Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Йывăр-и шкул портфелĕ?

Йывăр-и шкул портфелĕ?

Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Манăн хĕрĕм пуçласа парта хушшине ларĕ. Хальхи вăхăтра эпир шкул портфельне суйлатпăр. Хăшне туянмалла-ши?

/Редакцие килнĕ шăнкăравран/.

 

Ача валли шкул портфелĕ суйласси питех те яваплă ĕç. Ашшĕ-амăшĕн япалан хитрелĕхне кăна мар, вăл çитĕнекен организма сиен кÿменнине, унăн чăтăмлăхне шута илмелле.

Ранецăн хыçĕ хытă пулмалла, йывăрăша пайлама пулăшакан çемçе хушăмпа усă курни тата лайăхрах. Унăн виçине те пăхмалла: сарлакăшĕ хул пуççи йĕрĕнчен иртмелле мар, аялти пайĕ ачан пилĕкĕ çинче пулмалла.

Хул пуççи çаврăнăшĕ майлă S формăллă çемçе çакăллине суйламалла. Унăн сарлакăшĕ 5-8 сантиметртан иртмелле мар. Унăн тăршшĕне йĕркелеме май пурри те пĕлтерĕшлĕ.

Пушă сумкăн йывăрăшĕ 500-800 грампа танлашмалла. Кĕнеке-тетрадь чикнĕ ранецăн гигиена нормативĕн йывăрăшĕ çакнашкал:

1-2-мĕш классем валли – 1,5 килограмм;

3-4-мĕш классем валли – 2,5 килограмм;

5-6-мĕш классем валли – 3 килограмм;

7-8-мĕш классем валли – 3,5 килограмм;

9-11-мĕш классем валли – 4 килограмм таран.

Шкул сумки тăват кĕтеслĕ пулни – чи лайăххи. Тулли портфелĕн хăйĕн формине çухатмалла мар.

Шыв яман çирĕп полиэтиленран çĕленине суйласа илмелле. Ытларах чухне унăн хыçĕнчи çемçе пайне чĕнтĕрлĕ пусмапа хупланă. Çакă сывлăш çаврăнăшне йĕркелеме май парать.

Çул çинче инкеке лекесрен шкул сумки çинче çутта каялла ÿкерекен йĕрсем е уйрăм япаласем пулни вырăнлă. Çав вăхăтрах унăн çакки çутă, куçа курăнаканни пултăр.

Пуçламăш классенче вĕренекенсене уйрăмах портфеле пĕр хулпуççи çине çакма юраманнине ăнлантармалла. Астăвăр, шкул сумки вĕренекене хăйне те килĕштĕр.

Н.АФАНАСЬЕВА,
педиатр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code