Среда, Сентябрь 18, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Артист – мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтĕм»

«Артист – мĕн ачаран çунатланнă ĕмĕтĕм»

Çулсерен çулталăка мĕнле те пулин паллă пулăма халалласа ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Пурте пĕлетпĕр, кăçал Раççейре, çав вăхăтрах республикăра та, Театр çулталăкĕ. Çавна май Чăваш Енре те, районта та ăна халалланă мероприятисемпе уявсем нумай иртеççĕ. Республикăра чи пĕлтерĕшли вара – театрсене нихçанхинчен, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те, халăх енчен те, пысăк пысăк тимлĕх уйăрни.

Театрăн тĕп çыннисем – артистсем. Çавăнпа та хамăр районтан тухнă, чăваш театрĕсенче ылтăн сăрăпа çырăннă ентешĕмĕрсене аса илмесĕр пултараймастпăрах. Çак тĕллевпе Чăваш халăх артисткипе Валентина МУЗЫКАНТОВĂПА тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.

Шупашкарти Хусанкай урамĕнчи хваттерĕнче Валентина Ивановна питĕ тарават кĕтсе илчĕ. Ентешсене кăна мар, мĕнпур чăваша, çав вăхăтрах тулайрисене те, хăйĕн ăсталăхĕпе тыткăна илнĕ артисткăн ăш пиллĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Ытла та ырă, уçă кăмăллă çын вăл.

Кăшт маларах кăна ĕçрен ывăнса таврăннă Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисткипе калаçăва, паллах, театр çинчен пуçартăмăр. Валентина Музыкантован савăнăçĕ куç тулли: Федерацин «Культура» наци проекчĕн «Культура хутлăхĕ» регионти проекчĕпе килĕшÿллĕн театр çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме çĕршыв тата республика бюджечĕсенчен 47 миллион тенкĕ уйăрнă.

– Халĕччен пирĕн хамăрăн ятарлă çурт та пулман-çке. «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне пирĕн коллектива парсан эпир мĕнле хĕпĕртенине каласа кăтартма та кирлех мар пулĕ. Çавăнпа та меллĕ самантпа усă курса Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, ЧР культура министрне Константин Яковлева коллектив ячĕпе Тав сăмахĕ çитересшĕн. Театр директорĕ Елена Николаева çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулнăранах çурта хăтлăлатма пуçăннă халĕ. 1973 çулта туса лартнă кермене тĕпрен пĕрре те юсаман. Иртнĕ кунсенче тата тепĕр пысăк савăнăç кĕтсе илтĕмĕр: пире «Единая Россия» парти ПАЗ-4234 автобус парнелерĕ. Артистсемшĕн чи кирлĕ транспорт. Пирĕн çур пурнăç кустăрма çинче иртнĕ, – хавхаланăвне пытараймасть Валентина Ивановна. Унтан хушса хучĕ:

– Юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулсан та пултарулăх ушкăнĕ алă усса лармасть, куракана çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарас тесе куллен репетици ирттерет. Эпĕ 20 çула яхăн режиссер пулăшуçинче те тăрăшнăран ĕç çав тери тăкăс, çапах кăмăл-туйăм ялан çĕкленÿллĕ.

Асамлă илем тĕнчин ытамĕнче

Йышлă çемьере çитĕннĕ Валентина Агеева килти ăшăлăха, юратăва чун-чĕрипе туйнă. Аслисем пĕрин хыççăн тепри хуланалла туртăнса ашшĕ-амăшĕн ăшă йăвинчен вĕçсе тухса кайнă. Кĕçĕннисем килти илемлĕхе, тирпейлĕхе курса ÿснĕ. Ашшĕ фотограф пулнăранах-тăр ачаран асам тĕнчин ытамне путнă Валя. Вăл тепĕр чухне çынсене килĕнчех ÿкере-ÿкере илнĕ, тĕттĕм пÿлĕме хупăнса сăн ÿкерчĕксем пичетленĕ, чи илемлисене стена çумне вырнаçтарнă.

Агеевсенче ÿнерçĕ юнĕ чупнăран пÿртри стенасем çинче картинăсем нумай çакăнса тăнă. Вальăн та, ашшĕпе пиччĕшĕсем пекех, ÿкерес туртăм аталаннă. Çуртри сăрă шăрши халĕ те сăмсаран кайман тейĕн, асрах тытать ăна вăл.

Ылтăн алăллă пулнă 11 ача ашшĕ, сĕтел-пукана та хăй аллипе ăсталанă. /Сăмах май аса илтерем, Вальăн амăшĕ ултă ачаллă арçынна качча тухнă. Тантăшĕ вилессе пĕлсе ăна упăшкине качча тухма пиллесе хăварнă хĕрарăм. Кайран туслă çемьере тата пиллĕкĕн çут тĕнчене килнĕ/. Кашни пÿлĕмрех пысăк тĕкĕр çакăнса тăнă. Вĕсене те ашшĕ хăй ăсталанă. Урай хăмисене те шакмакласа сарнă тĕплĕ кил хуçи, паркет урай тенĕ ăна ачасем. Ĕлĕкех культурăна чунпа туйнă арçын пÿртне хăмапа темиçе пÿлĕме пайласа – ачисене вылямалли кĕтес уйăрса панă. Ачалăха аса илнĕ май Валентина пĕр ÿкерчĕке халĕ те асăмран кăлараймасть.

– Юмах-ши ку, е чăн пулнă-ши – пĕлейместĕп, çапах вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирте, ыраш пусси варринче çÿллĕ тăрăллă хÿтлĕхре эпĕ патша майри тумĕпе, ман çийĕмре – ылтăн та кĕмĕл, пуçăм çинче – йăлтăркка кăшăл. Хам кĕвĕ калатăп, темшĕн пианинăпа… Çак ÿкерчĕк пуласлăха – театр асамлăхне курасса пĕлтерчĕ-ши; Вăл тĕлĕнтермĕше тепĕр чухне тĕлĕкре те куратăп, – пĕлтерет артистка.

Шкула та кайман Вальăшăн малашлăх, театр асамлăхĕн йыхăравĕ пулнă-тăр вăл. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уçăлса пынă хĕрĕн асамлăх тĕнчи.

Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне вăл радиопа «Нарспи» спектакле итлесе киленнĕ. Пĕринче тата касри ачасемпе «Пиçмен пашалу» спектакль хатĕрленĕ шăпăрлансем. Репетицисене мунча пăлтăрĕнче те, аслисем ан курччăр тесе, ирттернĕ. Урамри пура ăшĕнче лартнă ăна. Артист пулас ĕмĕтпе çунатланнă хĕр ача /режиссер тейĕн/ тантăшĕсене сăнарсене выляма, сăмахĕсене тĕрлĕ сасăпа калама хăнăхтарнă. Е тата Зина Агеева тантăшĕпе çÿллĕ вĕрене çине хăпарса юрăсем юрланине, килти пур-çук пусма таткисене хăй çине çакса артистла вылянине епле манайăн!

Унтан клуба артистсем килнĕ тенине илтсенех аслисемпе пĕрле спектакль курма чупнă вăл. Анчах кивĕ те тăвăр клуба çитĕннисене кăна кĕртнĕ.

– Ача-пăчана тапса кăларса яратчĕç, çапах та хĕсĕнсе те пытанса май тупаттăмăрах кĕрсе курма, каçса кайсах пăхаттăмăр. Ачасене кĕртменни чăтма çук кÿрентеретчĕ мана. Чÿречесенчен кармашса пăхнисем мĕн чухлĕ пулман-ши? Çитĕнсе пынă май кÿршĕ ялсене – Аслă Елчĕке, Патреккеле –артистсем килнине илтсенех унта чупаттăмăрччĕ. Спектакль хыççăн çĕрле 3-4 çухрăм каялла киле танклатни те хăратман. Халĕ вара спектакле килекен кашни куракана – пĕчĕк ачана – хавас артистсем. Мĕнле улшăнчĕ пурнăç, – тет Валентина Ивановна.

Валя тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Тăрăшуллă амăшĕ тăтăшах ĕçпе киленнĕ. Вăл хăй ĕмĕрĕнче икĕ çурт та хăпартма пултарнă. Валя амăшĕ çумĕнче пĕчĕккĕллех ĕçре пиçĕхнĕ.

Елчĕк шкулĕнче тăрăшса вĕреннĕ мал ĕмĕтлĕ хĕр. Ытларах вăл чĕлхесен урокĕсене кăмăлланă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Валентина Петровна Степанова хĕр ачан пултарулăхне пысăка хурса хакланă, хăй пекех педагог пуласса шаннă. Чăвашла та, вырăсла та сочиненисене пит яка та тарăн шухăшлă çырнипе палăрнă вăл класра. Пăхмасăр вĕренме парса янă сăвăсене чуна тыткăнламалла, илемлĕ саспа вуланă. Шкулти хорта юрланă.

Чăваш халăх артистки хăйне вĕрентнĕ Черновсене – Лидия Егоровнăпа Петр Никифоровича тата ытти мĕнпур педагога яланах ырăпа аса илет, вĕсен сăнарĕсене чĕринче упрать. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне – Валентина Александровна Мальцевăна тарăн пĕлÿшĕн тав тăвать.

1966 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă маттур пике хăйне шăпа пулăшасса шансах Шупашкара çул тытнă. Артист пулас ĕмĕтпе çунатлансан та малтан пир-авăр комбинатне, унтан электроприборсем тăвакан завода слесарь-сборщицăна вырнаçнă вăл. Тăрăшса ĕçленĕ хĕр унта, анчах чуна хăпартлантараканни çитмен ăна. Акă, пĕринче хĕр аллине пĕлтерÿ лекнĕ: телевидени çумĕнче халăх театрĕ йĕркелеççĕ! Ял хĕрĕ, вăтанчăк та именчĕкскер, хăранине çĕнтерсе комисси членĕсем умне тухса тăнă.

– Кирпĕч çапса кăтарт-ха, – тенĕ ăна пултарулăха хаклакансем.

Валя кирпĕч мĕнле çапнине каласа, кăтартса пама пуçланă. Ачаран хăнăхса ÿснĕ ĕç, темех мар уншăн.

Комисси членĕсем ăна çийĕнчех чарнă:

– Эсĕ пире сăмахпа каласа ан пар, туса кăтарт…

Валя кирпĕч çапнине сăмахсăр кăтартса панă. Çапла Елчĕк хĕрĕ конкурс витĕр ăнăçлă тухнă.

Виçев хатĕрĕсем тăвакан заводра виçĕ сменăпа тăрăшнăран Елчĕк пикин репетицие çÿреме йывăрлăхсем сахал мар сиксе тухнă. Çапах та ачаран çунатланнă ĕмĕтне пурнăçа кĕртме майсем шыраса тупнах вăл.

Сцена çинчи пĕрремĕш утăмсем

Телевидени студийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ халăх театрĕ маттур çамрăксен пултарулăхне кăтартмалли тĕп вырăн шутланнă ун чухне. Пулас артистсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ, конкурсăн виçĕ тапхăрĕнчен тухсан вĕсене сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентнĕ. Виçĕ çул хушшинче пилĕк спектакль лартнă çамрăксем. Валентина пурнăçри пĕрремĕш сăнарсене ĕнентерÿллĕ, пысăк ăсталăхпа вылянă. Асаилÿ çăмхи ăшне путнă май вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕсене, режиссерĕсене – Л.Римовпа И.Митюкова чĕри тĕпĕнчи ăшă-ăшă сăмахсемпе тав тунине пытармасть.

1969 çулхи мартăн 17-мĕшне Валентина Ивановна нихăçан та асран кăлараймасть. Шăпах çак кун телестуди çумĕнче йĕркеленĕ Пултарулăх театрне салатса яни çинчен пĕлтернĕ вĕсене. Чуна пырса тивекен самантсем кун кĕнекинче те çырăннă унăн. Сăмах май каласа хăварас, Иван Агеев ĕмĕр тăршшĕпех кун кĕнеки çырса пынă, йăх-несĕл йывăççине ÿкернĕ. Вăл халĕ Валя хĕрĕ патĕнче упранать. Çак ырă йăла Вальăна та куçнă пулĕ, унăн та кун-çул утăмĕсен дневникĕ пур.

«Ĕнтĕ халь мĕн тумалла, ăçта каймалла?» – шухăш явăннă çамрăк артистсен. Турă пÿрсен ĕмĕтленни çитетех çав: шăпана шаннă Валя хаçатра Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче театр уйрăмĕ уçăлассине вуласа пĕлнĕ. Нумай шутласа тăман вăл, унта çул тытнă. Акă вăл халăх театрĕн режиссерĕн специальноçне алла илекен студентка.

– Театр уйрăмĕ Шупашкар хулинчи музыка училищи çумĕнче йĕркеленчĕ. Пирĕншĕн ку питĕ лайăх пулчĕ, мĕншĕн тесен театрсенче кăтартакан кашни спектакле пĕр сиктермесĕр курма çÿреме май пурччĕ. Тата Чăваш академи драма театрĕн сцени çинчи спектакльсенче массăллă сценăсене хутшăнма та тÿр килнĕччĕ. Ку маншăн пысăк телей пулнă, чăн-чăн артистсемпе пĕрле пĕр сцена çинче юнашар тăрасси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман вĕт-ха, – тесе çырнă вăл вăхăтĕнче.

1972 çулта ăраскалĕ ăна Çамрăксен театрне илсе çитернĕ. Ăсталăхне кура Валентина Агеевăна, Валерий Молодцыгинпа Николай Кузьмина артист пулса ĕçлеме илнĕ. Çав вăхăтрах телевиденинче чăваш дикторĕ пулса та тăрăшнă Валентина. Икĕ çĕрте ĕçлеме çăмăл маррипе виçĕ çултан телевиденинчен пăрахма тивнĕ. Питĕ хăварасшăн пулнă унта ăна, вăл, паллах, театра суйласа илнĕ.

70 çула çитсе сцена çинче мĕнле кăна роль выляман-ши артистка. 150-ран та иртнĕ. Вĕсене куракан лайăх астăвать. Маларах çамрăк хĕрарăмсен сăнарĕсене, вăхăт иртнĕçемĕн аслăрах çулсенчисене нумай калăпланă. Ахальтен мар ăна пин-пин чăваш çынни паллать. Спектакльсене телевидени ÿкерсе илнĕрен вĕсене час-часах Чăваш наци телевиденийĕпе кăтартаççĕ. Çавăн пекех чăваш кинофильмĕсенче те сахал мар ÿкерĕннĕ искусство çынни.

Сăнĕ-кĕлеткипе вăл маттур та илемлĕ, кăмăлĕпе сăпай, ĕçченлĕхĕпе харсăр. Паян та мухтанма юратмасть, кашни çĕнĕ рольшĕн савăнать, ăна ĕнентерÿллĕн вылять, уншăн чунне парать. Çамрăксен наставникĕ тин кăна вĕренсе килнĕ артистсене ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене вĕрентсе хăварассишĕн те тимлет.

Артист пурнăçне çăмăл тееймĕн. Хăй вăхăтĕнче Тутар, Пушкăрт республикисенчи ялсене тухса кайсан 2-3 уйăх гастрольте çÿренĕ. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк. «Мĕнле пурăнаççĕ-ши? Чирлемеççĕ-ши?» – çуннă амăшĕн чĕри. Валентина çемйипе çырусем урлă çыхăну тытнă. Ун чухне килте телефон пулман-ха çамрăк мăшăрăн. Музыкантовсем ывăлĕпе хĕрне пĕрле гастрольсене мĕн чухлĕ илсе çÿремен-ши?

48 çул сцена çинче Валентина Музыкантова. Канăçсăр ĕçшĕн, халăха чăвашлăха илсе кĕртекен сăнарсемшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, паллăсене тивĕçнĕ вăл. 1984 çулхи май уйăхĕнче ăна театр искусствинче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисткин, 2004 çулта Чăваш халăх артисткин ячĕсене панă. Ентешĕмĕршĕн чи хакли – куракан юратăвĕ, хисепĕ. Ăна тĕп хуламăрти транспорт çинче кураççĕ-и, е лавккара – пултарулăхне хакласа пуç таяççĕ. Паллаççĕ ăна, хире-хирĕç тăрса калаçса курманнисем унăн хăйне евĕр çепĕç сассинчен уйăрса илеççĕ. Куракансенчен хутаçĕ-хутаçĕпе çырусем илнĕ артистка хăй вăхăтĕнче.

 

Чăваш радиора «Ăраскал» ярăмра сăвă-калав вуланине епле манайăн тата! Манăн хайлавсене те пĕрре мар янраттарнă паллă артистка радиора. Паян та Чăваш наци радиовне сăвăсем, новеллăсемпе калавсем вулама чĕнеççĕ. Хитре, чĕрене пырса тивекен черчен сасăпа вулакана итлесе чăваш хĕрарăмĕсем куççулĕсене те пытараймаççĕ. Çамрăкла театра «тĕлĕнтермĕш» шыраса пырса кĕнĕ Валентина паян та унăн асамлă тыткăнĕнче. Театр яланах малти вырăнта уншăн.

– Эпĕ хам суйласа илнĕ ĕçе шутсăр юрататăп, çавăнпа та артист пурнăçĕнчи йывăрлăхсем те хăратман мана. Театр – ман пурнăçăм, ман шăпам, – тет хăйĕн ĕçне чунпа парăннăскер.

Чапа тухнă çемье

Валентинăн пĕрремĕш мăшăрĕ икĕ çул пурăннă хыççăнах аварие кĕрсе çамрăклах куçĕсене хупнă. Тăхăр уйăхри Сергей ывăлĕпе тăлăха тăрса юлнă çамрăк та черченкĕ чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Тĕнче татăлса аннăн туйнă ун чухне вăл. Юратнă ĕçпе, ывăлĕпе йăпанса малалла талпăннă. Унтан ăна шăпа Анатолий Музыкантовпа паллаштарнă. Вăл Валентинăпа пĕр общежитире пурăннă. Йăрăс пÿллĕ те илемлĕ калаçакан диктора каччă телевиденинче асăрханă. Шăпах вĕсен концертне ертсе пынă Валентина. Сăпайлă артисткăна тÿрех килĕштернĕ Анатолий.

– Ывăл ача урлă ман пата çул хыврĕ пулас мăшăрăм, – ăшшăн çуталаççĕ иртнине аса илнĕ май Валентинăн кăвак куçĕсем.

Малтанах арçын ачана теттесем парнеленĕ каччă, хăйĕн пÿлĕмне илсе кайса вылянă. Вăхăт иртнĕ май Тутар Республикинчи Çĕпрел каччи Елчĕк пикине качча тухма ыйтнă. Каччăн тăван ялĕнче вĕсен шеплĕ туйĕ кĕрлесе иртнĕ. Часах çемье йышланса çут тĕнчене Ирина килнĕ. Унтанпа 39 çул хыçа юлнине сиссе те юлайман юратуллă мăшăр.

Паян Музыкантовсен пултаруллă çемйи республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнă. Анатолий Николаевич Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Культура министерствин «Душа России» премийĕн лауреачĕ. Вăл йĕркеленĕ тата ертсе пыракан «Сувар» ансамбль çĕршыври тĕрлĕ кĕтесре хăйсен ташшисемпе тыткăнлать. Ирина хĕрĕ те ашшĕ ертсе пыракан ушкăнра мĕн ачаран ташласа ÿснĕ. Каярахпа хăй те пĕчĕк «Суварсене» ертсе пынă. Çемье çавăрсан Ирина Мускава тухса кайнă. Халĕ унта пурăнать. Çапах та час-часах Шупашкара килсе çÿрет. Ташă ушкăнĕн концерчĕсене хаваспах хутшăнать ташăра та, юрă-кĕвĕ çемминче те палăрнă Ирина.

Музыкантовсен концерчĕсене халăх юратса çÿрет. Хăйĕн пултарулăх каçĕсенче ăна яланах чыслама май тупнă Елчĕк район делегацине /ертÿçи Антонина Александрова/ тав тумасăр иртеймест вăл. Унтан ентешсене театрсене çÿреме чĕнчĕ. Валентина Ивановна концерта ертсе пырать, ашшĕпе хĕрĕ ташлаççĕ, Ирина илемлĕ юрăсем те шăрантарать. Сергей те çывăх çыннисемпе яланах юнашар. Хăйĕн пурнăçне творчествăпа çыхăнтарман пулсан та, пултаруллă амăшĕпе ашшĕне, йăмăкне чечек çыххисем парнелеме пит кăмăллать. Вăл хальхи вăхăтра Ростелекомра ĕçлет. Унăн ывăлĕ Никита Мускаври аслă шкулта программиста вĕренет.

Пултарулăх çыннисен уявсенче килти кĕрекере ларма вăхăчĕ çукрах, вĕсен куракансене савăнтармалла, çапах та тăтăшах мар пулин те, çавра сĕтел хушшине пуçтарăнма мехел çитереççĕ тăванлăха мала хуракансем. Валентина Ивановнăн ялти тăванĕсем те инçе çула кĕскетеççех ку чухне. Тĕп килте хунав янă Светлана йăмăкĕ, унăн Сергей ывăлĕпе Татьяна кинĕ, вĕсен икĕ тĕпренчĕкĕ яланах хăнасене тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Нина аппăшĕпе Толя тетĕшĕ, вĕсен ачисем чи çывăх та хаклă тăвансем. Гастрольте çÿренĕрен Музыкантовсем дача таврашĕ туянман. Çавăнпа та хулана килмессерен тăванĕсем мĕн те пулин хурса килеççĕ, тăван патне кучченеçсĕр епле кайăн. Çамрăкрах чухне артистка хăй те тăтăшах амăшне, йăмăкĕсене пулăшма килсе çÿренĕ.

Вĕсен хваттерне кĕрсенех стенасем çинчи кил хуçисен портречĕсене асăрхатăн. Пÿлĕмсенче Валентинăна, Иринăна сăнланă пысăк картинăсем типтерлĕн çакăнса тăраççĕ. Çывăх та юратнă çыннисен паллă пулăмĕсен ячĕпе вĕсене Валентинăн пиччĕшĕ – Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев ÿкернĕ, асăнмалăх парнеленĕ.

Ачаш та ăшă кăмăллă Елчĕк хĕрĕ урамри хуçасăр кушаксене питĕ шеллет. Тепĕр чухне выçă та чирлĕскерсене килне илсе кĕрет те каярахпа кăларса та яраймасть. Çаплах тăрса юлнă вĕсен хваттерне икĕ çăмламас тус.

Валентина Ивановнăн чăн-чăн телейĕ – чун туртнă ĕç, çумра юратнă мăшăр, ачасем тата сывлăх. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă ентешĕмĕр çамрăк курăнать. Пĕвĕ-сийĕ Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринчи хăва хулли пек яштака.

Ĕçрен ывăнса килсен тÿрех курăк чейĕ ĕçнине пĕлтерчĕ вăл. Пире те çав сиплĕ чейпе хăналамасăр кăларса ямарĕ. Тĕрлĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ?унта пĕтнĕк курăкĕ ытларах, ун çине импĕр тымарне ярать, чĕрри те, типĕтни те юрать/ ывăннине часах ирттерсе янине чăннипех ĕнентĕмĕр. Чăваш халăх артисткин тутлă та паха чейне ĕçнĕрен хуларан Елчĕке çитнине те сиссе юлаймарăмăр…

ХАКЛАВ

Мария ФЕДОТОВА, Елчĕк ялĕ:

– Елчĕк ялĕ талантсемпе пуян. Чăваш халăх артисткипе пĕр класра вĕреннĕ эпир: Галя Кудряшова, Владимир Майков, Василий Малов тата ыттисем. Эпĕ Вальăпа пĕр парта хушшинче ларнă. Шкулта питĕ лайăх вĕренетчĕ, ыттисене ялан пулăшма хатĕрччĕ. Ун чухнех ăшри вăрттăн туйăмĕсене, артист пулас тенине, пайланă май Валя мана: «Асту, кун çинчен никама та ан кала!» – тесе асăрхаттарни чĕререн тухмасть. Çивĕч те йăрăччĕ, сăвăсем хитре вулатчĕ. Эпир хамăрăн тантăшăн пултарулăхĕпе савăнатпăр, унпа мăнаçланатпăр.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code