Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ жанрпа çырнă

Тĕрлĕ жанрпа çырнă

Ф.Бурнашев /литературăри ячĕ – Фатхи Бурнаш/ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Пикшик /халĕ Елчĕк районĕ/ ялĕнче çуралнă. Çемьере 11 ача çитĕннĕ пулин те, пурлăхпа укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсене пăхмасăр ашшĕ кашнине вĕрентме тăрăшнă. Фатхи тăхăр çул тултарсан ашшĕ ăна Хусанти «Мухаммадия» медресене вырнаçтарать, анчах вăл унта вĕренме пăрахса куçăмсăр майпа учительсен семинарине кĕрет. Ăнăçлă вĕçлесе аттестат илет.

Чĕмпĕрти большевиксен «Кун» хаçат редакторĕ пулнăран, унта пуянсем çинчен вирлĕ материалсем нумай пичетленĕ. Çавăнпах ăна 1918 çулхи кĕркунне Уфари шурă гвардеецсен тĕрмине хупса хураççĕ. Хулана Хĕрлĕ çар çывхарнине пĕлсен тĕрмерисене «вилĕм эшелонĕпе» Çĕпĕре ăсатаççĕ. Ф.Бурнаш эшелонран тарма пултарнă. Каялла Чĕмпĕре таврăнать, «Кун» хаçата çĕнĕрен кăларма пуçлать. Унти кашни номертех политикăпа экономика, социаллă ыйтусене публицистика статйисенче, сăвăсенче, фельетонсенче çутатать. Пĕр вăхăтрах вăл пьесăсем те çырать.

Фатхи пултарулăхăн пуçламăш утăмĕсене медресере вĕреннĕ çулсенчех тунă-ха: çине тăрсах тутар литературине тишкернĕ, вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен кĕнекисене вуланă, Шекспир трагедийĕсемпе кăсăкланнă, А.С.Пушкин, Л.Н.Толстой, И.С.Тургенев тата ытти вырăс çыравçисен ĕçĕсене тутарла куçарнă. «Тан» /1918-1920/, «Кызыл Армия» /1921/, «Татарстан» /1921-1924/, «Безнен байрак» /1922-1924/ хаçатсен, «Чаян» /1923-1924/ журнал редакторĕ пулнă.

Ф.Бурнашев 1917 çулхи çу уйăхĕнче Чĕмпĕрти пехота полкĕнче хĕсметре тăма пуçлать, анчах тăватă уйăхранах çартан хăтараççĕ – учителе куçараççĕ, малтан Пăвари, унтан Чĕмпĕрти шкулсенче тутар чĕлхине вĕрентет.

1919 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл большевиксен партине кĕрет.

Унăн çыру тематики тĕрлĕ енлĕ пулнă. Вăл юрату, индустриализаци, коллективизаци, çĕнĕ пурнăç ыйтăвĕсене анлăн çутатнă. 22 пьеса, 30 поэма, 150 ытла сăвă, 5 опера либретти, 500 яхăн статья, вуншар калавпа фельетон калăплани çыравçăн ăс-тăн, тавра курăм пуянлăхĕ çинчен калать. 1988 çулта унăн пьесисем тăрăх 256 страницăран тăракан «Çамрăк чĕресем» кĕнеке кăларнă.

Фатхи Бурнашăн кун-çулĕ 1924-1928 çулсенче парти ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, 1927-1928 çулсенче Тутарстан академи театрĕн, 1931-1935 çулсенче кĕнеке издательствин, оперăпа балет театрĕ çумĕнчи опера студийĕн директорĕнче ĕçленĕ. Паллах, литературăра сулмаклăхĕ татах та ÿсме пултарнă унăн, анчах сăлтавсăр айăплани пĕтĕм ĕмĕтне чарса лартнă. Ăна 1940 çулта тĕрмене хупнă, икĕ çултан персе пăрахнă. 1957 çулта таса ятне тавăрнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code