Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ача шкула хатĕр-и?

Ача шкула хатĕр-и?

Кĕçех ылтăн кĕркунне çитет. Эппин авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче нумай-нумай ачана шкул хăйĕн алăкĕсене уçса кĕтсе илĕ. Ача садĕнчен тухнă, шкул çулне çитнĕ чылай шăпăрлан та пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Анчах та пурте хатĕр-ши шкулта вĕренме? Сумка, ручка, тетрадь илнисĕр пуçне ачан аталанăвĕ те çителĕклĕ шайра пулмалла-çке. Пепке тĕрĕс те таса калаçни, каласа пама пĕлни шкулта ăнăçлă вĕренес условисенчен пĕри пулса тăрать.

1-мĕш класа каякан ачан аталанун мĕнле енĕсем йĕркеленмелле-ши?

1. Чи малтанах тимлĕх, астăвăм туйăмĕсем аталанни.

2. Сасăсене тĕрĕс каласси.

3. Сасăсене тĕрĕс илтме тата уйăрма пĕлни /сăмахран, сăмах мĕнле сасăпа пуçланнине, пĕтнине уйăрасси, уйрăм сасăран пуçланакан сăмахсем тупса каласси тата ытти те/.

4. Предложенинчи сăмахсене йĕркипе тĕрĕс калама пĕлни. «Кам?», «Мĕн?», «Мĕн тăвать?», «Мĕнле?» ыйтусем çине хуравлама пĕлни. Предложенинчи сăмахсем патне ыйту пама пĕлни, сăмахсене тĕрĕс сыпăнтарса каласси.

5. Ачан пÿрнисен хусканăвĕ çителĕклĕ аталанса çитни.

6. Йĕри-тавралăха тата ача сылтăмпа сулахая, çÿлтипе аялтине ăнкарни.

7. Анлă тавракурăм пулни /эрне ячĕсем, çут çанталăк вăхăчĕсем, уйăхсем, пĕтĕмлетÿ тата ытти те/.

Енчен те ача шкула кайичченех пуплевпе усă курать пулсассăн, çырассине тата вулассине вăл шкулта çеç вĕренет. Çырасси – вулассипе шутлассинчен каярах йĕркеленет. Енчен те ачан пÿрне хусканăвĕсем çителĕклĕ аталанса çитеймен пулсассăн, çырнă чухне вăл тĕрлĕ кăлтăксемпе тĕл пулма пултарать. Мĕн тумалла-ха кун пек чухне?

Пÿрне хусканăвĕн çыхăнтарăвне аталантарма кирлĕ интереслĕ заданисем чылай. Сăмахран, пăркаланчăк чул çийĕн кăранташпа, хĕррине тухса каймасăр, йĕрлесси, пĕр-пĕр ÿкерчĕке йĕрлесе тухасси, пĕчĕк детальлĕ ÿкерчĕке сăрласси, штрихласси, ÿкерчĕке ÿкерсе пĕтересси. Кунсăр пуçне, ачасене каласа пырса клеткăсем тăрăх ÿкерме килĕшет /пĕр клетка çÿлелле, икĕ клетка сылтăмалла тата ытти те/. Пластилинпа йăвалассине, пазл, вĕтĕ детальлĕ конструктор, шăрçа пуçтарассине, хачăпа касассине те манмалла мар. Алă ĕç туни илемлĕ почерк йĕркелеме пулăшĕ.

Хăш-пĕр шкул ачин вулама е çырма вĕреннĕ чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ кăлтăксемпе те тĕл пулма тÿр килет. Ăна логопедсем «дислекси» тата «дисграфи» теççĕ. Кун пек чухне ачасем вуланă чухне сас паллисене сиктерсе хăвараççĕ е хирĕçле, ытлашши сас паллисем хушса, вулаççĕ, вулав хăвăртлăхĕ пĕчĕккĕ, сăмахри сас паллисене вырăнпа куçарса вулаççĕ тата ытти те. Янăравлă тата янăравсăр сасăсене пĕр-пĕринпе арпаштарасси те час-часах тĕл пулать. Çавăнпа та çакăн пек ачасем вулама, каласа пама пит кăмăлламаççĕ. Мĕншĕн тесессĕн вăл вĕсен пулсах пĕтеймест.

Дисграфи чухне пуçламăш класа каякан ачасем çырма йывăррăн вĕренеççĕ. Вĕсем предложени тата сăмах пуçламăшĕпе вĕçне курмасса пултараççĕ, предложенири сăмахсем грамматика енĕпе тĕрĕс мар сыпăнаççĕ, паллăсене тĕрĕс мар лартаççĕ, сăмахри сас паллисене сиктерсе, хушса е ылмаштарса çырма пăхаççĕ, пĕр евĕрлĕ çырăнакан сас паллисене арпаштарма е тĕрĕс мар енлĕ çырма пултараççĕ. «Ь» тата «Ъ»-сем те çак ачасемшĕн йывăрлăх.

Хĕр ачасемпе танлаштарсассăн ку çитменлĕх арçын ачасен хушшинче 3-4 хут ытларах тĕл пулать. Шкул ачисен 5-8 проценчĕн дисграфи тата дислекси палăрăнать. 2-мĕш класра çак кăлтăксем тата ытларах курăнаççĕ.

Ачан пуплевне тĕрĕс аталантармалли сĕнÿсем

Чи малтанах ача учителе тĕрĕс илтме пĕлтĕр тесессĕн вăл сирĕн сĕнÿ-канашăрсене, эсир каланине, ыйтнине мĕнлерех ăнланнине асăрхăр. Хăвăр та калаçнă чухне сăмахсене уçăмлă, кĕскен, лăпкă калама тăрăшăр. Пепкене шкулти йывăрлăхсемпе ан хăратăр. Калаçнă чухне сăмах вĕçĕсене татса калăр. Ача вĕсене илтсе, астуса юлтăр. Сăмах пĕлтерĕшне те каласа хăварма ан манăр. Икĕ пĕр евĕрлĕ сăмах мĕнпе уйрăлса тăнине палăртăр. Хыçсăмахсем çинче пусăм туни те вырăнлă пулĕ /тенкел айĕнче, тенкел айĕнчен, тенкел хыçĕнче, тенкел хыçĕнчен тата ытти те/.

Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ ачисене вырăсла калаçтарма тăрăшать. Чăваш чĕлхинче сăмахсен çыхăнăвĕ çăмăл пулсассăн /пĕр шар, икĕ шар, пилĕк шар; хĕрлĕ шар, хĕрлĕ машина, хĕрлĕ пан улми/, вырăс чĕлхинче ку пачах урăхла. Сăмах майлашăвĕнче е предложенире сăмахсем тĕрĕс сыпăнмаллине манса каяр мар, ăна ачана тĕрĕс вĕрентсе асăрхасах тăрар /один шар, два шара, пять шаров; красный шар, красная машина, красное яблоко/. Тĕрĕс мар калаçакан ача çырура та йăнăш нумай тăвать.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Сирĕн юратăвăр, ăшăлăхăр, чăтăмлăхăр тата хальхи вĕрентÿ хăнăхăвĕ ачăршăн вĕренÿре малалла талпăнассин гаранчĕ пулса тăрĕ.

Л.СМИРНОВА,
учитель-логопед.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code