Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăçта пĕрлĕх – унта ăнăçлăх

Ăçта пĕрлĕх – унта ăнăçлăх

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый шкулсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕрленнине комиссисемпе тĕрĕслеме тухса каяс умĕн вырăнсенчи лару-тăрупа паллашнă чухне хăрушсăрлăх мерисене /пушар, антитеррор, газ хуçалăхĕнчи йĕркелĕх/ çирĕплетессипе, апат-çимĕç блокĕнче санитарипе гигиена йĕркисене шута илсе ĕçленин тĕлĕшĕпе уйрăм тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Мĕншĕн тесен çак ыйтусем ачасен пурнăçĕпе сывлăхне сыхлассинче чи кирли шутланаççĕ.

Хальхи вăхăтра шкулсенче ачасене вĕренме тата вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталанма пурнăç ыйтакан хуларинчен кая мар условисем йĕркелесси те – педагогика коллективĕсен тĕп тивĕçĕ.

Леонард Левый ертсе пыракан ушкăн чи малтан район центрĕнчи «Шевле» ача садне çитсе курчĕ. Капмар çурта хута янăранпа çак уйăхра 6 çул çитет. Вăл халь тин уçăлнă чухнехи пекех – чĕптĕм те япăхман. Тул енчен те тирпейлĕ, шал енчен те хăтлă – кунта чăн-чăн хуçа пурри сисĕнет. Наталья Петрова заведующи ахальтен мар комисси членĕсене пысăк садикри кашни пÿлĕме кĕртсе кăтарма тăрăшрĕ. Апат-çимĕç блокĕнче йĕркелĕх хуçаланать, вăл санитарипе гигиена йĕркисене туллин тивĕçтерет. Кунта электричество вăйĕпе ĕçлекен 6 комфоркăллă плита вырнаçтарнă. Пурĕ 8 холодильник, çав шутран 3-шĕ – сивĕтекен камерăсем, вĕсенче кашни тĕрлĕ продукт расна упранать. Çĕр улми тасатакан, пахча çимĕç касакан-туракан агрегатсемпе усă курни вара поварсен ĕçне самай ансатлатать.

Коллектива ăнсăртран лекнĕ çын çук. Мĕншĕн тесен вĕсенчен кашнийĕ, воспитательрен пуçласа тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан таранах, шкул çулне çитмен ача-пăча ăс-тăнне çирĕплетессишĕн хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Алина Молодова илемлĕх ертÿçи пирки калас пулсан та, хăй суйласа илнĕ профессие юратса пурнăçланине çирĕплетеççĕ ĕçтешĕсем. Унсăр пуçне, авалхи çынсем кил-тĕрĕшре усă курнă тĕрлĕрен ĕç хатĕрĕсене пухса тăван тавралăх кĕтесне йĕркелессинче те пысăк пуçарулăхпа палăрать вăл. «Шевле» садикри шăпăрлансем район шайĕнче иртекен кирек хăш мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Кашни хутĕнче тенĕ пекех пурин валли те пĕр вĕçрен кĕпе-костюм çĕлетме ĕлкĕрсе тăнипе те тĕлĕнтереççĕ вĕсем.

Рабочи, хуралçă тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кушманов пирки те заведующи ăшшăн аса илчĕ. Стенасем тăршшĕпех вырнаçтарса тухнă, вĕренÿпе воспитани, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнчи тата ытти питех кирлĕ, тĕллевлĕ стендсемпе плакатсен рамисене пурне те епле çыпăçуллă ăсталама пултарнă вăл!

Паллă, асра юлмалли уявсене ашшĕ-амăшĕпе е аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-какамăшĕпе пĕрле ирттересси те малтанхи вăхăтран тытăнсах çирĕп йăлана кĕнĕ. Кунта вĕсем хăйсен юратнă тĕпренчĕкĕсенче упранса аталанакан, килте пулнă вăхăтра, тен, асăрхама та ĕлкĕреймен ăсталăха курса хаклама та пултараççĕ-çке. Тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан çак садике ахальтен мар хальхи вăхăтра районти тĕрлĕрен ялсенче пурăнакан çынсем хăйсен ачи-пăчине вырнаçтарассишĕн тăрăшаççĕ.

Лайăххи хыççăн япăххи пирки калаçасах килмест пулин те, вĕсене курмăш пулмасăр иртме çук. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул çумĕнчи «Березка» ача сачĕн çурчĕ, «Шевлепе» танлаштарсан, кивĕ пулнине хирĕçлес çук. Анчах кунти куçа курăнакан, вĕсенчен хăтăлма та йывăрах пулман çитменлĕхсем – калиткепе юнашарах вырнаçнă тахçанхи, илемсĕр çапса ăсталанă беседка, кухньăри юрăхсăра тухнă электричество кабелĕ çынна хăратмалла çакăнса тăни, çывăрмалли, вылямалли пÿлĕмсенчи стенасен тĕсĕ те савăнăçлă ача-пăча кăмăлĕпе килĕшсе тăманни куçа курăнатех. Çурта хăтлăлатас тĕлĕшпе улшăнусем пулмасан ашшĕ-амăшĕ малашне те, ялта садик пур çĕртех, хăйсен пепкисене Елчĕкри садиксене леçесрен иккĕленмелли çук.

Аслă Елчĕкри пысăк шкул юлашки çулсенче патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе те сахал мар усă курнă. Кăçал лапкăшĕпех çи виттине улăштарнă. «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕр вăхăтрах спортзала тĕпрен реконструкци тунă, перекетленнĕ укçа-тенкĕпе столовăя та юсас тенĕ. Анчах çак ĕçсен вĕçне хăçан тухĕç? Мĕншĕн тесен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем анчах тăрса юлчĕç. Унччен кивелсех çитнĕ чÿречесен рамисене сăрласа тĕс кĕртмелле, ытти тирпейлÿ-пуçтару ĕçĕсем те пайтах. Ку чухне вĕрентекенсемпе техперсонал пĕрлехи вăйпа, кар тăрса тăрăшни кирлĕ. Унсăрăн кая юлнă ĕçре каю шăтĕ.

Классенчи хăш-пĕр чÿречесемпе алăксене, сĕтел-пукана çĕнетсе пыма тăрăшни сисĕнет пулин те вĕсемпе юнашар хальлĕхе киввисем те сахал мар. Чылай вĕренÿ учрежденийĕнче, тĕслĕхрен, эпир комиссипе пулнă Кушкă, Лаш Таяпа шкулĕсенче те çакăн йышши ĕçсене дирекци хутшăннипе ашшĕ-амăшĕсене, шкул выпускникĕсене, спонсорсене явăçтарма мехел çитереççĕ.

Аслă Елчĕкри педагогика коллективне вĕренÿ тытăмĕнчи лару-тăру та пăшăрхантарать, паллах. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 9-мĕш класран вĕренсе тухакан 3 ача патшалăхăн пĕтĕмĕшле экзаменĕсене парайман. Ачасем ял шкулĕнчен писни епле ан шухăшлаттартăр;

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсене кĕтсе илме хатĕрленсе хăш-пĕр юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ, шкул çумĕнчи садике те тимлĕхсĕр хăварман. Апла пулин те ачасен хисепĕ çулсерен сахалланса пынине пытараймăн. Шкулăн малашнехи шăпи мĕнле пулĕ?

Çÿлерех сăмах хушнă Лаш Таяпа шкулĕн сăн-сăпачĕ юлашки çулсенче тĕпрен çĕнелсе улшăннине, вĕренекенсем предметсен олимпиадисене хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕме тивĕçлĕ пулнине те йышăнмалла.

Черетлĕ вĕренÿ çулталăкĕнчен пуçласа республикăри 40 ял шкулĕнче /çав шутран Лаш Таяпа, Елчĕк шкулĕсем те пур/ «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял ачисене хула ачисемпе тан аталанма хальхи йышши çĕнĕ условисемпе туллин тивĕçтерме май паракан гуманитари тата цифра профилĕсен вĕрентĕвĕн центрĕ – «Точка роста» ĕçлеме пуçламалла. Çакăн валли уйăракан ятарлă классене йĕркепе килĕшÿллĕн хатĕрлесе çитересси – паянхи тĕп тĕллев.

Черетлĕ вĕренÿ çулталăкĕнче 133 ачана кĕтсе илме хатĕрленекен Кушкăри вăтам шкул çурчĕ – ял илемĕ те. Родион Портнов ертсе пыракан коллектив çирĕп, туслă пулнине те пурте пĕлеççĕ. Педагогсем кирек хăш ĕçе те, отпуск, кану кунĕсене пĕлмесĕр, ушкăнпа кар тăрса пурнăçлама хăнăхнă. Çакна кура кунта пур çĕрте те йĕрке хуçаланать, чăркăшмалли сăлтава шырасан та тупаймăн. Пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп: çĕнĕ йышши компьютерсем – 44, проекторсем 13 шутланаççĕ. Пурне те каласа та пĕтереймĕн.

Урамра ăмăр çанталăк пулин те Шăмалакри тĕп шкула пырса кĕрсен кăмăл-туйăм çуталчĕ. Классем таса та тирпейлĕ, хăмаран сарнă урайсем, лайăх пахалăхлă сăрăпа сăрланăран, çуталса тăраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулталăкĕнче 54 вĕренекене кĕтеççĕ кунта.

Пушар асăрхавĕн, полици, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсем те тимлĕ пулчĕç, вĕренекенсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан кашни кăлтăка курма тăрăшрĕç. Тупса палăртнă çитменлĕх-сене шкулсен администрацийĕсем палăртнă вăхăтра пĕтерме сăмах пачĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code