Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тăркăч е ролик коньки илсе парсан

Тăркăч е ролик коньки илсе парсан

Юлашки вăхăтра ял хушшинчи çулсем çинче ачасем электронлă е ахаль тăркăчпа /самокат/, ролик конькисемпе ярăнса çÿренине курма пулать. Çул-йĕр правилисене пĕлменрен, хăйсене еплерех тытмаллине тавçăрманран вĕсем час-часах ÿксе аманнă, çынсем çине кĕрсе кайнă е ытти пăтăрмахлă лару-тăрăва лекнĕ тĕслĕхсене асăрхама пулать.

Çул-йĕр правилисен йĕркине кĕртнĕ улшăнусенче «пешеход» пирки калакан пая «тăркăчпа /самокатпа/ çÿрекенсем» сăмаха хушса хунă. Кунтах инвалид коляскипе çÿрекенсем, велосипед, мопед, мотоцикл çавăтса, çунашка туртса, кÿме урапи, инвалид коляски тĕртсе пыракансем, ролик конькипе çÿрекенсем кĕреççĕ. Вĕсен пурин те РФ çул-йĕр правилисен «Пешеход» пайра палăртнă яваплăха пăхăнмалла.

Йĕркепе килĕшÿллĕн, тăркăчпа е ролик конькисемпе ярăнакансен пĕрлехи автотранспорт çул-йĕрĕ çине вуçех те тухма юрамасть. Саккун вĕсене тротуар тăрăх, велосипедистсене çÿреме уйăрнă лаптăкра ярăнма ирĕк парать. Çул-йĕр участникĕ пулнă май ачасен ярăну вăхăтĕнче йĕркене çирĕп пăхăнмалла, иртен-çÿрене чăрмав кÿмелле мар. Ашшĕ-амăшĕн ачасене ярăнмалли хатĕрсене илсе панипе пĕрлех çул-йĕр çинче хăйсене тĕрĕс тытмалли пирки асăрхаттармалла, хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштармалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Çакă ачана инкеке лекесрен упрать.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code