Суббота, Май 30, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнма тÿр килмен

Савăнма тÿр килмен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç аслисемпе тан çапăçса пысăк паттăрлăхпа палăрнă пионер-геройсем пирки маларах та çырнăччĕ. Вулакана хальхинче Леня Голиков пирки аса илтерес килет.

Леня Новгород облаçĕнчи Лукино ялĕнче çуралнă. Вăл 7 класс пĕтерсен вăрçă пуçланнă. Партизан отрядĕнче çапăçнăскер, 78 тăшман салтакне вĕлернĕ, 2 чукун çула, нимĕçсем иртсе çÿрекен 12 кĕпере, тăшманăн 2 апат-çимĕç складне тата хĕç-пăшал тиенĕ 10 автомашинăна сывлăша сирпĕтнĕ. Блокадăри Ленинграда апат-çимĕç турттаракан 250 лава сыхлама хутшăннă. Л.Голиков инженер çарĕсен генерал-майорне Рихард фон Вирца тата унăн водителĕпе тепĕр офицера персе вĕлерсе партизансен штабне генералăн пирĕн çар командованийĕшĕн хаклăран та хаклă документсемлĕ портфельне илсе çитерет. Вĕсем кĕске вăхăтра Берлина çитмелле пулнă, анчах та Мускава лекеççĕ. Ачана Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, Ленин тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин орденĕсемпе /I степень/, «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн аслă вăрçин партизанĕ» медальсемпе наградăланă.

Леня Голиков 1943 çулхи январь уйăхĕнче Псков облаçĕнчи Острая Лука çывăхĕнчи тан мар çапăçура паттăрла пуçне хунă.

Пионерсене халалласа çакăн евĕр сăвă йĕркисем çуралчĕç:
Эпир вилнĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче
Савăнма тÿр килмерĕ пире.
Тискер эсрелтен тасалчĕ тĕнче –
Çĕршывăмăр халь ирĕкре.
Пÿрмерĕ шăпа ывăл-хĕрлĕ пулма –
Çамрăклах вилĕм тытрĕ пире.
Çĕршыва чĕререн савма, упрама
Ыр сунса пехиллетпĕр сире.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code