçĕре тăтăшах лайăхлатса пыни питех те пĕлтерĕшлĕ, çакă халăхăн кулленхи пурнăçне хăтлăрах тума май парать. Почта пулăшăвĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕсен кал-кал аталанăвĕпе пĕрлех цифра технологийĕсем те хастарлăн ĕçе кĕреççĕ. Чăваш Енре пурă¬накансем заказлă çырусен, посылкăсен 80 яхăн процентне электронлă майпа алă пусса илеççĕ, пĕтĕм посылкăн чĕрĕк пайне вара кирлĕ çĕре онлайн-сервиссемпе усă курса ярса параççĕ. Паян ялти çыхăну уйрăмĕсенче те финанс тата банк пулăшăвĕсемпе пĕр чăрмавсăрах усă курма пулать, унсăр пуçне таварсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн укçасăр тÿлесе татăлма та май пур. Почтальонсене куçăмлă тÿлев-касса терминалĕсемпе тивĕçтернĕ, çавна май ял çыннисем халĕ таварсемпе пулăшу ĕçĕсемшĕн почта уйрăмĕнче çеç мар, çа¬вăн пекех килĕнче те тÿлесе татăлма пултараççĕ. Çаплах килтен тухмасăрах хаçат-журнала интернет урлă çырăнса илме тата уншăн тÿлесе татăлма пулать.

Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕ республика цифра хыпарлавĕ çине куçнă чухне пысăк пулăшу кÿчĕ. Цифра сигналне йышăнмалли оборудование сарассине почта тивĕçтерчĕ – ăна кашни çыхăну уйрăмĕнчех туянма майсем туса панă, çавăн пекех почтальонсем урлă – килте те. Почта ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене республика тата федераци шайĕнчи ведомство наградисемпе палăртнă.

Почта отраслĕн мĕнпур ĕçченне профессири пысăк ăсталăхшăн, ĕçченлĕхшĕн тата хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн чĕререн тав тăватăп.

Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ăнăçлăх тата тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çĕнĕ çитĕнÿсем тума иксĕлми вăй-хал сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                             М.ИГНАТЬЕВ

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code