Вторник, Ноябрь 12, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление с Днем Российской почты

Поздравление с Днем Российской почты

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Раççей почтин кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр!

Ку чухне почтăсен шанчăклă çыхăнăвĕ информаци пĕрлĕхне уççăн çутатма, муниципалитетăн экономикине аталантарма, влаçпа бизнес хушшинчи ĕçе çирĕплетме пулăшса пырать. Çав вăхăтрах почта халăхшăн чи шанчăклă çыхăну шутланать.

Хальхи вăхăтра почта хăйĕн клиенчĕсене тĕрлĕ йышши пулăшу парать. Пирĕн районти почта уйрăмĕсенче пысăк хисепе тивĕçлĕ, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çынсем вăй хураççĕ.

Сире пурне те уявпа саламланă май тăрăшуллă ĕçĕршĕн, професси ăсталăхĕшĕн, чăтăмлăхшăн тав тăватпăр. Ĕçĕрте те, çемьере те ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Эсир халăх патне илсе çитерекен хыпарсем пурте лайăххисем çеç пулччăр.

Район пуçлăхĕ                                                                          И.ВАСИЛЬЕВА

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                      Н.МИЛЛИН

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code