Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Архив пуянлăхĕ

Архив пуянлăхĕ

Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче IX Регионсен хушшинчи архив вулавĕсем иртнĕ.

«Архивăн информаци ресурсĕсен регион историне тĕпчессинчи вырăнĕ» ятпа йĕркеленĕ курава Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне халалланă.

Мероприятие Чăваш Енри, Мари, Мордва республикисенчи, Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсенчи архив тата культура учрежденийĕсен, ăслăлăх пĕрлĕхĕсен представителĕсем хутшăннă, архиври информацисемпе усă курса тăван тавралăх историне тĕпчессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çавăн пекех вулав вăхăтĕнче Чăваш Республикин хальхи историн патшалăх архивĕн электрон докуменчĕсен презентацине йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code