Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Каникул» илме ирĕк пур

«Каникул» илме ирĕк пур

Кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ипотека илнĕ пур çын та, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лексен, «ипотека каникулне» илме пултарать.

«Каникула» унччен илнĕ ипотека кредитне тÿлессипе те, илекен çĕнĕ кредита тÿлессипе те – кашни кредит килĕшĕвĕпе пĕр хутчен кăна кайма ирĕк пур.

«Ипотека каникулĕн» условийĕсем те пур: ипотека илнĕ çыннăн пурăнмалли урăх вырăн çук, кредит калăпăшĕ регионти лимитпа килĕшсе тăрать, кредит илекен ыйтнипе ку таранччен килĕшÿ условийĕсене пĕрре те улăштарман пулсан тата пурнăçра чăн та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен. Пулма пултаракан лару-тăрусене вара Федерацин 2019 çулхи майăн 1-мĕшĕнчи 76 номерлĕ саккунĕнче çирĕплетнĕ.

Кредит илнĕ çыннăн лару-тăрăвĕ çак пур условисене те тивĕçтерсен, унăн «каникул» ыйтса банка заявлени тăратмалла. Заявленире «каникул» тăршшĕне кăтартмалла /çур çултан ытла мар/. Банк каникул пама килĕшсен, çак тапхăрта ипотека кредитне илнĕ çынна НДФЛ тÿлессинчен те хăтараççĕ.

«Каникул» хыççăн кредит тăрăх тÿлемелли сумма тÿрех ÿсмест, çавăн пекех юлать. Çак «каникул» вăхăтĕнче тÿлев хывманнине вара кредит срокне шăп çав вăхăтлăха тăсса хывса пыма май пур е кредит килĕшĕвĕн юлашки кунĕнче суммăна курттăмăн тÿлеме те юрать. Сăмахран, кредит илнĕ çыннăн «каникул» вăхăтне 6 уйăх тесе палăртнă, унăн килĕшÿ тăрăх уйăхсерен 10-шар пин тÿлемелле пулнă тейĕпĕр. Çапла вара çав суммăна унăн кредит килĕшĕвĕ тухиччен юлашки кунра харăсах 60 пин тенкĕ хывса тÿлесе татмалла е кредит тÿлевĕн вăхăтне тепĕр çур çуллăха тăсса уйăхсерен 10-шар пин тенкĕ тÿлесе пымалла пулĕ.

Н.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code