Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăрă ăстин чун туртăмĕ

Сăрă ăстин чун туртăмĕ

1990 çулсенче республикăри ÿнер куравĕсене хутшăнакансен ретĕнче Николай Лукиянов /псевдонимĕ Йĕсси Кули/ палăрать. Тăван тавралăхăн ансат кĕввисене пурнăçа çывăх кăтартнипе, тарăн туйăмпа тата ăшă кăмăлпа ÿкернипе уйрăлса тăнă унăн картинисем.

Вĕсем асăрханмасăр юлман: 2000 çулта сăрă ăстине Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвне илнĕ, ĕçĕсене регионри выставкăсенче кăтартма пуçланă, вăл шутра «Анлă Атăл» куравра та. Шăп хăйĕн куравĕсем Шупашкарта, Елчĕкре, Патăрьелĕнче, Шăмăршăра, Комсомольскинче ăнăçлă иртнĕ. Çаксем художнике ăсталăха малалла аталантарма хавхалантарнă, суйласа илнĕ çул-йĕр тĕрĕслĕхне çирĕплетме вăй-хал тата шанăç кÿнĕ. Вăл вăхăтра ÿнерçĕ илемлетÿ, дизайн ĕçĕпе ытларах вăй хунă. Çавăнпа та «ирĕклĕ ишеве» тÿрех тухман.

Н.Лукиянов Энтепе ялĕнче çуралнă. Йошкар-Олари ÿнер училищине пĕтерсен тÿрех Мари-Турек районĕнче художник-оформительре ĕçлеме тытăннă. 1978-1980 çулсенче хĕсметре пулнă. Унтан Патăрьелти культура пайĕнче, райпо тытăмĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта пысăк калăпăшлă ĕçсене те пурнăçланă – нумай обществăлла çуртсенче интерьерсене илемлетнĕ.

90-мĕш çулсенче Н.Лукиянов чылай куравсене анлăрах хутшăнма тытăнать. Хамăр тавралăха сăнлакан пысăк ĕçсем тăратать. Маларахри çулсенче пухнă опытпа туллин усă курать.

Николай Михайлович Патăрьелте çавăн пекех тĕрлĕ çурт-йĕре, урамсене, скверсене çĕнĕ сăн кĕртет. Çавна май гипспа та, чеканкăпа та, граффитипе те, каскалассипе те ĕçлеме тивет.

Чăн-чăн живопиçе алла илес ĕмĕт ăна пĕрре те канăç памасть. Çакна тума дизайнер ĕçĕ те хистет, мĕншĕн тесен интерьерсене капăрлатнă чухне стенасем çине те, пысăк картинăсене те ÿкерме лекнĕ. Унашкал калăпăшлă ĕçсене вăл пĕр шиксĕр, тулли кăмăлпа пурнăçланă. Ÿнер училищинче пухнă çирĕп пĕлÿпе ăсталăх монументлă ĕçсене, музейсем, халăх валли историллĕ картинăсене ăсталама пултарнă. Тĕслĕхрен, Н.Лукияновăн живопиçпе çыхăннă ĕçĕсем Швеципе Японин Мускаври посольствисен залĕсене, Домодедовăри аэропорт интерьерне, çĕршыври тата чикĕ леш енчи коллекционерсен пухмачĕсене илем кÿреççĕ. Хусан епархийĕ валли «Прославление иконы Казанской Божией Матери» нумай фигурăллă композицийĕн ярăмне хатĕрленĕ. Авалхи Пăлхар тата Чăваш Енри мечĕтсем пирки ăсталанă ĕçсемшĕн Фатхи Бурнаш ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă.

Паян ÿнерçĕ Раççей художникĕсен ретĕнче те. Çирĕпленсе çитнĕскер, талантлăскер. Вăл пăхса та, ытти тĕрлĕ жанрпа та ÿкерет, анчах та пейзажа парăннипе палăрать. Шăп та шай çакăнта курăнать унăн çут çанталăк панă парни. Маçтăр ансат çырса илнипе мар, чăн-чăн поэзие кăтартнипе уйрăлса тăрать. Анлă уй-хирсемпе çарансемлĕ, капмар йăмрасемлĕ, курăкпа витĕннĕ пĕвесемлĕ, ăшă хĕвел анăçсемлĕ этючĕсем вырăс живопись шкулĕн элчисен – Поленовăн, Левитанăн, Серовăн йăлисене çывăх. Вырăс пейзажисчĕсен сăпайлă сюжечĕсенче тарăн туйăмсене кăтартма пултарни Н.Лукиянов картинисенче витĕмлĕ курăнса тăрать.

Васкавлă этючĕсем туллин пулса çитнĕ картинисенчен хăйсен чĕрĕлĕхĕпе, эмоци шайĕпе пачах та уйрăлса тăмаççĕ. Картинисем çут çанталăк илемĕпе тулнă, кăмăла тыткăнлаççĕ. Вĕсенче тем калăпăшли курăнса тăрать: ÿнерçĕ пурнăçа юратни, этемпе çут çанталăк килĕшÿллĕ пурăнни, вĕсем пĕрлĕхлĕ пулни. «Братья», «Еще одна весна», «Провожатые» произведенисем çакна яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Николай Михайлович чăваш ялĕн темине ÿстермесĕр, ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ йĕркесемпе йăласен витĕмĕнче уçса парать. Çут çанталăк вара ăна хăйĕн шухăшĕсемпе туйăмĕсене анлăн ĕçе кĕртме пулăшать. Ĕçĕсене ирĕксĕрех ярăмсене пĕрлештерес килет. Сăмахран, пĕр ярăмĕсем – килтен е киле утмалли çул-йĕрсемлĕ пейзажсем, теприсем – хĕллехи вăрмансемпе ылтăн кĕркунне сăнĕсем. Çапла вара кашни ĕçре – çут çанталăкăн çĕнĕ шайĕ, авторăн çĕнĕ шухăш-кăмăлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code