Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç çулĕпе – юратупа

Пурнăç çулĕпе – юратупа

Лайăхах пĕлетĕп ку çемьене. Час-часах мар пулин те Çуткÿлти çывăх та хаклă çыннăмăрсем патĕнче тăвансемпе пĕрле пуçтарăнсан тĕл пулатпăр. Кашнийĕнчех çак мăшăр çинчен ытараймасăр куç илейместĕп: вĕсене Турă пилленех çав, пĕр-пĕриншĕнех килнĕ вĕсем çак çĕр-аннемĕр çине. Ватлăх çитнине систерсе çÿçĕсем кĕмĕлленнĕ, ĕмĕре ĕçре ирттернĕрен ÿт-пĕвĕ кăштах авăннă, вăй-халĕ те ĕлĕкхилле тапса тăманнине туятпăр пулин те пĕр-пĕринпе кăвакарчăнсем пек чĕвĕл-чĕвĕл пуплеççĕ, арçын хĕрарăмпа çапла çепĕççĕн те ăшшăн, юратуллăн пăхса калаçнине тăтăшах тĕл пулаймастăн та хальхи саманара. Пурнăç çулĕпе юратуллăн, шанчăкпа утакан мăшăр – Вырăскассинчи Горбуновсем /сăн ÿкерчĕкре/.

Валентин Петровичпа София Федоровнăпа нумаях пулмасть тепре тĕл пулма тÿр килчĕ. 1981 çулта хăйсен хастарлăхĕпе çĕкленĕ пысăк кирпĕч çуртра иккĕшех пурăнаççĕ вĕсем. Пилĕк тĕпренчĕкне, пĕринчен тепри маттурскерсене, ăшă та хăтлă йăваран вĕçтерсе кăларнă ашшĕпе амăшĕ. Ĕç кунĕсенче хулара хăйсен пурнăçĕпе пурăнакансем кану кунĕсенче яланах тăван килте, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче. Вĕсене кил картинчи, пахчари ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Ытти чухне те ачисем çумрах пулнине туяççĕ ватăсем: куллен шăнкăравлаççĕ, ашшĕ е амăшĕ кăштах йăшсан та инçе çула кĕскетсе часах яла вĕçтерсе çитеççĕ.

Ку çемьере нихăçан та сасă хăпартса калаçмаççĕ. Йăваш кăмăллă та харсăр Валентин Петрович ывăлĕсене ачаран çирĕп воспитани парса ÿстернĕ, хĕрĕсем вара, София Федоровнăнах хывнă, ĕçре пур çĕрте те вăр-вар та çыпăçуллă.

– Пирĕн ачасене ачашласа лармах вăхăчĕ те пулман. Вĕсене пĕчĕккĕллех ĕçе явăçтарнă. Урам тăрăх йыт хăваласа çÿреттермен, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран хамăрпа юнашар тăрса вăй хунă вĕсем. Ĕç кирек кама та çĕклет, ÿркев вара ÿкерет, – теççĕ ĕç ветеранĕсем.

Вырăскасси каччипе Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Мускавра чукун çул тунă çĕрте паллашнă. Салтакран килнĕ Валентин ялти çамрăксемпе вербовкăпа тĕп хуламăра ĕçлеме кайнă. Çăмăл пулман каччăн пурнăçĕ. Тăлăх ÿснĕ вăл. Пĕр бригадăра вăй хуракан сăпайлă та чипер хĕр йĕкĕтĕн чĕрине кĕрсе вырнаçсан Валентин ăна çемье çавăрас шухăшлине пĕлтернĕ. Вирьял хĕрĕн кăмăлне те кайнă ÿркенмен анатри чăваш каччи. Пĕр ĕмĕт-шухăшлă çамрăксем 1968 çулта çемье çавăрнă.

Тăван ялтан инçетре хунав янăран малтанах çамрăк арăма тунсăх та пусса илнĕ тĕр, Хĕрлĕ Чутай тăрăхне час-часах кайса килнĕ. Халĕ вара унта çывăх тăванĕсем те юлман, çапах ашшĕ-амăшĕн вил тăприйĕсем çине ачисемпе пĕрле çитсе пуç тайма вăхăт тупаççех.

Горбуновсем Вырăскассине таврăнсан иккĕшĕ те фермăна ĕçе вырнаçнă. Арçын 30 çул тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, кĕтÿ кĕтнĕ, хĕрарăм ĕне сунă, пăрусем пăхнă. Колхоз ертÿçисем Горбуновсене тÿрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн тĕрлĕ парнесем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.

Тăрăшуллă мăшăр капмар кирпĕч çурт хăпартсан хуралтăсем çĕкленĕ. Ачисем ÿснĕ май та выльăх-чĕрлĕх татăлман картишрен. Лаша, ĕнесем, пăрусем усранă. Пĕрин хыççăн тепри хулана вĕренме тухса кайнă ывăлĕсемпе хĕрĕсене май пур таран пулăшма ăнтăлнă. Пахча çимĕçне ытларах лартса вĕсене сутса тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарнă.

– Ачасене çуратнипе кăна мар вĕт, вĕсене анлă пурнăçăн тути-масине астивме лексен те унран çирĕп те харсăррăн тухма ăс памалла, кирлĕ чухне хытă калани те вырăнлă, – тет пилĕк ача ашшĕ.

Паян Валентин Петровичпа София Федоровнăн ачисем пиллĕкĕшĕ те ура çинче çирĕп тăраççĕ. Асли, Саша, кĕçĕннисен тĕрекĕ, тĕревĕ. Нумай çулсем хушши трактор заводĕнче пай пуçлăхĕнче тăрăшрĕ. Халĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Саша, асатте ятне илтнĕ пулсан та, паян та ашшĕн сăмахне тĕпе хурать, ăна хирĕç чĕнсе, тавлашса курман. Питĕ йĕркеллĕ арçын. Надя мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ, мăнукĕсене çитĕнтереççĕ.

Алексей Волгоград хулинче ĕçлесе пурăнать. Наташа малтан Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра пĕлÿ пухрĕ. Унтан ЧПУран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Алина РФ Пенси фончĕн Шупашкарти уйрăмĕнче тăрăшать. Светлана та, аслисем пекех, аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл юрист.

– Хамăрăн вĕренме майĕ пулман. Ачасене лайăх воспитани, тарăн пĕлÿ парас тесе тимлерĕмĕр. Хамăрăн, ялăн ятне ан яччăр тетпĕр. Алăра диплом пулни кăна çителĕксĕр, унпа ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем хăйсен юратнă профессийĕсемпе ĕçленĕрен чунăм хĕпĕртет, – тет пилĕк ача амăшĕ.

– Ачасем кăна мар, мăнуксем те Горбуновсен йăхне малалла тăсчăр. Пирĕн çичĕ мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук, – пĕлтерчĕ 78 çулхи арçын.

Горбуновсем кÿршĕ-аршăпа, тăхлач-хăтисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Юлашки вăхăтра Валентин пичче хăйне сывлăх енчен япăхрах туйрĕ те савнă мăшăрĕ ун çумĕнчен каймарĕ. 51 çул алла-аллăн тытăнса пурăнакан мăшăр яланах пĕр-пĕриншĕн тăрăшать, Турă умĕнче савăнăçра та, чир-чĕр çаклансан та яланах пĕрле пулма сăмах панине чăннипех чыслăн пурнăçлать. Çакă ĕнтĕ вăл çемье телейĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code