Пятница, Декабрь 13, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем строителя

Поздравления с Днем строителя

Чăваш Енĕн строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Строитель профессийĕ – обществăра чи кирлисенчен тата чи хисеплисенчен пĕри. Сирĕн ĕçĕрĕн кăтартăвĕ пирĕн республика сăн-сăпатне улăштарать, хуласемпе ялсене çĕнĕ сăн кÿрет. Эсир тăрăшнипе пурăнмалли хăтлă та илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ, социаллă сферăпа экономика секторĕ валли çĕнĕ инфратытăм йĕркеленет.

Чăваш Енĕн строительство комплексĕнче обществăра тивĕçлипе чыс-хисеп çĕнсе илнĕ пысăк квалификациллĕ специалистсем, чăн-чăн ăстасем вăй хураççĕ. Профессири ырă йăласене упраса, вăй парса пынă, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ, экологи енĕпе хăрушлăхсăр çĕнĕ йышши строительство материалĕсемпе усă курнă май эсир наци проекчĕсене пурнăçлассине, граждансен пурнăçне лайăхлатассине тивĕçтеретĕр.

Сире профессионализмшăн, хăвăрăн ĕçĕре парăннăшăн, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, ыранхи куна шанма, пулас ăрусем те мăнаçланмалли пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проектсене пурнăçлама сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                               Михаил ИГНАТЬЕВ

 

 

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире пĕтĕм кăмăлтан професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Строитель – хисеплĕ те кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ професси. Строительсен кирек мĕнле ĕçĕ те çынсен пурнăç шайне, пахалăхне ÿстерет, тавралăха илем кÿрет.

Строительсем çĕклекен объектсем района сăн кĕртеççĕ, малалла аталанма çул уçса параççĕ. Ĕçе юратни, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни, яваплăха туйса ĕçлени малашне те палăртнă задачăсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парĕç.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                   И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code