Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç никĕсĕ – юратура

Пурнăç никĕсĕ – юратура

Юрату пур чухне анчах этем пурăнать.

Малтан атте-аннене, кайран мăшăра, ачасене юрататпăр. Ан манăр: юрату – чун ĕçĕ. Таса та çутă юрату патне хисеп, туслăх, ăнлану урлă çеç çитме пулать. Юрату – туйăмсен тĕрри. Ăна шыв пек çĕре тăкмалла мар, упрамалла, хакламалла. Пурнăçра чи пĕлтерĕшли – сан ĕçне çын пахалани, хăйĕн сăмахне чун витĕр кăларни. Çакă чи пысăк юрату, хаклав. Юратма, хаклама, хисеплеме пĕлетĕн пулсан çын çинчен усал ан шухăшла, ырăпа пĕрле çÿре.

Кĕвĕçÿ, курайманлăх шалтан шĕкĕ пекех çиет, сăн-пите сăнсăрлатать. Вырăнсăр каланă сăмахсем те каялла хăвна килсе çапаççĕ. Çаксене шута илсен тин юрату, ăнăçу кайăкне тытма пултарăпăр.

Пуррипе ан мухтан,
Çуккипе ан хурлан.
Сывлăх çирĕп пулсан
Телейли çук санран.
Сывлăх çирĕп пулсан,
Пĕр-пĕрне юратсан
Çăл куç пек пулĕ вăй-хал,
Пурнăç пырĕ кал-кал.

Л.ВИКТОРОВА,
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code