Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Физиотерапири çĕнĕлĕхсем

Физиотерапири çĕнĕлĕхсем

Районти тĕп больницăри физиотерапи уйрăмĕнче сывлăх сиплевĕн çĕнĕ йышши мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Юлашки вăхăтра ĕçе кĕнĕ прессотерапи, озонотерапи тата кислород коктейлĕ сывату мелĕсене пациентсем те ытларах кăмăлланине палăртать Светлана Катайкина физиотерапевт тухтăр.

Прессотерапи – аппаратпа усă курса тăвакан лимфодренаж массажĕ, ÿт-пĕве алăпа йăваласа сипленĕ чухнехи пек витĕм кÿрет. Сывлăшпа тулакан «чăлха» урасене, «пилĕк çыххи» пилĕк ыратнине сиплет. Процедура хыççăн пĕтĕм организм рехетленнĕн, каннăн туйăнать.

Озонотерапи – озон газĕпе сиплени. Çак мелпе усă курса çынсем пуç ыратнине, çÿç тăкăннине ирттереççĕ, вăл организмра пухăнакан наркăмăшсемпе сиенлĕ каяшсенчен хăтăлма пулăшать тата ыт.те. Вĕсем пирки тухтăрпа тĕл пулса калаçсан тата ытларах пĕлме пулĕ.

Кислород коктейлĕ – кислородпа пуян напиток. Вăл çÿç ÿсессин ĕçне лайăхлатать, ÿте якатать, иммунитета çирĕплетет, тĕрлĕрен инфекци ересрен сыхлать. Ачасемшĕн те кирлĕ, усăллă процедура шутланать.

Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй хуçа. Апла пулин те çак сывату мелĕсене суйласа иличчен малтан физиотерапевт тухтăрпа канашламалла. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çынсене çак процедурăсене тума юрамасса та пултарать.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Светлана Катайкина физиотерапевт тухтăрпа Ольга Чернова медицина сестри озон терапийĕ тума хатĕрленеççĕ; Альбина Мисякова медсестра кислород коктейлĕ хатĕрлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code