Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Хастар ентешĕм

Хастар ентешĕм

Пурнăç саккунĕ темелле-и – пире вăл таçта та илсе çитерет. 40 çул ытла Удмурти тăрăхĕнче пурăнатăп та, хама нихăçан та кунта тымар ярăпах тесе шутламан. Халĕ çывăх тус-юлташсем те йышлă ĕнтĕ. Вĕсен хушшинче харсăр чăвашсем те пурри уйрăмах савăнтарать.

Пултаруллă ентешсенчен пĕри – Валерий Кушников. Ун çинчен кĕскен çырса пĕлтерес кăмăл çуралчĕ те. Энтепе ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă вăл. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти физикăпа математика шкул-интернатĕнче пĕлÿ пухнă. Ăна ăнăçлă вĕçлесен Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ авиаци институтĕнче аслă квалификациллĕ специалист пулса тăнă. Тăрăшулăхне шута илсе пулĕ, çамрăка направленипе Удмурт Республикин Сарапулти электрогенератор заводне ĕçлеме яраççĕ. Инженер кĕске вăхăтрах опытлă специалист пулса тăрать, коллективра авторитет çĕнсе илет.

Унăн лара-тăра пĕлменлĕхĕ общество ĕçĕнчи хастарлăхĕнчен те курăнать. Удмуртири «Чăваш наци центрĕ» обществăлла организаци членĕ пулнă май вăл Сарапулти ентешсене пĕр чăмăра пуçтарас, вĕсене активлă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас, ытти халăх çыннипе çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе сахал мар тăрăшать. Хулара, ун тулашĕнче Валерий Александрович хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Ижевскра, Чĕмпĕрте, Шупашкарта йĕркелекен Акатуйсенчен те пăрăнса юлмасть. Гитарăпа лайăх вылянăран та-и, хăй тавра пултаруллă çынсене пуçтарма йывăр мар ăна. Маттур пулнăран, çунса тăнăранах Удмуртин наци политикин министерствин тата Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотисемпе чысланă ăна.

Валерий Александрович çемьеллĕ, Сарапул пикине качча илнĕ. Мăшăрĕн хĕр хушаматне улăштарса «нушаланма» тивмен, мĕншĕн тесен вăл та Кушникова. Ачисем хăйсем пекех пуçаруллă та хастар. Чăваш юнĕ вылять мар-и вĕсенче? Асли, Удмурти патшалăх университетне пĕтернĕскер, нефть отраслĕнче вăй хурать. Кĕçĕнни кăçал Ижевскри М.Т.Калашников ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн дипломĕпе «Калашников» концерна ĕçе вырнаçнă.

А.ИГОЛКИН-АРЛАНОВСКИЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code