Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт вăл – сывлăх, чăтăмлăх, илем

Спорт вăл – сывлăх, чăтăмлăх, илем

Спорта кăмăллакан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан район пирĕн. Çакна халăх мероприятисене йышлăн хутшăнни те çирĕплетет. Физкультурниксен кунĕ умĕн «Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă автономи учрежденийĕн çитĕннисемпе ĕçлекен инструктор-методисчĕпе, районти спортшăн яваплă Петр Смирновпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Петр Васильевич, Елчĕксем спортра харсăррине республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ…

– Районта чăннипех те спорт ăмăртăвĕсем сахал мар иртеççĕ. Çав вăхăтрах эпир республикăри ăмăртусене те тăтăшах хутшăнатпăр. Нумаях пулмасть, акă, Çĕнĕ Шупашкарта ĕç коллективĕсен спартакиади иртрĕ. Унта район команди ăнăçлă хутшăнчĕ. Тăхăр тĕслĕ тупăшуран тăваттăшĕнпе /волейболла выляса, кире пуканĕ йăтса, алă вăйĕ виçсе тата канат туртса/ кубоксем çĕнсе илме пултартăмăр.

– Нимĕн те калаймăн, мухтанмалăх пур. Çапах та пĕлес килет, хăйсен вăй-халне, ăсталăхне республикăра кăтартмалли спортсменсене ăçтан тупатăр эсир?

– Чи малтанах вĕсене районти ăмăртусенче асăрхатпăр, чи пысăк кăтартусем тăвакансене хăйсене килĕшекен спорта тата та аталантарма сĕнетпĕр. Спорта чун-чĕрепе парăннисем сахал мар районта. Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче пултаруллă спортсменсем нумай. Вĕсене республикăри, ун тулашĕнчи тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнма, район чысне хÿтĕлеме тăтăшах чĕнетпĕр. Район патриочĕсем хирĕçлемеççĕ. Вĕсем хушшинче кĕмĕл çÿçлĕ арçынсем те, пĕчĕк ачаллă амăшĕсем те пур.

– Петр Васильевич, районта пурăнакансене спорта явăçтарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăватăр. Çапах та анлă сарăлман спорт тĕсĕсем те пур тăр?

– Районта çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, шывра ишесси, футбол, баскетбол, сĕтел çи теннис лайăх аталаннă тесе калаймăн. Ку енĕпе район шайĕнче ÿсĕм тăвакансем ун тулашне тухсан лайăх кăтартусемпе савăнтараймаççĕ-ха. Çавăнпа та районти тренерсен ку енĕпе ĕçлемелли чылай.

– Юлашки çулсенче республикăра ГТО нормисене тултарасси пирки çивĕч калаçу пырать. Эсир шăпах çак енĕпе яваплă…

– Калаçу кăна мар, ĕçĕ те лайăх пырать пирĕн ку енĕпе. Эпĕ шăпах ГТО нормисене тултарас енĕпе ĕçлекен центрăн тĕп судйи шутланатăп, çавна май район çыннисемпе çак енĕпе тестировани ирттеретпĕр. Районта «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» юхăма аталантарас енĕпе чи малтанах район администрацийĕ пысăк пуçарулăх, ырă тĕслĕх кăтартрĕ. ГТО нормативĕсене çитĕннисем хушшинче чи малтан район администрацийĕн коллективĕ пурнăçларĕ. Палăртма кăмăллă: Николай Миллинпа Леонард Левый ылтăн паллăсен хуçисем пулса тăчĕç.

– Пурте пĕлетпĕр, «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!» юхăма аталантарас ĕç Раççей Президенчĕ Владимир Путин указĕпе пурнăçланать. Районти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарсамăр?

– Массăллă спортри ăнăçусем, паллах, ĕçе мĕн пур шайра пĕлсе йĕркеленинчен килеççĕ. Районта сывă пурнăç йĕркине тытса пыма мĕн пур майсем çителĕклĕ. Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе район 2017 çулхи кăтартусемпе республикăра иккĕмĕш пулчĕ пулсан, иртнĕ çул пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кăçалхи çур çулхи рейтинг тăрăх та район пĕрремĕш вырăнта пырать-ха. Цифрăсемпе илес пулсан, пĕлтĕр 558 çын ГТО нормисене панă, кăçал – 316 çын. Çак кăтартусенче манăн кăна мар, пĕтĕм физкультура учителĕсен тата ГТО судйисен пысăк тÿпи курăнать.

– Петр Васильевич, хăш организацисем çĕнĕлĕхе хăвăрт алла илчĕç?

– Каларăм ĕнтĕ, райадминистраци ĕçченĕсен алли çăмăл пулчĕ пулинех, вĕсем хыççăнах педагогсемпе культработниксем, воспитательсем, библиотекарьсем ÿт-пĕвне пиçĕхтерчĕç.

– Çапах та çитĕннисем хушшинче ĕçпе хÿтĕлеве хутшăнманнисем те пур пулĕ-ха?

– Пур çав. Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, районти хăш-пĕр организацисем ГТО нормисене пурнăçлас ĕçе çак вăхăта çитсе те хутшăнман-ха.

– Çитĕннисем пирки ăнланмалла, шкул ачисен кăтартăвĕсем еплерех?

– Ачасене спорта юратма хăнăхтарас, вăй-халне çирĕплетме пулăшас тĕлĕшпе шкулсенчи физкультура учителĕсем тăрăшуллă пулнине палăртмалла. ГТО нормисене пурнăçлас ĕçе шкул ачисем хастар, пысăк активлăхпа хутшăнаççĕ. Кунта физруксен витĕмĕ пысăк. Ку енĕпе уйрăмах Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Тĕмер шкулĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Калас пулать, Аслă Елчĕк шкулĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Педагогсен коллективĕ те, вĕренекенсем те ГТОна 100 проценчĕпех хутшăннă кунта.

Шкул ачисем ГТОн республикăри фестивалĕнче те начар мар тупăшрĕç. Вĕренекенсем ÿссе пынă май ГТО нормисем те урăхланаççĕ, çавна май ку ĕç малалла тăсăлса пырать.

– Петр Васильевич, эсир спорт ĕçĕшĕн канăçăра çухатнă. Мĕн вăл сирĕншĕн спорт?

– Спорт вăл – сывлăх, чăтăмлăх, илем. Унпа кирек хăш ÿсĕмри те туслашма пултарать. Сывлăха çирĕплетме çÿрес текенсен кăмăлне Елчĕкри «Улăп» комплекс, Спорт çурчĕ, шкулсенчи спорт залĕсем, тĕп лапамри хальхи йышши стадион тивĕçтереççĕ. Çуллахи е хĕллехи вăхăтра уçă пĕлĕт айĕнче те футболла, хоккейла, волейболла выляма пулать. Ÿркенмелле мар çеç.

Хăй вăхăтĕнче инженер-строительте ĕçленĕ чухнех колхозăн пуçламăш комсомол организацине ертсе пыни, спортинструкторта тăрăшни, ачаран волейболла, футболла выляма юратни сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшать. Спорт сывлăх парнелет, кăмăл-туйăма çĕклет.

– Физкультурник кунне уявлама палăртнă пулĕ?

– Паллах. Çанталăк условийĕсене кура уява «Улăп» ФОКра ирттерме палăртнă. Спортсменсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнас тесе тăрăшакансене ăмăртусене йыхравлатпăр. Вăл паян 10 сехетре пуçланать.

Меллĕ самантпа усă курса районти спорт тата физкультура тытăмĕнче тăрăшакан ĕçтешсене, спортпа физкультурăна юратакансене, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Уява савăк кăмăлпа кĕтсе илме те кăмăллă. Район массăллă спорта аталантарас ĕçшĕн /12 тĕрлĕ критерипе/ иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра пĕрремĕш вырăн тата кубок çĕнсе илчĕ. Çакă та спорта юратакансем туслă килĕштерсе ĕçленин ÿсĕмĕ.

В.СМИРНОВА калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: республикăри ĕç коллективĕсен спартакиадине хутшăннă команда.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code