Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хурт-хăмăра сыхлар

Хурт-хăмăра сыхлар

Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли – пыл хурчĕ.

Апла пулин те пыл хурчĕсем ытти выльăх-чĕрлĕх пекех йывăр та хăрушă чирсемпе асапланаççĕ. Чирлĕ çемье начар çитĕнет, вĕсем пыл пухнă çĕрте япăх ĕçлеççĕ, хĕл каçнă чухне хăйсене канăçсăр тытаççĕ. Пыл хурчĕсем ирĕккĕн пурăнмасан пĕр-пĕрне сĕртĕнеççĕ, ку чухне чир тата хăвăрт сарăлать. Чирлĕ çемье ыттисене те чирлеттерет.

Вĕллесенчи хĕл каçмалли пыл пахалăхсăр пулсан сивĕ çанталăк условийĕнче хурт-хăмăр çемйин чирпе кĕрешес вăйĕ чакать. Хĕл каçарма вырнаçтариччен вĕсене сăнаса, ерекен чирсенчен асăрханса ветеринари лабораторийĕнче вăхăтлă тĕрĕслеттерсе тăмалла, тупса палăртнă чирсемпе çийĕнчех кĕрешмесен хĕл варринче хуртсем çемйипех пĕтессе те кĕтсе илме пулĕ.

Пыл хурчĕсен чи анлă сарăлнă чирĕсем: нозематоз /пыршăлăх чирĕ/, Европа тата Америка çĕрĕкĕ, варроатоз /сăвăс/, браулез.

Пыршăлăх чирне пĕчĕк микроб – нозема пуçарса ярать. Нозема микробĕсем пыл хурчĕн пыршăлăхне лексе хăвăрт ĕрчеççĕ, унăн ÿчĕ ăшне кĕреççĕ. Пыршăлăх кирлĕ пек ĕçлеми пулать. Нозематоз ялан тенĕ пекех хĕл вĕçĕнче вăйлă сарăлать. Вăл пĕтĕм çемьене ерет. Уйрăмах нÿрĕк пысăк, апат пахалăхĕ япăх пулни чире тата çивĕчлетет. Шĕвелнĕ пыл, йÿçме пуçланă перга пыл хурчĕсен вар-хырăмĕн ĕçне пăсать, чир-чĕр пуçаракан микробсем чире вăйлатаççĕ.

Европа çĕрĕкĕн палли – шăтса пĕтнĕ, ама çăмарта хумасăр сиктерсе хăварнă пушă куçлă, тĕрлĕ ÿсĕмри çемçелнĕ çăвăрлă, перламутр тĕслĕ йăлтăркка ула карас. Чирлĕ личинкăсем яланхи пек ункă е çур ункă евĕр мар, тĕрлĕ майлă выртаççĕ.

Америка çĕрĕкĕпе чирлĕ чухне вилнĕ личинкăсем карас куçĕн хуппине шăтараççĕ.

Çĕрĕк чирĕпе чирлекен çемьесен йăвинче чир пуçаракан микробсем çав тери нумай. Çавăнпа карассене пĕтĕмпех илеççĕ, чирлĕ çемьесене васкавлă пулăшу параççĕ. Сăмах май, иртнĕ çул Европа çĕрĕкĕн чирĕ Муркаш тата Шупашкар районĕнчи хурт-хăмăр ăстисене шар кăтартнă.

Варроатозпа сиенленнĕ çемьене хĕлле пит кансĕр, çуркунне ÿсеймест, пыл памасть. Ăна пулăшмасан вăл хăй тĕллĕн сывалаймасть.

Вĕсене пылпа тата хурт сĕчĕпе тăранса пурăнакан браула пыйтă та ерет. Ку вăл хĕрлĕ тĕслĕ, çунатсăр пĕчĕк кăпшанкă. Вăл пыл хурчĕ вĕçнĕ вăхăтра та ун çинчен ÿксе юлмасть. Пыйтă хырăмĕ выçса çитсен пыл хурчĕн кăкăрĕ çинчен пуçĕ çине куçать, çăварĕ патне пырса апат ыйтса кăтăклама тытăнать. Брауласем хуртсене начарлатаççĕ. Пыйтăллă çемьен тухăçлăхĕ чакать.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн юлашки кăтартăвĕсемпе Раççейри пыл хурчĕсен çемйисен шучĕ 3 миллион анчах тăрса юлни паллă. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх ÿсен-тăрана шăркалантарма вĕсен йышĕ 7,2 миллионран сахал мар пулмалла. Юлашки 10 çулта /икĕ çырав хушшинчи тапхăр/ çак усăллă хурт-хăмăр шучĕ 18 процент ытла чакнă.

Утарçăсен пăшăрханăвĕ пушă вырăнта çуралманнине палăртаççĕ специалистсем. Диметота илес пулсан та, унта нумай инсектицидсем – сиенлĕ хурт-кăпшанкăна пĕтерекен хими препарачĕсем хушаççĕ. Çакăн йышши препаратсем пыл хурчĕсемшĕн – чăн наркăмăш.

Шел пулин те, хăш-пĕр чухне чиртен сиплемелли эмелсем те иккĕленÿлĕх çуратаççĕ. Россельхознадзортан пĕлтернĕ тăрăх, пĕр сайтра анчах регистрацилемен 10 препарат тупса палăртнă. Мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсем вырнаçтарни те пыл хурчĕсене япăх витĕм кÿрет. База станцийĕсем лартнă вырăнсенче утарсем пушанса юлнă тĕслĕхсем пулни паллă. Çакнашкал пулăмсенчен малашлăхра хăтăлас тесе Çĕрпÿ районĕнчи опытлă утарçăсем çапла сĕнеççĕ: уйсенче хими препарачĕсене сулхăн çанталăкра, сывлăш температури 10-12 градусран пĕчĕкрех чухне е каçхине 7 сехет иртнĕ хыççăн усă курмалла. Ун чухне пыл хурчĕсем вĕçмеççĕ.

Пыл хурчĕсен пылак çимĕçĕсен пахалăхне те куçран вĕçертмелле мар. Юлашки çулсенче ку енĕпе Россельхознадзор тăтăшах мониторинг йĕркелет. Çак тĕпчевсен вăхăтĕнче 1372 партирен 132-шĕ хăрушсăрлăх, 203 партирен 13-шĕ пахалăх енчен тивĕçтерменни паллă пулнă. Чăваш Республикинче те асăрхаттарусемсĕр пулман, уйрăмах суту-илÿ вырăнĕсенче. Çитменлĕхсене пĕтеричченех лару-тăрăва куçран вĕçертмен тĕрĕслевçĕсем.

Хурт-хăмăр чирĕсене вăхăтра тупса палăртма, ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма çуркунне вĕллесене тасатнă чухне пулнă хурт-хăмăр каяшĕсене, вилнĕ хуртсене ветеринари лабораторине тĕрĕслеме ямалла.

С.ИШМУРАТОВ,
районти ветстанцин тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code