Вторник, Декабрь 10, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тăван тăрăха – концертпа

Тăван тăрăха – концертпа

«Ачалăхри чи паллă вырăнсем,
Ытарайми чи хаклă тăвансем,
Эсир пурри пире вăй-хал парать,
Умри çула çитме васкатать»,

– тесе çула тухрĕ Шупашкар районĕнчи Шорккари «Туслăх» халăх фольклор ансамблĕ Аслă Елчĕк ялне.

Чи малтанах эпир Елчĕкри паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Унтан Патреккелти çăлкуç илемĕпе килентĕмĕр. Кунта пире Владимир Петров пахчаçă тата ентешĕн çывăх тăванĕсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Пирĕн фольклор ансамбльне Патреккел хĕрĕ Люся Маркова ертсе пырать. Вăл ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Елчĕкри вăтам шкула утнă. Икĕ çул пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшсемпе тĕл пулас ĕмĕтпе çунатланса Аслă Елчĕк ялне те çитрĕмĕр. Кунта пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, унăн çумĕ Галина Адюкова тата ялти фольклор, ташă ушкăнĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Шорккасем хăйсен тантăшĕ вĕреннĕ шкулта пулчĕç, музейпа кăсăкланса паллашрĕç. Николай Волков директор шкул ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллăн паллаштарчĕ.

Кун каç енне сулăнсан «Туслăх» халăх фольклор ушкăнĕ Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче ял çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те чапа тухнă ансамбле Николай Сусарин илемлĕх ертÿçи тата фольклор çурчĕн заведующийĕ Людмила Платонова ертсе пынипе икĕ сехет çурă хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Куракансем, хальтерех кăна вырăссен майлă çĕлетнĕ кĕпесемпе артистсем сцена çине тухсан, тата хĕпĕртесе-тĕлĕнсе хытăрах та хытăрах алă çупма пуçларĕç.

Чаплă концерт кăтартнăшăн пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тав турĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе тĕл пулса калаçни ĕмĕр асăмран тухмĕ. Унтан тараватлă Аслă Елчĕксем хăнасене тепĕр хут сĕтел хушшине лартса тутлă çимĕçсемпе хăналарĕç. Çулĕ кĕске пулман пирки Шорккасем килĕсене çурçĕр иртни икĕ сехетре çеç çитрĕç.

Туслăх кĕперĕ пĕр-пĕриншĕн яланах уçă та такăр пултăр.

Николайпа Людмила ПЛАТОНОВСЕМ.
Шупашкар районĕ. Шоркка ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Туслăх» фольклор ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code